Пӑтӑрмахсем
![]() Муркаш районӗнче усламҫӑсемпе район ертӳҫисен ӑнланманлӑхӗ пирки «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат паян ҫырса кӑтартнӑ. Муркашри «Никита» автостанцие йӗркеллӗ ӗҫлеме вырӑнти тӳре-шара ура хурать имӗш. Муркаш район администрацийӗн пуҫлӑхне Ростислав Тимофеева пӑхӑнакансем «Никита» ӗҫӗнче вӗҫӗмех кӑлтӑк шыраҫҫӗ-мӗн. Судра та енсем пӗрре кӑна мар тавлашнӑ, анчах тӳре-шара выляса янӑ иккен. Муркашри автостанцин хуҫисем, Никитинсем, районтисем хӑйсене тапӑнма хӑтланнине политикӑпа сӑлтавлаҫҫӗ. Хӑй вӑхӑтӗнче, 2016 ҫулта, вӗсем автостанци ҫурчӗ ҫине Олег Николаевӑн политика рекламине вырнаҫтарнӑ. Ун чухне Олег Николаев (халӗ — Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлаканӗ) РФ Патшалӑх Думине депутата суйланма кандидата тӑнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Чӑваш Енри тата икӗ министр пукансӑр юлнӑ. Хушусене республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев паян, нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хутсене Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пичетленӗ. 30-мӗш номерлӗ хушупа Алексей Грищенкона, 31-мӗш номерлипе Наталья Тимофеевӑна ӗҫрен кӑларнӑ. Аса илтерер: Алексей Грищенко республикӑн строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑччӗ, Наталья Тимофеева – юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн тивӗҫӗсене. Республикӑн строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑлама паянах Александр Героева шаннӑ. Сӑмах май ҫакна та палӑртмалла: нарӑс уйӑхӗн 6-мӗшӗнче республика Правительствин тытӑмӗнче улшӑну пулса иртнӗччӗ. ЧР Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерствине Юстици енӗпе ӗҫлекен комитет туса хунӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() dixinews.ru сайтри сӑн Нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗччен 11-мӗш класран вӗренсе тухакансен мӗнле предметсемпе Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне тытассине палӑртаҫҫӗ. Хӗрсемпе каччӑсен 14 предметран суйламалла. Ҫӗнӗ вӗренӳ технологийӗсен республикӑри центрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗтӗмпе 6060 заявлени панӑ. Кӑҫал 5887 ҫын вырӑс чӗлхипе экзамен тытӗ, база шайӗнчи математикӑна – 2079 ҫын, профиль шайӗнчи математикӑна 3728 ҫын суйланӑ. Ытларах обществознани (3136), физика (1849), биологи (1289) предмечӗсене суйласа илнӗ. Историпе – 968, химипе – 1007, информатика тата ИКТ-па – 981, акӑлчан чӗлхи – 771, литературӑпа – 370, географипе 305 ҫын ППЭ тытӗ. Хрантсус тата нимӗҫ чӗлхисене 3-шер ҫын суйланӑ, китай чӗлхипе вара 4 ҫын пӗлӗвне тӗрӗслесшӗн. Испан чӗлхине 1 ҫын ҫеҫ суйланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Нарӑсӑн 5–6-мӗшӗнче Минскра, пӗтӗм тӗнчери 27-мӗш Минскри кӗнеке ярмӑркки вӑхӑтӗнче тӗнче шайӗнчи «Ҫыравҫӑ тата вӑхӑт: литература — культура диалогӗн пӗр пайӗ» литераторсен симпозиумӗ иртнӗ. Беларуҫ республикин информаци министерстви йыхравӗпе унта виҫҫӗмӗш хут — юлашки ҫулсенче беларуҫ поэчӗсен хайлавӗсене чӑвашла куҫарас енӗпе хастар ӗҫлекен чӑваш Халӑх поэчӗ Валери Туркай — хутшӑннӑ. Сӑмахран, 2018 ҫулта вӑл тӑрӑшнипе Шупашкарта «Юратӑвӑм ман — Беларуҫ!..» поэзи антологийӗ пичетленсе тухнӑччӗ. Хальхинче Валери Туркая Минскра ырӑ тӗрӗнтермӗш кӗтсе тӑнӑ. Ӗҫ акӑ мӗнре: «Ҫыравҫӑ тата вӑхӑт» симпозиум ӗҫленӗ вӑхӑтра Минскра, «Я.Колас ячӗллӗ полиграфкомбинат» издательствӑра, беларуҫ чӗлхипе унӑн «Вершы простые мае…» (Ман ансат сӑввӑмсем…) поэзи пуххи кун ҫути курнӑ. Чӑваш поэтӑн тӗрлӗ ҫулта ҫырнӑ сӑввисен куҫаруҫи пулса хӑйӗн пултарулӑхне Беларуҫри чи паллӑ сӑвӑҫисенчен пӗри, Беларуҫ Патшалӑх премийӗн лауреачӗ Микола Мятлицкий кӑтартнӑ. Кӗнеке умсӑмахне Беларуҫ Республикин информаци министрӗ А.Н.Карлюкевич ҫырнӑ. |
Сумлӑ сӑмах
Чӑвашлӑх
(Г.Н. Архипова асӑнса)\
Хурамаран пӗкӗ эп автартӑм Хура лаша валли, ай, пӗветсе. Уй хапхинчен тухса юр юрларӑм Аякри тӑванӑм илттӗр тесе. Чӑрӑш тӑрри ҫине пӑхса ил, Аякри тӑванна, ай, аса ил. Ман апи (анне) ҫак юрӑпа ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. Юлашки вӑхӑтра мана Г.Н. Архипов час-часах аса килчӗ. Кӑрлач ҫил-тӑманӗсем хускатрӗҫ пулмалла чунри тата ӑс-тӑнри астӑвӑм хӗлӗхӗсене. Чунӗ ун хӑҫан тухнӑччӗ-ха тесе интернета пӑхрӑм. 2015 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 3-мӗшӗнче иккен. «Ҫынпа ҫын хутшӑнса пӗр-пӗрне шанса калаҫнинчен пахи урӑх ҫук» (Хыпар, 2002, ҫертме, 6, 2 с.). «Чӗлхе ыйтавӗ яланах пӗрремӗш вырӑнта пулӗ» ятпа пичетленнӗ интервьюри ҫак сӑмахсем палӑртаҫҫӗ пек Геннадий Николаевич уҫӑ кӑмӑллӑхне, культурине… «Бонопартист» тесе тиркетчӗҫ ӑна хӑшӗ-пӗри. (Ман архивра Ф.И. Мадуров калани упранать: «Геннадий Архипов хӑйне титулированнӑй король пек тытать».). Г.Н. Архипов хӑйне патша пек тытнин вӑрттӑнне «тӳрӗ тӑракан пуш пучахпа» ӑнлантарма ҫук. |
Политика
![]() sovch.chuvashia.com сӑнӳкерчӗкӗ Паян Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама Алла Салаевӑна ҫирӗплетнӗ. 29-мӗш номерлӗ хушӑва ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Олег Николаев ирпе ирех алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Алла Салаевӑна 2015 ҫулхи юпа уйӑхӗнче Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗн пуканне пӗрре шаннӑччӗ-ха. Анчах унта вӑрах ӗҫлеменччӗ вӑл. 2016 ҫулхи ака уйӑхӗнче ҫав ӗҫрен кайнӑччӗ. Алла Салаева 1979 ҫулта Шупашкарта ҫуралнӑ, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче истори учительне вӗреннӗ. Педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ. Паянччен Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Шупашкарта дружинниксем валли укҫа-тенкӗ уйӑрнӑ. Хула администрацийӗн сайтӗнчи документра ҫырнӑ тӑрӑх, ку 3 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Нарӑс уйӑхӗн 6-мӗшӗнче хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Шупашкарти халӑх дружини валли субсиди уйӑрасси пирки постановлени алӑ пуснӑ. Вӗсене 3 миллион тенкӗ уйӑрса парӗҫ. Палӑртмалла: халӑх дружинникӗсем Шупашкарти общество йӗркине сӑнаса тӑраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() iz.ru сайтри сӑн Етӗрне районӗнчи Кивӗ Тинкеш ял тӑрӑхӗн экс-пуҫлӑхне тӗрмене хупмасӑр 2 ҫул та 1 уйӑхлӑха айӑпланӑ. Тӗрӗслев срокӗ – 1 ҫул. Хальлӗхе суд приговорӗ вӑя кӗмен-ха. Прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, пуҫлӑх ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса ют пурлӑха хӑйне илнӗшӗн айӑпланӑ. Суд палӑртнӑ тӑрӑх, ҫакскер официаллӑ документсенче администрацире тунӑ пандус пирки суя суммӑсем кӑтартнӑ. Ял тӑрӑхӗн хыснинчен кун валли 15 пин тенкӗ уйӑрнӑ, анчах пуҫлӑх ҫакна хӑйӗн тӗллевӗпе тӑкакланӑ. Экс-пуҫлӑх судра хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() sravni.ru сайтри сӑн РФ Правительстви юлса аталакан 10 региона укҫа-тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Кун пек регионсен йышне Чӑваш Ен те кӗнӗ. РФ Правительстви социаллӑ экономика кӑтартӑвӗсемпе кая юлса пыракан субъектсем валли икӗ тапхӑрпа 100 млрд тенкӗ уйӑрӗ. Регионсене кӗҫех 50 млрд тенкӗ пайласа памалла. Кун пирки Марат Хуснуллин премьер-министр пӗлтернӗ. «Халӗ эпир ҫав регионсенчен программа ыйтса янӑ: ку укҫа ӑҫта тӑкакланать, проектпа смета джокументацийӗ пур-и? Вӑл е ку программӑна хӑҫан пурнӑҫлама палӑртнӑ?» Хальлӗхе кашни региона миҫешер тенкӗ лекесси паллӑ мар. Аса илтерер: пӗлтӗр ҫӗртме уйӑхӗнче кая юлса аталанакан регионсен йышне ҫаксене кӗртнӗ: Алтай, Тува, Карели республикисем, Курган облаҫӗ, Мари Эл, Алтай крайӗ, Псков облаҫӗ, Калмӑк Республики тата Чӑваш Ен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Ӗнер каҫхине «Атӑл» М-7 ҫул ҫинче, 656-мӗш ҫухрӑмӗнче, «Лада-Гранта» ВАЗ-2110 машинӑпа ҫапӑннӑ. Пӗрремӗш машина водителӗ авари вырӑнӗнчен тарса ҫӳренӗ. Анчах нумайлӑха тарайман вӑл – ӑна кӗҫех Кӳкеҫре тупнӑ. Хайхискер машинипе юр ӑшне тӑрӑнса ларнӑ, малти пайӗ ҫинче аварие лекнӗ вырӑнсем пулнӑ. 41 ҫулти водителӗн тармалли сӑлтавӗ тата пулнӑ иккен: вӑл руль умне ӳсӗрле ларнӑ. ШӖМ пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын унччен те машинӑпа ӳсӗрле ҫӳренӗшӗн явап тытнӑ. Халӗ ӑна уголовлӑ майпа явап тытма пултарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.07.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫулӗҫ Анатолий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Фролов Андрей Игнатьевич, Вӑтам Азире Совет влаҫӗшӗн кӗрешекен вилнӗ. | ||
| Чӑваш облаҫӗн РКП(б) комитечӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. | ||
| Кузьмин Афиноген Иванович, литература тӗпчевҫи, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |