Республикӑра
![]() yandex.ru сайтри сӑн Вӑрнар районӗнче пурӑнакан пӗр хӗрарӑм пӗлӗшӗ каланине ӗненсе укҫасӑр тӑрса юлнӑ. Чӑннипе, пӗлӗшӗ те ултавҫӑсен аллине лекнине пӗлмен – укҫа ҫухатнӑ. Вӑрнар районӗнче хӗрарӑм полицие каланӑ тӑрӑх, пӗлӗшӗ ӑна брокер конторинче регистрациленме сӗннӗ. Кун валли 80 пин тенкӗ тӳлемелле имӗш. Унтан ҫак хӗрарӑма укҫа ӗҫлеме пуҫланине шантарса тата темиҫе хутчен нухрат хывма ӳкӗте кӗртнӗ. Ултавҫӑсем хӗрарӑм картти ҫине 8 миллион тенкӗ куҫнине кӑтартакан суя чек ярса панӑ, налук тӳлемелле тесе 460 пин тенкӗ куҫарма ыйтнӑ. Пӗтӗмӗшле илсен, броккер конторинче пуйма ӗмӗтленнӗ хӗрарӑм 2 миллион тенке яхӑн ҫухатнӑ. Броккер конторинче регистрациленме сӗннӗ пӗлӗшӗ вара 1 миллион тенкӗ ҫухатнӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Нумаях пулмасть Виталий Алексин журналистӑн «Тӳсӗмлӗх чунра-юнра» кӗнеки пичетленнӗ. Ӑна автор статьясенчен, очерксенчен тата интервьюсенчен йӗркеленӗ. Паха ӗҫе хакласа Виталий Станьял ӑсчах «Московский комсомолец» хаҫатра ҫырса кӑларнӑ. Ҫӗнӗ ӗҫпе паллашма ӗлкӗрнӗ Виталий Станьял Валерий Алексин ыттисем унччен темиҫе хутчен хускатнӑ темӑсене те ҫӗнӗлле, тарӑннӑн тишкернине ӑшшӑн палӑртнӑ. Валерий Алексин хӑй вӑхӑтӗнче Чӑваш телекуравӗнче тӗп редакторта, «Советская Чувашия» хаҫатра пай пуҫлӑхӗнче, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗн редакторӗнче ӗҫленӗ. Валерий Алексин халӗ Чӑваш кӗнеке издательствинче тӑрӑшать. Хальхи вӑхӑтри паллӑ та сумлӑ публициста киносценарисем ҫырнипе те пӗлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри ачасем Чӑваш автономине туса хунӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа ирттерекен конкурса хутшӑнаҫҫӗ. Ача-пӑча ӳкерчӗкӗсен конкурсне хутшӑннисен юбилей логотипӗн эскизне те хатӗрлемелле пулнӑ. Ӗҫӗн хӑйне евӗрлӗхпе уйрӑлса тӑнипе пӗрлех регионӑн ҫутҫанталӑк, истори, культура тайӑнне палӑртмалла. Конкурсӑн пӗрремӗш тапхӑрне темиҫе ҫӗр ӗҫ ҫитнӗ. Вӗсен авторӗсем — 3 ҫултан пуҫласа 17 ҫулчченхисем. Конкурс комиссийӗ 20 ӗлкене суйласа илнӗ. Халӗ Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче сасӑлав пырать. Вӑл раштавӑн 26-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Чи лайӑх ӗҫӗн авторӗ хаклӑ парнене тивӗҫӗ, унӑн логотипӗпе Чӑваш автономийӗн 100 ҫулхине уявланӑ чух халӑх элемӗ евӗр усӑ курӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() «Тӑван ҫӗршывӑн ывӑлӗсем» юлташлӑх Питӗр хулинче те ӗҫе кӳлӗннӗ. Чӑваш Енрен тухнӑ офицерсем йӗркелӳ ларӑвне ҫак эрнере ирттернӗ. Питӗрти чӑвашсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ку организаци 2017 ҫултанпах ӗҫленӗ. Анчах унччен вӑл РФ Юстици министерствинче регистрациленмен. «Тӑван ҫӗршывӑн ывӑлӗсем» юлташлӑхӑн Питӗрти уйрӑмӗн ертӳҫи пулма Григорий Дмитриев полковника, педагогика ӑслӑлӑхӗсен докторне суйланӑ. Унӑн ҫумӗсем — Анатолий Тарасов полковник, техника наукисен докторӗ, Анатолий Удяков полковник, Александр Митрюков подполковник, педагогика наукисен кандидачӗ. Уйрӑмӗн пайташӗсен йышӗнче — Виталий Золотов, 1-мӗш рангри саппасри капитан, ҫарпа тинӗс наукисен кандиачӗ, Виктор Ирдынкин, 2-мӗш рангри саппасри капитан, педагогика наукисен кандидачӗ, Артемий Павлов майор, техника наукисен кандидачӗ, Валериан Гаврилов, экономика наукисен кандидачӗ, Василий Емельянов воин-интернационалист, Алексей Иванов. Ревизорӗ — Михаил Сергеев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Бурят Республикинчи чӑвашсен ентешлӗхӗ (ертӳҫи — Надежда Колесникова) ҫамрӑк пулин те ҫине тӑрса ӗҫлеме талпӑнать. Ҫак йӗркесен авторӗ сӑнанӑ тӑрӑх, бурят чӑвашӗсем чӑваш тумне тӑхӑнса юрласа ташлас енӗпе мар, ачасене тӑван чӗлхепе кӑсӑклантарассипе ҫине тӑраҫҫӗ. Культура нумай енлӗхне, наци хӑйне евӗрлӗхне упраса хӑвармалли ҫул-йӗре унтисем ачасене чӗлхе вӗрентнинче кураҫҫӗ. Хутӑш ҫемьесенче ҫак ыйту уйрӑмах ҫивӗч тӑрать тесе шухӑшлать, тӗслӗхрен, Надежда Колесникова. Чӑн та, пӗр чӗлхе мала тухсан теприн тымарӗ татӑлать. Харӑсах икӗ-виҫӗ культурӑна аталантарсан ҫын ӑс-хакӑл енчен пуянланать. Мӑн асаттесен чӗлхипе ачасене кӑсӑклантарас тесе бурят чӑвашӗсем «Развитие через многоязычие» (чӑв. Нумай чӗлхелӗх урлӑ аталанасси) проект хатӗрленӗ. Кӑҫал ҫав проект Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн «Равные возможности — детям» (чӑв. Ачасем валли тан майсем) чи лайӑх вӗренӳ программин нимеҫӗсен конкурсӗнче иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Раштавӑн 19-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Ишлейри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекенсем 9-мӗш фестивале пухӑннӑ. Чӑрӑшкассинчи вӑтам шкулта чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекен Алина Николаева пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗрлӗ шкул учителӗсем Ишлей шкул ачисене тӑван чӗлхе, литература илемне кӑтартса панӑ. Алина Николаева «Йывӑҫ ячӗсем епле пулса кайнӑ?» темӑпа 5-мӗш «а» класра урок ирттернӗ. Ачасем вӗрентекенпе йывӑҫсен ячӗсене чӑвашла тата вырӑсла калама хӑнӑхнӑ, вӗсен ячӗсем мӗнле пулса кайнине тӗпченӗ, словарь тунӑ. Чӑрӑш ҫинчен вӗреннӗ вӑхӑтра кӗтмен ҫӗртен класа Хӗл Мучи килсе кӗни пуриншӗн те кӗтменлӗх пулнӑ. Хӗл Мучи чӑвашла та пӗлет иккен! Вӑл ачасенчен урокра мӗн вӗреннине ыйтса пӗлнӗ, тӗрӗс хуравлакансене кучченеҫпе сӑйланӑ. Алина Николаевӑна, сӑмах май, «Ӑста вӗрентекен» номинацире ҫӗнтернӗшӗн Хисеп хучӗпе чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() style.rbc.ru сайтри сӑн Кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен эрех каллех хакланать. РФ Финанс министерстви алкоголӗн чи пӗчӗк хакне кӑтартни пирки калакан хушӑва пичетленӗ. Ҫитес ҫултан ҫур литр эрехшӗн сахалтан та 230 тенкӗ кӑларса хума тивӗ (халь чи йӳнни – 215 тенкӗ). Чи йӳнӗ коньяк 433 тенкӗ пулӗ (халӗ 388 тенкӗ). Бренди тата ытти продукцин чи йӳнӗ хакӗ 2020 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен 315 тенкӗпе танлашӗ. Халӗ ку хак – 307 тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() news.rufox.ru сайтри сӑн Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Петр Мишин тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, ӑна тытса чарнӑ. Вӑл Шупашкарти хула строительствипе хуҫалӑх техникумӗн директорӗ те. Ӑна укҫа тӑкакланӑшӑн, должноҫӗпе ытлашши усӑ курнӑшӑн айӑпласшӑн. Следстви шутланӑ тӑрӑх, кӑҫал авӑн уйӑхӗнче директор техникумӑн профсоюз организацине 340 пин тенкӗ куҫарма хушу панӑ, ку нухратпа культура мероприятийӗсем ирттермелле пулнӑ-мӗн. Анчах пуҫлӑх ку укҫапа путевка туянса канса килнӗ. «Ку укҫапа вӑл хӑй пӗлнӗ пек усӑ курнӑ, Словение каймашкӑн 346 пин тенкӗ тӑракан путевка туяннӑ, унта вӑл мӑшӑрӗпе каннӑ», - ҫапла пӗлтернӗ Следстви комитечӗ. Ҫавӑн пекех директор пӗлтӗр авӑн тата раштав уйӑхӗсенче пӗр организаципе юсавпа строительство ӗҫӗсем тума килӗшӳ алӑ пуснӑ. Пӗтӗмӗшле сумма – 1,3 миллион ытла тенкӗ. Анчах подрядчик ӗҫе пурнӑҫламан, ун вырӑнне студентсем ӗҫленӗ – ку практика пулнӑ-мӗн. Подрядчик счечӗ ҫине вара килӗшӳре кӑтартнӑ сумма куҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cheb.ru сайтри сӑн Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн чылайӑшӗ канать, ҫав шутра – тухтӑрсем те. Канмалли кунсенче Шупашкарти пульницӑсем мӗнле графикпа ӗҫлени паллӑ. Кӑрлачӑн 1-мӗшӗ – канмалли уяв кунӗ. Кӑрлач уйӑхӗн 2, 3 тата 4-мӗшӗсенче пульницӑсем шӑматкунхи графикпа ӗҫлӗҫ. Кӑрлач уйӑхӗн 5-мӗшӗнче тухтӑрсем канӗҫ. Кӑрлач уйӑхӗн 6-мӗшӗнче пульницӑсем шӑматкунхи графикпа ӗҫлӗҫ. Раштав уявӗнче, кӑрлач уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, тухтӑрсем канӗҫ. Тепӗр кунхине, кӑрлач уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, пульницӑсем шӑматкунхи графика пӑхӑнӗҫ. Васкавлӑ медпулӑшу пульницинче, Республикӑри ача-пӑча клиника пульницинче, Хулари 1-мӗш клиника пульницинче кӑрлач уйӑхӗн 1-8-мӗшӗсенче талӑкӗпех васкавлӑ медпулӑшу парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерстви республикӑри вӑл е ку пульницӑсенче уйӑхра пӗрре Уҫӑ алӑксен кунне ирттерет. Паян ҫак йӗркесен авторӗ Республикӑн кардиологи диспансерне ҫул тытрӗ. Тӳрех палӑртам: кардидиспансерта Уҫӑ алӑксен кунӗ иртнине пӗлсенех эпӗ йышӑнӑва телефонпа шӑнкӑравласа ҫырӑннӑччӗ. Ӑнланнӑ тӑрӑх, паян ӑнсӑртрӑн-кӗмсӗрт пынисем те кардиолог патне лекейреҫҫӗ. Пульница алӑкӗнчен кӗрсенех ятарлӑ сӗтел вырнаҫтарнӑ. Унта паян Уҫӑ алӑксен кунне хыпарланӑ. Ҫавӑнти медсестра регистратурӑна ӑсатать, регистратурӑран — кардиолог пӳлӗмне. Кардиолог патне кӗриччен манӑн пушӑ вӑхӑт пӗр сехетчӗ. Тухтӑр пӳлӗмӗнчи медсестра пире, черетри икӗ ҫынна, ЭКГ тӗрӗслевне кайса килме сӗнчӗ. Унта та халӑх йышлӑ марччӗ — хӑвӑрт йышӑнчӗҫ. Кардиолог мӗн ыратнипе кӑсӑкланчӗ, анализсемпе, ультрасасӑ тӗрӗслевӗпе (унччен тӗрӗсленнӗччӗ эпӗ) паллашрӗ. Унтан мӗнле сипленмеллине ҫырса пачӗ. Ҫапла вара кардиодиспансерта Уҫӑ алӑксен кунӗнче алӑксем уҫах тесе калама юрать. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.05.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Сидоров Николай Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Бурнаевский Валентин Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |