|
Вӗренӳ
![]() Совет Союзӗн Геройӗ А.В. Кочетов ячӗллӗ Чӑваш кадет корпусӗ 6-мӗш, 8-мӗш, 10-мӗш классене вӗренме кӗрес кӑмӑллисене йыхравлать. 6-мӗш тата 8-мӗш класа вӗренме кӗрекенсен докуменчӗсене ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗччен йышӑнӗҫ, 10-мӗш класа – ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче тытӑнса утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗччен. Кадет пулас ӗмӗтлисен вырӑс чӗлхипе тата математикӑпа экзамен тытмалла, физкультура тата психологи тӗлӗшӗнчен тӗрӗслев витӗр тухмалла. Чӑваш кадет корпусӗнче пӗтӗмӗшле тӗп тата вӑтам пӗлӳ паракан программӑсемпе вӗрентеҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах ҫар е патшалӑх служби валли хатӗрлекен хушма программӑсем те пур. Кирлӗ ытти хыпарпа Чӑваш кадет корпусӗн сайтӗнче паллашма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() ҪҪХПИ тунӑ сӑн Чӑваш Енре руль умне ӳсӗрле ларнӑ арҫынна тытса чарнӑ. Хайхискер «Форд» машинӑпа хӑйӗн туйӗнчен таврӑннӑ иккен. Салонра вара ача кӗтекен арӑмӗ ларнӑ. Ку Вӑрнар районӗнче пулнӑ. Руль умне ӳсӗрле ларнӑшӑн арҫын тӗлӗшпе протокол ҫырнӑ. Машинине вара штрафстоянкӑна ӑсатнӑ. Сӑмах май, ҪҪХПИ инспекторӗсем 4 кунра кӑна руль умне эрех ӗҫсе ларнӑ 70 водителе чарнӑ. Тепӗр 26 ҫыннӑн руль умне лармашкӑн права пулман. ҪҪХПИ машина рулӗ умне ӳсӗрле ларнӑ ҫынсене курсан кун пирки ведомствӑна пӗлтерме ыйтать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Сывлӑх
![]() proza.ru сайтри сӑн 4112 ҫын – паянхи кун тӗлне Чӑваш Енре ҫакӑн чухлӗн кӑшӑлвируспа чирленӗ. Юлашки талӑкра ку йыша 79-ӑн кӗнӗ. Паян 41 ҫынна пульницӑран кӑларнӑ – вӗсем сывалнӑ. Пӗтӗмпе ку таранччен 2197 ҫын инфекцие парӑнтарнӑ. Паянхи кун тӗлне 1897 ҫын сипленет, вӗсенчен 33-шӗ – ӳпкене сывлаттармалли аппарат айӗнче выртать. Вилнисен йышӗ улшӑнман – 18 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Раҫҫейре пӗр талӑкра 8246 ҫын чирленӗ. Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлисене сиплеме 1613 койка хатӗрленине, вӗсенчен 103-шӗ ҫеҫ пушӑ пулнине сайтра пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Хулара
![]() "За рулем" порталти сӑн Ҫӗртме уйӑхӗн 14-мӗшӗнче 15 сехет те 50 минутра Шупашкарти Алькеш поселокӗнче, Айзман урамӗнче, икӗ хӗрарӑма «ВАЗ-2107» машина ҫапса хӑварнӑ. Вӗсем ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ пулнӑ. Ҫапса хӑварнӑ хыҫҫӑн водитель вырӑнтан тарса ҫухалнӑ. Ӑна шыраса тупнӑ. Руль умӗнче 13-ри арҫын ача ларнӑ-мӗн. Ачан аллине машина уҫҫи мӗнле майпа лекнине халӗ тӗпчеҫҫӗ. Паллах, унӑн водитель прави те ҫук. Ҫакӑ паллӑ: «семеркӑна» вӑрлани пирки йӗрке хуралне хыпар килмен. Хӗрарӑмсене вара пульницӑна илсе ҫитернӗ. Вӗсен пурнӑҫӗпе сывлӑхӗ хӑрушлӑхра мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ks-region69.com сайтри сӑн Ҫӗнӗ Шупашкар ҫывӑхӗнче шлюз каналӗсем патӗнче Атӑлта 15-ри ача путса вилнӗ . Следстви органӗсем тата хулари прокуратура кун тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерет. Хальлӗхе 15 ҫулти арҫын ача мӗнле путни пирки пӗлтермен. Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатӗҫ. Ашшӗ-амӑшӗ ҫав вӑхӑтра ӑҫта пулнӑ? Ҫакна та палӑртӗҫ. Вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсен тӗлӗшпе те тӗрӗслев пулӗ. Следстви органӗсем ирттерекен тӗрӗслеве прокуратура сӑнаса тӑрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() Кӗҫалхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн ҫутӑ укҫи хакланӗ. Хаксем ҫулла хӑпарние хӑнӑхма ӗлкӗртӗмӗр ӗнтӗ. Ҫутӑ хакӗпе ҫыхӑннӑ ҫӗнӗ тарифсене унчченех, пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 19-мӗшӗнчех, йышӑннӑччӗ. Ӑна Чӑваш Республикин конкурентлӑ политика тата тарифсен патшалӑх служби ҫирӗплетнӗ. Ялта пурӑнакансен ҫитес уйӑхран пӗр киловат сехетшӗн 2 тенкӗ те 44 пус тӳлеме тивӗ. Хулара пурӑнакансен хакӗ мӗнле ҫуртра пурӑннинчен килет. Ҫутӑ плитисемлӗ (нумай хутлӑ ҫуртсенче ҫавӑн пеккисене час-часах вырнаҫтараҫҫӗ) ҫуртсенче хак 2 тенкӗ те 44 пуспа танлашӗ, ун пек плиталлӑ мар ҫуртсенче пурӑнакансене пӗр киловат сехетшӗн 3 тенкӗ те 48 пус тӳлеттерӗҫ. Чӑвашэнергосбыт компанийӗ ҫутӑ укҫин парӑмне утӑ уйӑхӗччен тӳлеме сӗнет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() plusmama.ru сайтри сӑн Шупашкар районӗнче пурӑнакан 30 ҫулти хӗрарӑма тин ҫуратнӑ ачине вӗлернӗшӗн судпа айӑпланӑ. Судья унӑн ирӗкне 2,5 ҫуллӑха чикӗлеме йышӑннӑ. Суд тата следстви палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫал пушӑн 10-мӗшӗнче ҫак хӗрарӑм Шупашкар районӗнчи пӗр ялта арҫын ача ҫуратнӑ. Унтан вӑл пӗчӗкскере полиэтилен хутаҫа чикнӗ те хваттер балконӗ ҫине тухса хунӑ. Арҫын ача унта пӑчӑхса вилнӗ. Ача ҫуратнӑ хӗрарӑм кӑштахран хӑйне япӑх туйма тытӑннӑ, больницӑна лекнӗ. Тухтӑрсем вӑл нумаях пулмасть ҫуратнине асӑрханӑ та кун пирки полицие пӗлтернӗ. Следовательсем ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарса тӗпченӗ. Хӗрарӑм ачине вӗлерни тӑра шыв ҫине тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Спорт
![]() Вӑй-хал культурин тытӑмӗнче Раҫҫей умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн Алина Ивановӑна пурнӑҫ тӑршшӗпех уйӑхсерен 3300 тенкӗ пособи парса тӑрӗҫ. Ку хушӑва ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев алӑ пуснӑ. Алина Иванова хӑварт утассинче тата марафон чупӑвӗнче ӑста специалист. Вӑл Раҫҫей, тӗнче, Европа шайӗнче иртнӗ ӑмӑртусенче чылай хутчен палӑрнӑ. Спортран кайсан вӑл тренер ӗҫне кӳлӗннӗ. Олимп резервӗсен 8-мӗш спорт шкулне нумай ҫул ертсе пырать. Алина Елчӗк районӗнчи Ҫирӗклӗ Шахаль ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Халӗ вӑл 51 ҫулта. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Статистика
![]() «Рейтинг» информаци агентстви Раҫҫейре пурӑнакан ҫемьесен тупӑшне тишкернӗ. Мӗнпур вычета шута илсен Чӑваш Енри пӗр ачаллӑ ҫемьен уйӑхри вӑтам тупӑшӗ 26 496 тенкӗ юлать. Икӗ ачаллӑ ҫӗмьесенче вӑтамран 15 484 тенкӗ юлать. Ку кӑтартупа пирӗн республика ҫӗршывра 55-мӗш вырӑн йышӑнать. Вӑл енӗпе вӑл Крымран, Мари Элтан, Мордва Республикинчен, Чӗмпӗр облаҫӗнчен тата ытти хӑш-пӗр субъектран иртейнӗ. 2019 ҫулхи ҫав танлаштарӑмра Ямал-Ненецк автономи округӗ чи малта. Унта мӗнпур вычет хыҫҫӑн пӗр ачаллӑ ҫемьесен тупӑшӗ 101,6 пин тенкӗпе танлашнине шутласа кӑларнӑ. Иккӗмӗш тата виҫҫӗмӗш вырӑнсенчеи – Сахалин облаҫӗ (86,2 пин тенкӗ) тата Мускав (76,1 пин тенкӗ). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Политика
![]() Чӑваш Енри тата тепӗр муниципалитет пуҫлӑхӗ хӑйӗн пуканне ӗҫ контракчӗ вӗҫленичченех пушатма шухӑш тытнӑ. Официаллӑ ҫӑлкуҫсем ӗнентернӗ тӑрӑх, Сӗнтӗрвӑрри район администрацийӗн пуҫлӑхӗ ҫемҫе вырӑна хӑй кӑмӑлӗпех пушатнӑ. Ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри район администрацийӗнчи Депутатсен пухӑвӗ ларӑва пуҫтарӑннӑ. Унта пурӗ виҫӗ ыйту пӑхса тухнӑ. Виҫҫӗшӗ те сити-менеджер ыйтӑвӗпе ҫыхӑннӑскерсем пулнӑ. Район администрацийӗн сайтӗнчи хыпарта Анатолий Мясников (сӑнӳкерчӗкре сылтӑмри) ятне асӑнман. Райадминистраци пуҫлӑхӗ ӗҫрен каяс ыйтӑва пӑхса тухнине пӗлтернипех ҫырлахнӑ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӑн тивӗҫне пурнӑҫлама вӑхӑтлӑха Владимир Мустаева шаннӑ. пурнӑҫлӗ. Вӑл район администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ – экономика тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен пайӗн пуҫлӑхӗнче тӑршать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
