Ял пурнӑҫӗ
![]() cap.ru сайтри сӑн Вӑрмар районӗнчи ике яла, Шӑхальпе Хӗрлҫыра, халӗ ҫӗнӗ кӗпер ҫыхӑнтарать. Шӑхальти чиркӳре ӗҫлекен павел атте унчченхи кивӗ кӗпере «Туслӑх кӗперӗ» ят панӑ, халӗ ав вӑл ҫӗнелнӗ. Икӗ ял пӗр-пӗринчен 4 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ, анчах тавран кайма 12 ҫухрӑм парӑнтарма тивет. Унччен икӗ яла ҫыхӑнтаракан кивӗ кӗпер пулнӑ. Ӑна 2007 ҫулта тунӑ, 2010 ҫулта ӑна юсанӑ. Юлашки вӑхӑтра вара вӑл питех те кивелнӗ, ӑна юсамалла пулнӑ. Халӑх хӑйсен вӑйӗпе ҫӗнӗ кӗпер туса лартнӑ. Ӗҫ ӗнер кӑна вӗҫленнӗ. Халӗ хӗрлӗҫырсем Шӑхаль ялӗнчи чиркӗве тавран ҫӳремӗҫ – кӗпер урлӑ каҫӗҫ. Ку уйрӑмах ейӳ вӑхӑтӗнче меллӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ҪҪХПИ тунӑ сӑн Ӗнер, раштав уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, 17 сехетре Ҫӗнӗ Шупашкарта икӗ машина ҫапӑннӑ. ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрах, авари Промышленноҫ урамӗнче пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ВАЗ-2114 машина рулӗ умӗнче ларнӑ хӗрарӑм «тимӗр урхамаха» итлеттереймен, транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ та «Маздӑпа» ҫапӑннӑ. Аварире ВАЗ водителӗ тата икӗ пассажир (вӗсем те хӗрарӑмсем) вилмеллех аманнӑ. Машинӑран ҫын кӗлеткисене кӑлармашкӑн Инкеклӗ лару-тӑру министерствинчен пулӑшу ыйтма тивнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Ҫӗнӗ ҫул ҫывхарнӑ май Чӑваш Енри вӑрмансенче лӑсӑллӑ ҫамрӑк хунавсене ҫирӗп тӗрӗслӗҫ. Ҫакӑн пирки Чӑваш Ен Ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерстви пӗлтерет. Йывӑҫсене саккуна пӑсса кассан (тепӗр майлӑ каласан, ятарлӑ ирӗк илмесӗр хуҫалансан) административлӑ майпа явап тыттарса штрафлама юрать. Уйрӑм ҫынсен кӗсьене 3-4 пин тенкӗлӗх ҫӳхетмелле, должноҫри ҫынсен — 20-40 пинлӗх, предприяти-организацисен — 200-300 пинлӗх. Йывӑҫ каснӑ чух автомототранспортпа тата ытти хатӗр-хӗтӗрпе усӑ курсан уйрӑм ҫынсен те яваплӑх пысӑкрах. Вӗсене 4-5 пин тенкӗлӗх штрафлӗҫ тата ятарлӑ хатӗре туртса илме ирӗк пур. Икӗ йывӑҫ кассан РФ Пуҫиле кодексӗн 260-мӗш статйипе килӗшӳллӗн явап тытарма май парать саккун. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Шупашкар районӗнче икӗ грузовик, ҫӑмӑл машина тата кроссовер ҫапӑннӑ. Инкеке пула пӗр водитель тата 6 ҫулти ача пульницӑна лекнӗ. Чӑваш Ен Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑх инспекцийӗн управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек ҫӗркаҫ, раштавӑн 16-мӗшӗнче, 22 сехет те 10 минутра М-7 «Атӑл» федераци трасси ҫинче, Шупашкар районӗнчи Ҫатракасси ялӗ тӗлӗнче пулса иртнӗ. «Hyundai Creta» рульне тытса пыракан 60 ҫулти водитель (машина Хусан енне кяканскер пулнӑ) «Мерседес Бенц Actros» йывӑр тиевлӗ машинӑпа пырса ҫапӑннӑ. Ҫапӑннӑ хыҫҫӑн грузовикӑн малти урапи шӑтнӑ та вӑл хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайнӑ. Унта «Мерседес» цистернӑллӑ «КамАЗпа» ҫапӑннӑ. «КамАЗ» ҫул айккине пӑрӑнса кӗрсе кайнӑ. Унпа ҫула май пыракан «Киа Рио» автомобиль инкекрен пӑрӑнма хӑтланса ҫул хӗррине чӑмнӑ. «Hyundai Creta» водителӗ тата 6 ҫулти пассажир пульницӑна лекнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Чӑвашлӑх
Валерий Туркай ыйтнипе 2003 ҫулта тухнӑ Петӗр Ялкирӑн статйине вырнаҫтаратпӑр. Вӑл «Писательсен пӗрлешӗвӗ — 80-ра» ятлӑ. Статья вырнаҫтарма Валерий Туркая, ахӑртнех, пирӗн сайтра пӗлтернӗ «Чӑваш ҫыравҫисем союз юбилейне пухӑнӗҫ» хыпар хистенӗ. Чӑваш ҫыравҫисен пӗрлӗхӗ миҫе ҫулхи юбилейне тата хӑҫан палӑртмаллине ҫак статьяпа паллашнӑ хыҫҫӑн татса пама пулать тесе шутлатпӑр. «Чӑваш халӑх сайчӗн» тӗп редакторӗ Николай (Аҫтахар) Плотников. «Писательсен пӗрлешӗвӗ — 80-ра»Чӑваш ҫыравҫисене пӗр ушкӑна пӗрлештерес шухӑша Ҫеҫпӗл Мишши 1921 ҫулхи пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Вӑрнар техникумӗнче вӗренекен Н. Ваҫанкка поэт патне ҫырнӑ ҫырӑвӗнче палӑртнӑ. 1923 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче «Канаш» хаҫат редакцийӗнче тата кӗнеке издательствинче ӗҫлекен ҫыравҫӑсем хӑйсен пухӑвӗнче Чӑваш писателӗсемпе журналисчӗсен «Канаш» союзне туса хума йышӑнаҫҫӗ. Унӑн бюровне Николай Золотова, Николай Шупуҫҫыннине, Хумма Ҫеменне, Степан Лашмана, Николай Патмана, Лява Платунне, Ананий Элтивана суйлаҫҫӗ. |
Культура
![]() old.muzuch.ru сӑнӳкерчӗк Чӑваш Ен тӗп хулинче Атӑлҫи тата Урал тӑрӑхӗнчи регионсенчи композиторсен XXX фестивалӗ пырать. Юрӑ-ҫемӗ мероприятине ӗнер, раштав уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Фестивале Мордва, Тутарстан, Пушкӑртстан, Удмурт республикисенчи, Мари Элти тата Чӑваш Енри композиторсем хутшӑнаҫҫӗ. Мероприятие уҫма пуҫтарӑнсан, сӑмах май, Чӑваш Енри Композиторсен союзӗн ертӳҫине, Чӑваш Ен ӳнер тава тивӗҫлӗ ӗҫченне, Чӑваш патшалӑх филармонийӗн директорне Николай Казакова РФ Композиторсен союзӗн Хисеп грамотипе чысланӑ. Паян Чӑваш патшалӑх художество музейӗнче 14 сехетре камера музыкин, 18 сехет те 30 минутра Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче вокалпа хор музыкин концерчӗ пулӗ. Унта пурне те йыхравлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() https://www.busuu.com/ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри шкулсенче вӗренекен ачасем ют чӗлхепе экзамен тытма хыпса ҫунниех сисӗнмест. Ҫапла пӗтӗмлетме май параҫҫӗ ЧР вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн ҫумӗ Алевтина Федорова пӗлтернӗ цифрӑсем. Ют чӗлхепе пурин те экзамен тытмалли сӗнӗве «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин хастарӗсем тишкернӗ. Вӗсем тата экспертсем шухӑшланӑ тӑрӑх, ют чӗлхепе пур ачан та экзамент тытмалли йӗрке ҫине куҫма вӗренӳ тытӑмӗ хатӗр мар. Специалистсене ҫапла шухӑшлама тӗрлӗ сӑлтав хистет. Ҫав шутра — шкулсенче ют чӗлхе вӗрентекенӗсем ҫитменни, ҫавна май ачасене тарӑн пӗлӳ пама май килменни. «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗ Алена Аршинова шкулсен 60 проценчӗ ялта вырнаҫнӑ, апла пулсан унтисене ют чӗлхе ӳлӗмрен пит кирлех те мар тесе те шухӑшлать. Маларах асӑннӑ Алевтина Федорова пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енри шкулсенче тӑххӑрмӗш класс пӗтерекенсенчен 6 проценчӗ ҫеҫ ют чӗлхепе экзамен тытать, вунпӗрмӗш пӗтерекенсенчен — 10-а яхӑн проценчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Канаш ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ паллӑ ҫынсенчен иккӗшне ҫак кунсенче юбилей медалӗпе чысланӑ. Раштавӑн 14-мӗшӗнче «Канашсем» ентешлӗх 25 ҫулхи юбилейне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уявланӑ. Мероприятие Шупашкарта, Яков Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче, ирттернӗ. Унта тӗрлӗ тӳре-шара, хаклӑ ытти хӑна пуҫтарӑннӑ. Уява ҫитнисен йышӗнче Шупашкарти депутатсен пухӑвӗн депутачӗ В.А. Радин та пулнӑ. Унта вӑл Шупашкар 550 ҫул тултарнине халанланӑ медальсемпе ҫитнӗ. Юбилей медальне Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен союзӗн правленийӗн ертӳҫи, сӑвӑҫ, публицист, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, «Тӑван Атӑл» журнал редакторӗ Лидия Филиппова тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ, пултарулӑхӗшӗн теприсем ӑна Кӗлпук мучипе танлаштараҫҫӗ, Виталий Сергеев тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкар хулинчи Ленин районӗнче пурӑнакан пӗр хӗрарӑм пӗчӗк тӗпренчӗкӗ пирки мансах эрех ӗҫнӗ. Ҫакна те кӳрши-арши сиснӗ ӗнтӗ — тивӗҫлӗ органсене евитлекен тупӑннӑ курӑнать. Ӳсӗр амӑшӗллӗ ҫемьене полици ӗҫченӗсем персе ҫитнӗ. Вӗсем 2018 ҫулта ҫуралнӑ пепкене ача-пӑча пульницине илсе кайнӑ. Полицин ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен пайӗн ӗҫченӗсене ҫапла тума ачан амӑшӗ вил ӳсӗр пулни хистенӗ. Киккирикне самай хӗртнӗскер хӑй айӑпне йышӑнас вырӑнне пакунлисемпе сиксе тавлашнӑ, кӑшкӑрнӑ, усал сӑмах перкелешнӗ. Пӗчӗк ача ҫав вӑхӑтра выҫӑ, ҫипуҫӗ те унӑн таса мар пулнӑ. Пепкене пульницӑна илсе кайсан ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен инспекторсем Ленин райн администрацийӗн ҫул ҫитменнисемпе тата вӗсен парвине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен комиссие хыпарланӑ. Амӑшне профилактика учетне илме йышӑннӑ. Тивӗҫе ыррӑн пурнӑҫламаннине кура хӗрарӑма явап тыттарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() riafan.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри темиҫе журналист Мускава, ҫӗршыва Президенчӗ Владимир Путин патне, кайӗ. Кӗҫнерникун, раштавӑн 19-мӗшӗнче, ҫӗршыв ертӳҫи пресс-конференци ирттерӗ. Унта хутшӑнма суйласа илнӗ журналистсен списокне Кремль сайтӗнче пичетленӗ. Раҫҫей Президенчӗпе курнӑҫакансен, тӗрӗсрех каласан, унпа пӗр залра ларма тивӗҫнисен, май килсен Владимир Путина ыйту парас шанчӑк пуррисен йышӗнче — Чӑваш Енри пилӗк журналист. Ҫав йышра — Чӑваш Ен Наци телерадиокомпанин ӗҫченӗсем Анжелика Иванова, Андрей Спиридонов тата Андрей Шоклев, «Советская Чувашия» хаҫатӑн тӗп редакторӗн ҫумӗ Игорь Герасимов, Ҫӗнӗ Шупашкарти «Грани» хаҫат журналисчӗ Дмитрий Новак. Владимир Путин ҫулсерен ирттерекен пресс-конференцие 1895 журналист хутшӑнӗ. Вӗсен йышӗнче хамӑр ҫӗршыврисемпе пӗрлех чикӗ леш енчисем те. Мероприяти Пӗтӗм халӑхсем хушшинчи суту-илӳ центрӗнче 12 сехетре пуҫланӗ. Владимир Путин хуравланине «Россия-1», «Россия-24», «Первый канал» (чӑв. Пӗрремӗш канал) телекомпанисен, «Маяк», «Вести FM» тата «Радио России» (чӑв. Раҫҫей радиовӗ) радиостанцисен эфирӗнче курма тата итлеме май килӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 19 - 21 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Сидоров Николай Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Бурнаевский Валентин Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |