Пӑтӑрмахсем
![]() 21.mchs.gov.ru сайтри сӑн Ӗнер республикӑра 5 пушар пулнӑ. Пӗринче ҫын суранланнӑ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтерет. Шупашкар районӗнчи «Хастар» юлташлӑхра хуралтӑ таврашӗсене ҫулӑм тӗп тунӑ. Юнашарах ларакан икӗ хутлӑ ҫурта ҫулӑмран сыхласа хӑварма май килнӗ. Шупашкарти Ашмарин урамӗнче кафере пушар алхаснӑ. Ун чухне, ирхи 3 сехет ҫурӑра, унта ҫынсем пулман. Хуралҫӑ шар курман. Кӑнтӑрла Хевеш урамӗнчи 1-мӗш ҫуртра пӗр пӳлӗмлӗ хваттер ҫуннӑ. Хуҫи пирусне сӳнтерме маннӑ-мӗн. 34 ҫулти арҫын ҫывӑрнӑ, сӳнтермен пирусран матрас ҫунма тытӑннӑ. Хӑй шар курман. Шупашкар районӗнчи «Тихий берег» кану базинче ҫулӑм алхаснӑ. Хӗрлӗ Чутай районӗнче вара ҫурт ҫуннӑ. 41 ҫулти хуҫи чутах ҫунса вилмен. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пӳрте чӗртсе яма пултарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |