Элӗк районӗнче тырӑ склачӗ пулнӑ ҫурт ҫуннӑ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтерет.
Пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче «01» пульт ҫине Кӗҫӗн Тӑван ялӗнче пушар тухни пирки хыпар ҫитнӗ. 8 сехет те 30 минутра унта склад ҫунма пуҫланӑ. Унта ял хуҫалӑх техникине лартнӑ, гараж пек усӑ курнӑ.
Пушар 400 тӑваткал метр ҫинче алхаснӑ. Тӑрри йӑлтах ҫунса кайнӑ. Ҫулӑм тырӑ вырмалли ДОН-1500 Б комбайна та сиенлетнӗ.
Ҫав кунах Канаш районӗнчи Шаккӑл ялӗнче мунча ҫуннӑ. Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 243 пушар тухнӑ, вӗсенче 28 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ, 11-шӗ суранланнӑ.