Ҫанталӑк ӑшӑтрӗ, йӗпе-сапа пуҫланчӗ. Ҫитес вӑхӑтра синоптиксем сунчӑк тата атӑ хатӗрлеме сӗнеҫҫӗ, мӗншӗн тесен ҫумӑр ҫума тытӑнать.
Хальлӗхе юр нумаях ирӗлмен. Вӑтамран илсен, республикӑра 3-7 сантиметр ҫеҫ чакнӑ. Юр ҫӳллӗшӗ ҫур метртан ытларах-ха.
Паян кӑҫалхи чи ӑшӑ ҫанталӑк пулнӑ – 7 градус ӑшӑ тӑнӑ. Ыран та республикӑра ӑшӑ тата хӗвеллӗ пулӗ. Кайран вара ҫанталӑк тӑрук улшӑнать.
Юнкун йӗпе юр, ҫумӑр ҫӑвӗ, ҫил вӑйланӗ. Кун пекрех ҫанталӑк эрне вӗҫӗчченех тӑрӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, хитре ҫанталӑк ҫитес эрнере пулӗ. Ака пуҫламӑшӗнче термометр 10-12 градус ӑшӑ кӑтартӗ.