Хӑҫан ӑшӑтӗ? Паллах, часрах ҫурхи илемлӗ ҫанталӑкпа килес килет. Синоптиксем мӗн калаҫҫӗ-ха?
Чӑнах та, ҫитес вӑхӑтра ӑшӑтса пырӗ. Анчах ҫил самай вӑйлӑ пулӗ, уйрӑмах пушӑн 13-16-мӗшӗсенче – ҫеккунтра 15 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ. Ҫавна май сивӗрех пек туйӑнӗ.
Вырсарникун ҫил-тӑман тухӗ. Тунтикун юр ҫумӗ, термометр «плюс» кӑтартӗ. Ҫитес эрне варринче ҫил лӑпланӗ.
Пушӑн 18-21-мӗшӗсенче каллех юр ҫӑвӗ. Гидрометцентр хыпарланӑ тӑрӑх, ҫитес 10 кунра Чӑваш Енре ҫанталӑк нормӑран 1 градус сивӗрех пулӗ. Вӑтам температура 5 градус сивӗпе танлашать.