Чӑваш Енре пӑлан шучӗ пилӗк хут чакнӑ, пӑшисен – икӗ хут. Ҫакӑ вӗсен йышне шутласа кӑларнӑ хыҫҫӑн ҫиеле тухнӑ.
Пӑлансемпе пӑшисен йышне специалистсем кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗччен шутланӑ. Ӑна вӗсем чӗрчунсен йӗрне кура палӑртаҫҫӗ.
Специалистсем 270 маршрутпа 2874,6 километр тӑршшӗ утнине ӗнентереҫҫӗ. Чӗрчунсен йышне шутлама Чӗрчунсене тата уйрӑмах асӑрхамалли ҫутҫанталӑк вырӑнӗсене тӗрӗслекен дирекци инспекторӗсем те кӑҫал хутшӑннӑ. Ҫавна май тӗрӗс цифрӑна палӑртма май килнӗ.
2021 ҫулта пирӗн республикӑра 1095 пӑши тата 282 палан пуррине палӑртнӑ. Пӑшисем Йӗпреҫ, Пӑрачкав, Улатӑр тата Канаш районӗсенче йышлӑ, пӑлансем – Пӑрачкав, Йӗпреҫ тата Канаш районӗсенче.
«Шел те, 2019 ҫулта ҫурҫӗр пӑланне Чӑваш Республикин Хӗрлӗ кӗнекинчен кӑларчӗҫ», – тенӗ «Ҫыхӑнура» форум журналистне эпир маларах асӑннӑ дирекци пуҫлӑхӗн ҫумӗ, биологи наукисен кандидачӗ Геннадий Исаков.