Паян термометр 0 градусран ытларах, ӑшӑрах, кӑтартать. Пуш уйӑхӗн пуҫланнӑранпа кун пекки пулман-ха.
«Чӑваш Енри ҫанталӑк» проект синоптикӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ыран юр ҫӑвӗ, ҫил-тӑман вӗҫтерӗ. Ҫил те вӑйлӑ пулӗ.
Юнкун ку эрнери чи ӑшӑ кун пулӗ. Пӗлӗтсен ҫӳллӗшӗнче те 3-4 градус ҫеҫ сивӗтӗ. Ҫӗр ҫинче вара 5 градус таран ӑшӑтӗ.
Кӗҫнерникун ҫил лӑпланӗ. Ҫав кунран пуҫласа эрне вӗҫӗчченех сывлӑш температури 0 градусран пӗчӗкрех пулӗ. Эрнекун кӑшт юр ҫӑвӗ. Канмалли кунсенче каллех сивӗтсе илӗ – 10-15 градус сивӗ пулӗ. Шӑматкун ҫил вӑйланӗ.