Республикӑра
![]() smolnarod.ru сӑнӳкерчӗкӗ «Пӗр ҫын ҫуралнӑ, пилӗк ҫын вилнӗ пулать вара Елчӗк тӑрӑхӗнче? Ытти районсенче мӗнлерех-ши? Шухӑшлаттарать. Ӗлӗк Елчӗк районӗнче 45-50 пин ҫын пурӑннине астӑватӑп, халь вара 15 пин ҫын анчах шутланса тӑрать тет», — тесе ҫырнӑ Турцинче пурӑнакан Елчӗк чӑвашӗ Надина Джавадова Фейсбукри «Тӗнчери чӑвашсем» пабликра. Надина Джавадова Елчӗк район администрацийӗн сайтӗнчи цифрӑсене тишкернӗ. Унта канашлусенчен пӗринче ЗАГС пайӗн ӗҫ-хӗлне тишкернӗ иккен. Асӑннӑ пай пуҫлӑхӗ Надежда Баймушкина пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗр граждан тӑрӑмӗн 481 актне ҫырса хунӑ. Вӗсенчен 63-шӗ — ҫурални ҫинчен. 30 арҫын ачапа 33 хӗрача ҫуралнӑ. 321 ҫын вилнӗ, ҫав шутра — 155 арҫын тата 166 хӗрарӑм. Вилнӗ арҫынсен вӑтам ӗмӗрӗ — 65 ҫул, хӗрарӑмсен — 81 ҫул. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Чӑваш йӗтӗнӗ чикӗ леш енне ӑсанать. Паян унӑн пӗрремӗш партине (пурӗ 50 тонна) Литвана илсе кайма тиесе янӑ. Пирӗн республикӑра йӗтӗнӗн «Итиль», «Северный», «Еруслан» сорчӗсене туса илеҫҫӗ тесе пӗлтерет республикӑн Ял хуҫалӑх министерстви. Раҫҫейре йӗтӗн туса илессине ӗнер Раҫсейӗн ял хуҫалӑх министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Джамбулат Хатуов ерсте пынипе ирттернӗ канашлура сӳтсе явнӑ. Унта пирӗн республикӑрисем те хутшӑннӑ. Чӑваш Ен ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ Сергей Лисицын канашлура палӑртнӑ тӑрӑх, пӗлтӗр пирӗн тӑрӑхра йӗтӗне 1,5 пин гектар ҫинче ӳстернӗ. Ӑна пурӗ 1524 тонна пухса кӗртнӗ. Тухӑҫ гектартан вӑтамран 9,8 центнер тухнӑ. Йӗтӗн туса илессипе Пӑрачкав районӗнчи «ЭкоПродукт» малта пырать. Унта йӗтӗне пӗлтӗр 600 гектар акнӑ. Хуҫалӑх ӑна Европӑна ӑсатма ӗмӗтленет. Пӗрремӗш партие паян Литвана тиесе янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкар районӗнчи Мамка ялӗнче пурӑнакан Зоя Морозова 100 ҫул тултарнине Чӑваш халӑх сайчӗ 2018 ҫулта пӗлтернӗччӗ. Халӗ кинемей 102 ҫула ҫитнӗ. Хальхинче ӑна ҫуралнӑ кунпа саламлама Шупашкар районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен центрӗн ӗҫченӗсем Екатерина Москаленко тата Лариса Иванова, Ишлей ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Евгений Субботин тата ыттисем пырса ҫитнӗ. 102 ҫулти кинемей паян та ӑслӑ-тӑнлӑ. Хӗллехи кунсенче вӑл юр тасатма тухать. Сӑнпа пӑхсан ҫулне кура мар ҫамрӑк курӑнать. Ватӑ ҫын кӗҫӗн ывӑлӗн ҫемйипе пурӑнать. Зоя Даниловнӑн — 8 мӑнук, мӑнукӗсен ачисем 13-ӗн. Хӑй вӑхӑтӗнче Зоя Морозова кирпӗч савутӗнче, пекарньӑра, совхозра ӗҫленӗ. Тракторист та пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() cap.ru сайтри сӑн Шупашкарти Хӗрлӗ лапама реконструкцилеҫҫӗ. Ҫӗнелнӗ кӳлмеке хӑҫан уҫасси паллӑ: Республика кунӗ умӗн. Уяв шӑпах Хӗрлӗ лапамра иртӗ. Кун пирки ЧР культура министрӗ Константин Яковлев пӗлтернӗ. Кӑҫал Республика кунӗ Анне палӑкӗ умӗнче, Юрламалли уйра, Оперӑпа балет театрӗ умӗнче тата «Шупашкар-Арена» пӑр керменӗнче иртӗ. Аса илтерер: уяв мероприятийӗсем Хӗрлӗ Чутай районӗнче те пулӗҫ. Чӑваш автономийӗ йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитнӗ май республикӑра муниципалитет пӗрлешӗвӗсен «Марафон 100-летия» фестивалӗ пуҫланнӑ. Иртнӗ эрнере вӑл Улатӑрта уҫӑлнӑ, ку эрнекун Шӑмӑршӑ районӗнче пулӗ. Ҫак марафон ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗччен тӑсӑлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() cap.ru сайтри сӑн Пӗлтӗр «Чӑвашкредитпромбанк» вкладчикӗсемпе тӗл пулнӑ чухне ЧР премьер-министрӗ Иван Моторин Патшалӑх Канашӗн депутатне Сергей Семенова «упырь» тесе каланӑ. Кун хыҫҫӑн Сергей Семенов Иван Моторин тӗлӗшпе заявлени ҫырнӑ. Тӗрӗслев тата лингвистика экспертизи ирттернӗ хыҫҫӑн административлӑ йӗркене пӑснӑшӑн Моторин тӗлӗшпе ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна Шупашкарти Ленин районӗн 1-мӗш суд участокӗн миравай судйине пӑхса тухма ярса панӑ. Палӑртмалла: ҫынна сӑмахпа кӳрентернӗшӗн должноҫри ҫынсене 30-50 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() «Чӑваш Ен» ПТРК тунӑ видео скринӗ Ҫӗрпӳ районӗнчи Рындино ялӗ ҫывӑхне «Юрма» агрохолдинг чӑх каяшне пырса тӑкни, унӑн шӑрши унта пурӑнакан ҫынсене килӗшменни пирки хыпарланӑччӗ. Ку шӑрша Шупашкар тата Шупашкар районӗнче те туйнӑ. Ҫакӑ Россельхознадзора та кӑсӑклантарнӑ. Ведомство ыйтӑва уҫӑмлатнӑ вӑхӑтра хапрӑк лару-тӑрӑва ӑнлантарнӑ. Аса илтерер: Шупашкар районӗнчи Шемшер ялӗнче пурӑнакансем каяш пырса тӑкни пирки пӗлтернӗччӗ. Ҫав 32 гектар ҫӗр Валерий Прокопьев фермерӑн, вӑл каланӑ тӑрах, тӑпрара 35 ҫула яхӑн органика пулман, ҫавна май тухӑҫ пӗчӗк. Фермер ку ҫӗрпе 5 ҫул усӑ курать. Вӑл «Юрмапа» ятарласа килӗшӳ тунӑ. «Эпир вӑхӑтра сапаларӑмӑр, ҫуркунне вӑхӑтра сухаласа акӑпӑр. Кунта ним хӑрушши те ҫук», - тенӗ фермер. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Ӗнер республикӑра шартлама сивӗ пулчӗ – Шупашкарта 17 градус сивӗтнӗ. Ҫапах республикӑра ку хӗлле термометр 20 градусран сивӗрех кӑтартман-ха. Кунашкалли хальччен пулман. Ҫапах синоптиксем шартлама сивӗ нарӑс уйӑхӗнче пуласса пӗлтереҫҫӗ. Пӗтӗмӗшле илсен, нарӑс уйӑхӗ ытти чухнехинчен ӑшӑрах килӗ, юр 2,5 хут нумайрах ҫӑвӗ. Нарӑсӑн 1-5-мӗшӗсенче ӑшӑ пулӗ, йӗпе юрпа ҫумӑр ҫӑвӗ. Нарӑсӑн 6-10-мӗшӗсенче юр ҫумӗ, 20-25 градус таран сивӗтӗ. Иккӗмӗш декадӑра пӗр уйӑхра ҫумалли юр ӳкӗ, юр хулӑнӑшӗ 20 сантиметра ҫитмелли. Уйӑх хӗвеллӗ те ӑшӑ ҫанталӑкпа вӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() russian.rt.com сайтри сӑн Нумаях пулмасть суд рецидивиста каллех йӗплӗ пралук леш енне ӑсатнӑ. Хальхинче 45 ҫулти арҫын 91 ҫулти кинемее мӑшкӑллама тӑнӑ. Ку пӑтӑрмах пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче Елчӗк районӗнчи пӗр ялта пулса иртнӗ. Арҫын ӳсӗр пулнӑ, вӑл ватӑ хӗрарӑм пурӑнакан ҫуртӑн чӳречине ҫӗмӗрнӗ те шала кӗнӗ. Хайхискер кинемейӗн вӑйсӑрлӑхӗпе усӑ курса ӑна мӑшкӑллама тӑнӑ, анчах пултарайман. Следстви вӑхӑтӗнче тепӗр пулӑм та тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ: ҫак арҫын чӳк уйӑхӗнче те тепӗр ялта пурӑнакан ҫын ҫуртне чӳрече ҫӗмӗрсе кӗнӗ. Ӑна судра икӗ эпизодпа айӑпланӑ. Арҫынна пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 3 ҫуллӑха яма йышӑннӑ. Палӑртмалла: арҫын пӗтӗмпе тӗрмере 20 ҫул ларса ирттернӗ. Юлашкинчен вӑл пӗлтӗр авӑн уйӑхӗнче ирӗке тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ уява Мускавра та палӑртӗҫ. Ҫак тата ытти ыйтӑва паян республикӑн Правительство ҫуртӗнче иртнӗ ларура сӳтсе явнӑ. Унта Чӑваш автономийӗн 100 ҫулхине халалланӑ уява хатӗрленсе ирттермелли ӗҫлӗ ушкӑн тата йӗркелӳ комитечӗн пайташӗсем пухӑннӑ. Пӗрлехи ларӑва Иван Моторин премьер-министр ертсе пынӑ. Республикӑмӑрӑн 100 ҫулхине хамӑр тӑрӑхра уявланипе ҫеҫ ҫырлахмассине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ. Мускавра, Питӗрте, Тутарстанра, Чӗмпӗр облаҫӗнче Чӑваш культурин кунӗсем иртмелле. Удмурт тата Мӑкшӑ республикинсенче уявласси пирки те шухӑшлаҫҫӗ иккен — халӗ калаҫусем пыраҫҫӗ. Ҫапла пӗлтернӗ республикӑн культура министрӗ Константин Яковлев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() interfax.ru сайтри сӑн Кӑрлач уйӑхӗн 21-мӗшӗнче 18 сехетре Шупашкарти ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнче гараж комплексӗнче арҫын ҫӗҫӗпе ачана хӑратнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ачасем 62-мӗш шкултан киле иккӗмӗш смена хыҫҫӑн таврӑннӑ, юрпа перкелешнӗ. Пӗр чӑмакка гаража лекнӗ, унтан арҫын сиксе тухнӑ, аллинче – ҫӗҫӗ. Хайхискер 11 ҫулти арҫын ачана ярса тытнӑ та кӑшкӑрашма пуҫланӑ. Унтан ачасем тарса ӳкнӗ, вӗсен ашшӗ-амӑшӗ вара полицие кун пирки пӗлтернӗ. Йӗрке хуралҫисем ҫав арҫынна хӑвӑртах тупнӑ. Вӑл – 67 ҫулта. Хӑй каланӑ тӑрӑх, ҫав кун вӑл гаражра ҫӗҫӗ хӑйранӑ, такам гараж тӑрринче чупнине илтнӗ те чупса тухнӑ. Ҫакна шӑпах ҫав ачасем тунӑ тесе шутланӑ, хӑратасшӑн пулнӑ. Ара, унччен тӑрӑна юсама та тивнӗ вӗт. Ҫынна вӗлерессипе хӑратнӑшӑн арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Александров Михаил Александрович, паллӑ авиаконструктор ҫуралнӑ. | ||
| Патман Николай Кириллович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Абужаров Анатолий Ильич, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Арсений Иванович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |