Роспотребнадзорӑн республикӑри управленийӗ Чӑваш Енри ача пахчисене халех уҫма чарать. Ҫак ыйтӑва кӑшӑлвирус инфекцийӗ сарӑлнине хирӗҫ ӗҫлекен оперативлӑ штабӑн черетлӗ ларӑвӗнче сӳтсе явнӑ.
Чӑваш Енӗн тӗп санитари врачӗ Надежда Луговская каланӑ тӑрӑх, ҫак кунсенче ача пахчисенче дежурство ушкӑнӗсене ӗҫлеттерни ҫителӗклӗ. Шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗсене уҫма хальлӗхе тӑхтамалла.
«Кирлех пулсан дежурство ушкӑнӗсен йышне уҫмалла. Унта ашшӗ те, амӑшӗ те ӗҫлекеннисен ачисене йышӑнмалла. Сывлӑх сыхлав министерствипе пӗрле ятарлӑ приказ хатӗрленӗ. Унта ачасене шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденине йышӑнас йӗркене палӑртнӑ», – тенӗ Надежда Луговская.
Ача пахчине ҫӳрекенсен кӑшӑлвируспа чирлӗ ҫынсемпе ҫыхӑнура пулманнине ҫирӗплетекен справка кирлӗ пулӗ.