Ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Канаш районӗнче 9 ҫулти арҫын ачана шыранӑ. Вӑл асламӑшӗпе (е кукамӑшӗпе) ҫӑва ҫине кайнӑ. Лешӗ вилтӑприне майланӑ вӑхӑтра арҫын ача вӑрман еннелле утнӑ та утнӑ.
Ачча ялӗ ҫӑви ҫинче пулса иртнӗ пӑтӑрмах пирки Канаш районӗнчи ШӖМе пӗлтернӗ. Полицейскисем вырӑна пӗр тӑхтамасӑр ҫитнӗ. Районти пай пуҫлӑхӗ Александр Шакшин та пӗрле пулнӑ.
Персей ятлӑ нимӗҫ овчарки ача йӗрне ҫӑва ҫинчи сак патӗнче тупнӑ та ӑна малалла йӗрленӗ. Михаил Андриянов кинолог ун хыҫҫӑн пынӑ.
Арҫын ача 1 ҫухрӑм ҫурӑ кайма ӗлкӗрнӗ. 9-ти ача шывлӑ вырӑна лекнӗ, пилӗкӗ таран шурлӑхра тӑнӑ. Унӑн сывлӑхӗ йӗркеллех, ӑна тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулман.