Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -10.0 °C
Пулӑ пуҫӗнчен ҫӗрет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Премипе чысланӑ

Паллашу Ырӑ чунлӑ, ӗҫчен, ырӑ кӑмӑллӑ ял пурнӑҫне килӗштерекен хӗр упраҫпа Туран трекӗ ...
Паллашу Ҫемье ҫавӑрас тӗллевпе арҫынпа паллашатӑп ( ӗҫчен, начар привычкӑсӑр, пӗчӗк мар...
Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Таисия Ташней 16.11.2020 08:12 | 161 хут пӑхнӑ
Культура

Чӑваш Республикинчи Ҫеҫпӗл Мишши фончӗ 2020 ҫулшӑн преми кама парассине палӑртнине Чӑваш халӑх сайчӗ юпа уйӑхӗнче пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: сумлӑ премие «Чӑваш Ен» патшалӑх телерадиокомпанийӗнчи телекӑларӑмсен ертӳҫи, сценарисен авторӗ, режиссер пулса нумай ҫул тухӑҫлӑ ӗҫлесе халӑха паха телефильмсемпе передачӑсем парнелекен, Ҫеҫпӗл Мишшин пултарулӑхне халӑх хушшине сарас тӗлӗшпе нумай вӑй хуракан Марина Карягина тата «Ҫеҫпӗл Мишши фончӗпе Чӑваш Республикинчи ытти обществӑлла пӗрлӗхсене нумай ҫул ҫине тӑрса пулӑшнӑшӑн, Чӑваш Енри литературӑпа культурӑна аталантарма пулӑшакан ыркӑмӑлӑх юхӑмне меценат пулса хастар хутшӑннӑшӑн» Анатолий Шагаров нотариус тивӗҫнӗ.

Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче чӳк уйӑхӗн 13-мӗшнче «Тӗрӗслӗх ҫутаттӑр Ҫеҫпӗлӗн ятне» фильм хӑтлавӗ иртнӗ. Унта Марина Карягинӑпа Анатолий Шагарова премипе чысланӑ.

#ят-сум, #фильмсем, #чыславсем, #культура

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

«Асран кайми» программӑна кӗмелли фильмсене суйлаҫҫӗ
2019, 12, 20
Алексей Трофимова халалланӑ курав уҫӑлӗ
2020, 02, 08
Ҫеҫпӗл Мишши премийӗн лауреачӗсем паллӑ
2020, 10, 08
Чӑваш хастарӗсене медаль пама йышӑннӑ
2020, 10, 14
Марина Карягинӑна медаль парӗҫ
2020, 10, 22

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org