Пӑтӑрмахсем
![]() "За рулем" порталти сӑн Паян кӑнтӑрла М-7 ҫул ҫинче, Лапсарпа Кӳкеҫ хушшинче, хӑрушӑ авари пулнӑ. Шел те, инкекре ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, «Фиат Дукато» Уйкас еннелле пӑрӑнма тӑнӑ. Ун ҫине фура пырса кӗнӗ. Унтан йывӑр тиевлӗ машина транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ, унта «УАЗпа» ҫапӑннӑ. Ку вара «ВАЗ-2110» машина ҫине пырса тӑрӑннӑ. УАЗри ҫын авари вырӑнӗнче вилнӗ. Инкек вӑхӑтӗнче ҫул ҫинче «пӑкӑ» пулнӑ. Вырӑнта Инкеклӗ лару-тӑру министерствин специалисчӗсем ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |