Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Пӗр хулӑ хуҫӑлать, пин хулӑ хуҫӑлмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Кураков хӑй укҫипе палӑк уҫнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 05.10.2020 06:57 | 1263 хут пӑхнӑ
Культура

Патӑрьел районӗнчи Чӑваш Ишек ялӗнче палӑк уҫнӑ. Ӑна вырӑс классикне Александр Пушкина сума суса лартнӑ. Ку хыпара Чӑваш Енри профессионал ҫыравҫӑсен союзӗн правленийӗн ертӳҫи Лидия Филиппова мессенджерсенчен пӗринчи ҫыравҫӑсен ушкӑнӗнче пӗлтернӗ.

Унта хыпарланӑ тӑрӑх, вырӑс поэчӗн палӑкне ӗнер, юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче уҫнӑ.

Палӑк-бюст авторӗ — Николай Кондрашкин скульптор. Ку хыпара пӗлнисенчен пӗри: «Николай Ашмарин палӑкне уҫмалла пулнӑ», — тесе ҫырнине Лидия Филиппова хуравланӑ тӑрӑх, Александр Пушкин палӑкне ЧПУ ректорӗ пулнӑ Лев Кураков укҫипе тунӑ.

#культура, #палӑксем, #Патӑрьел районӗ, #Чӑваш Ишекӗ, #ЧПУ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 2946.75.0227
2020.10.05 10:58
Agabazar
Калаçмалăх çук ку «хыпар» пирки.
Agabazar // 2946.75.0227
2020.10.05 10:58
Agabazar
Калаҫмалӑх ҫук ку «хыпар» пирки. Паллах, лартаканӗ Кураков мар. Лартаканӗ — влаҫ. Мӗншӗн тесен урӑхла пулма пултараймасть. Никам та хӑй еккипе ялсем тӑрӑх хӑйне мӗн килӗшет ҫав палӑксене лартса ҫуреймӗ. Ну, идейине пама пултарнӑ ӗнтӗ. Анчах Кураков ухмах мар. Вӑл нихҫан та влаҫа тивӗҫтермен идея парас ҫук.
Базиль Кириллов // 1243.5.4712
2020.10.05 14:48
Камăн палăкĕ терĕр? Ваççа Пушкин палăкĕ мар-и? Пултараççĕ çав Патăръелсем.
Алибасов // 1243.5.4712
2020.10.05 14:56
Пĕлекен çынсем каласа панă тăрăх, çав вырăнта курак палăкне уçма пуçланă, урамне ун ятне панă хыççăн. Анчах такам пÿрнипе юнанă пулать: иртерех, вăхăт çитмен! "Юрĕ, эппин, Пушкинăнне уçас, как рас унпа пĕр шайри-ха эпир",- тенĕ хыççăн калаçса татăлнă.
Agabazar // 2418.06.8664
2020.10.05 20:03
Agabazar
Алибасов, эс тата мĕнле палăк лартма шутлан???
Алибасов // 1243.5.4712
2020.10.06 11:00
Эс те, суя академик пек, мĕн те пулин уçмастăн-и тетĕп.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем