Темиҫе минут каялла Чехире биатлон енӗпе Тӗнче кубокӗн черетлӗ тӑххӑрмӗш тапхӑрӗ вӗҫленчӗ. Хӗрарӑм-спортсменкӑсем спринтра 7,5 километра чупрӗҫ. Вӗсен пӗрре выртса, пӗрре тӑрса пеме тиврӗ.
Пирӗн ҫӗршыв командинче 6 спортсменка пулчӗ, ҫав шутра – Чӑваш Ен хӗрӗ, Тӗменшӗн ӑмӑртакан Татьяна Акимова та.
Тӳрех палӑртар: Раҫҫей командин членӗсем япӑх печӗҫ, начар чупрӗҫ. Ҫав вӑхӑтрах эпир ентешӗмӗрпе мӑнаҫланма пултаратпӑр. Вӑл 100 ытла спортсмен хушшинче 25-мӗш вырӑн йышӑнчӗ. Татьяна Акимова выртса пенӗ чух ҫеҫ пӗрре лектереймерӗ. Пирӗн ҫӗршыври ытти спортсменкӑн кӑтартӑвӗ ҫапларах:
Лариса Куклина — 42-мӗш, Светлана Миронова — 52-мӗш, Ульяна Кайшева — 58-мӗш, Евгения Павлова — 65-мӗш, Ирина Казакевич — 81-мӗш.
Agabazar // 2827.2.5772
2021.03.12 21:13 | |
Хамăр пулман çав унта, челевисăрпа пăхса çеç пĕлетпĕр. |