Республикӑра
![]() "Про Город" сайтри сӑн Чантӑрта сарайӗнче хир сыснисем пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем унта раштав уйӑхӗнче килнӗ те халӗ те кайман. Ҫынсем мӗн тумаллине пӗлмеҫҫӗ, ара, кӗҫех пахчара лартмалли вӑхӑт ҫывхарать-ҫке-ха. Сарайӗнче 12 хир сысни пурӑнать. Унччен маларах нумайрах та пулнӑ. Дмитрий «Про Город» хаҫата каласа панӑ тӑрӑх, вӗсем Вӑрман хуҫалӑхӗнчен пулӑшу ыйтнӑ. Ун хыҫҫӑн 7 хир сыснине персе вӗлернӗ. Маларах хӑшӗ-пӗри выҫӑпа вилнӗ. Ҫапла халӗ 12-ӗн тӑрса юлнӑ. Дмитрий вӗсене ҫимелли паркалать-ха, анчах чӗрчунсене сарайӗнчен хӑваласа ямалла. Ку ыйтӑва ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви татса пама шантарнӑ. Чантӑрсем урама тухма хӑракан пулнӑ. Хир сыснисем хӑш чухне ҫул ҫине сиксе тухаҫҫӗ. Министерство хир сыснисене ҫимелли парса вӑрманалла илсе каясшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |