Шупашкарти юханшывсене хӑтлӑх кӳресшӗн. Вӗсем хӑш-пӗр вырӑнта ҫӳп-ҫап айне пулни вӑрттӑнлӑх мар. Чунӗ ыратакан ҫынсем ҫав ыйтӑва хутран-ситрен хускатаҫҫӗ-ха. Анчах лавӗ вырӑнтан хускалмасть. Ӗнер вара ыйтӑва Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаевпа сӳтсе явнӑ. Шупашкарти строительсем пӗчӗк юханшывсене хӑтлӑлатасси ҫинчен калакан концепци хатӗрленӗ.
«Пӗчӗк юханшывсене тирпейлесен, вӗсене илем кӗртсен асӑннӑ вырӑнсем хула ҫыннисене тата хӑнисене илӗртме тивӗҫ», — тесе каланӑ республикӑн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Алексей Мурыгин.
Сугутка юханшывӗн хӗррипе, сӑмахран, утма ҫул сарса хулан Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫ районне Шупашкар кӳлмекӗпе ҫыхӑнтарма пулать тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Олег Николаев шухӑша ырласа йышӑннӑ. Хут ҫинче палӑртнине пурнӑҫа кӗртессине республикӑн Стройминне хула администрацийӗпе тата строительство организацийӗсемпе пӗрле тишкерме хушнӑ.