Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Кахалшӑн ҫӗр кӗске, ӗҫченшӗн кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Маскӑпа чечек хуни тӗлӗнтернӗ

Паллашу Чӑваш чӗлхине якатас тӗллевпе Чӗмпӗрте пурӑнакан, ман ҫулсӗне ҫывӑх ҫынсемпе пал...
Туянатӑп Ашмаринӑн 17 том куҫару кӗнекисене шыратӑп.
Сутатӑп Ӑшӑ матрас сутатӑп. Германире кӑларнӑ. Гаранти 5 ҫул. Хакӗ 2500 тенкӗ.
Вика Сорокина 10.05.2020 18:47 | 692 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Ӗнер, Ҫӗнтерӳ кунӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Шупашкарти «Ҫӗнтерӳ» мемориал комплексӗнче пулнӑ, унта чечек хунӑ. Ҫавӑн пирки Чӑваш Ен влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче хыпар тата сӑнӳкерчӗксем вырнаҫтарнӑ.

Ҫавна асӑрханисенчен пӗри Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев палӑк умӗнче маскӑпа тӑнинчен тӗлӗннӗ. Ҫавна вӑл ҫын ҫинче курнӑҫланни вырӑнне хакласа хурланӑ.

«Вилӗмсӗр ҫулӑм умӗнче мӗншӗн маска тӑхӑннӑ? Урамра сана вӑл мӗн тума кирлӗ? Хупӑ пӳлӗмри канашлусенче министрсемпе маска тӑхӑнмасть», – тесе ҫырнӑ Кирилл Зайцев.

Кӑшӑлвирус сарӑлассине хирӗҫ ӗҫлекен республикӑри оперштаб ларусене маскӑсӑр ирттернине, социаллӑ инҫӗше пӑхӑнманнине, сӑмах май каласан, ҫак йӗркесен авторӗ те сиснӗччӗ.

#Элтепер, #палӑксем, #парксем, #Шупашкар

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Кӑшӑлвируспа чирлисен шучӗ ултта ҫитнӗ
2020, 04, 06
Тухтӑрсене ирӗксӗр кантараҫҫӗ-и?
2020, 04, 28
Шупашкарта «Пурнӑҫ йывӑҫҫи» вырнаҫтарнӑ
2020, 05, 03
Ҫӗнтерӳ паркӗнчи самолет ҫинче — фронтри ҫырусем
2020, 05, 07
Шӑхасанти парка уҫма хатӗрленеҫҫӗ
2020, 05, 08

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org