Пӑтӑрмахсем
![]() Республикӑри тӗрлӗ районта мобильлӗ ушкӑнсем лавккасенче, халӑх йышлӑ ҫӳрекен ытти вырӑнта кӑшӑлвирусран епле сыхланнине тӗрӗслемелли рейдсем тӑтӑшах ирттереҫҫӗ. Муркаш районӗнче те ҫаплах. «Ҫӳретӗр кунта ухмахланса (Фейсбукри постра вырӑнти тӳре-шара хӗрарӑм каланӑ сӑмах вырӑнне синонимпа усӑ курнӑ. — Т.Т. асӑрхаттарӑвӗ). Пахчара ыхра лартасчӗ», — ҫапла вӑрҫса хӑварнӑ лавккара тавар туянакан хӗрарӑмсенчен пӗри. Хӑй вӑл маскӑпа пулнӑ. «Мӗн тери айванла ӗҫ сирӗн», — тарӑхса алӑка хыттӑн хупнӑ тепӗр лавккана маскӑсӑр кӗме хӑтланнӑ хӗрарӑм. Тепӗр лавккара вара мобильлӗ ушкӑнпа пӗр арҫын вӑрҫма тапранса кайнӑ. Вӑл ушкӑн пайташӗсене ҫеҫ мар, вӗсен тӑванӗсене тата ҫитес виҫӗ ӑру таран ылханса пӗтернӗ. Ун хыҫҫӑн мобильлӗ ушкӑн пӗрле ҫӳреме полицейскисене чӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Канаш хулинче чукунҫул кӗпер ҫине ҫамрӑк арҫын хӑпарса кайнӑ та вилнӗ. Вӑл 25 ҫулта ҫеҫ пулнӑ. Карӑклӑ ялӗнче пурӑннӑскер ҫав кун чукунҫул кӗпер ҫине хӑпарса кайнӑ, унта ӑна ток ҫапнӑ. Арҫын вӑйлах пиҫсе кайнӑ. Васкавлӑ медпулӑшу тухтӑрӗсем килнӗ тӗле каччӑ чӗрех пулнӑ. Ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ. Анчах, шел те, тухтӑрсем унӑн пурнӑҫне ҫӑлса хӑварайман. Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кун тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкар хулинче пурӑнакан 40 ҫулти хӗрарӑма упӑшкине вӗлернӗшӗн айӑпласшӑн. Ятарласа вӗлермен-ха вӑл. Малтан хытӑ хӗнесе пӗтернӗ, унтан арҫын вилсе кайнӑ. Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчи каҫхине арӑмӗпе упӑшки Шупашкарти общежитисенчен пӗринче хӑнара пулнӑ. Ӳсӗр хӗрарӑмпа арҫын хушшинче тавлашу сиксе тухнӑ. Хӗрарӑм хӑйӗнчен 8 ҫул аслӑрах упӑшкине пуҫӗнчен тата ытти вырӑнтан тапса-ҫапса пӗтернӗ. Арҫыннӑн пит шӑмми, аяк пӗрчисем ванса-хуҫӑлса пӗтнӗ. Сурансене пула арҫын тепӗр кунхине килӗнчех вилсе кайнӑ. Хӗрарӑма тытса чарнӑ, ӑна вӑхӑтлӑха хупса хунӑ. Пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() admkrai.krasnodar.ru сайтри сӑн ЧР Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче Строительство министерстви саккуна хӑш-пӗр улшӑну кӗтме сӗннӗ. Ку тӑлӑхсене хваттерпе тивӗҫтерес ыйтӑва пырса тивет. Шухӑша ЧР Элтеперӗ Олег Николаев та ырланӑ. Тӑлӑхсене халӗ хваттерпе тивӗҫтереҫҫӗ. Ун вырӑнне социаллӑ тӳлев пама сӗннӗ. Анчах условисем пулмалла: 23 ҫултан аслӑрах, судпа айӑпланнӑ пулмалла мар, ӗҫлемелле. Социаллӑ тӳлев виҫи 33 тӑваткал метрлӑ ҫурт калӑпӑшӗпе танлашать. Хальхи вӑхӑта илес тӗк, ку тӳлев 1 миллион та 303 пин те 38 тенкӗпе танлашмалла. Тӑлӑхсем ку укҫапа хатӗр ҫурт та, хута каяканнине те туянма пултараҫҫӗ. Анчах авариллӗ ҫуртра, ҫывӑх тӑвансенчен туянма юрамасть. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкарта Максим Егоров-Курмыш ҫулҫӳревҫӗпе тӗлпулу иртӗ. Аса илтерер: Элӗк районӗнчи Татмӑш каччи пӗлтӗрхи кӑрлач уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Питӗртен Владивостока ҫити чупма тухнине, халӗ ҫитес ҫӗре ҫитнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: Максимӑн маршручӗ 10 пин ҫухрӑмпа танлашнӑ. Ӑна вӑл 1 ҫул та 2 уйӑх та 17 кунра чупса тухнӑ. Максим Владивостокра пысӑках мар лектори ирттернине Инстаграмра пӗлтернӗччӗ. Каччӑ ҫулҫӳрев пирки каласа кӑтартма тӗрлӗ хулара (Максим Шупашкар, Мускав, Питӗр хулисене асӑннӑччӗ) тӗлпулусем ирттерес шухӑшлине хыпарланӑччӗ. Шупашкарта ҫулҫӳревҫӗпе ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче тӗл пулма май килӗ. Курнӑҫу 15 сехет те 30 минутра пуҫланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Паян, ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Раиса Ахметбекова юрӑҫ, педагог куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ. Вӑл 1959 ҫулта уҫӑлнӑ Чӑваш музыка театрӗн пӗрремӗш солистки пулнӑ. Унта вӑл 1966 ҫулччен ӗҫленӗ. Чӑваш Енри Театр ӗҫченӗсен пӗрлешӗвӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Раиса Назаровна чӑваш культурине аталантарма 50 ҫул ытла тӳпе хывнӑ, ҫав шутран 46 ҫулне Шупашкарти музыка училищинче педагогра ӗҫлесе ирттернӗ. Хӑй вӑл Узбекистанри Андижан хулинче 1933 ҫулта ҫуралнӑ. Ачаллах ашшӗсӗр, унтан амӑшӗсӗр тӑрса юлнине пӑхмасӑрах вӗренме ӑнтӑлнӑ. Малтан музыка училищинче ӑс пухнӑ, унтан – Ташкентри консерваторире. Юлашкинчен асӑннӑ вӗренӳ заведенийӗнчен диплом алла илсе тухсан тепӗр ҫулхине Чӑваш Ене куҫса килсе кунта уҫӑлнӑ музыка театрне ӗҫлеме вырнаҫнӑ. Унӑн пӗрремӗш сӑнарӗ Федор Васильевӑн «Шывармань» оперинчи Сарпи пулнӑ. Сарпи партине вӑл чӑвашла юрланӑ. Пирӗн чӗлхене ӑша хывма ӑна СССР халӑх артистки Вера Кузьмина пулӑшнӑ. Пултаруллӑ та хитре, килӗшӳллӗ узбек хӗрне «пысӑк хура куҫлӑ пӗчӗк Сарпи» тенӗ. Раиса Ахметбековӑна вӗренекенӗсем те питӗ юратнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Шупашкар хула администрацийӗ тата Чӑваш Енри хӗрарӑмсен пӗрлӗхӗ Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене чавнӑ ҫынсен паттӑрлӑхне халалласа социаллӑ пӗлтерӗшлӗ проект хута ярасшӑн. Вӑл автор юррисен тематика фестивалӗ. Юрӑсене кирек мӗнле жанрпа ҫырма юрать. Конкурса пӗр автор та ушкӑн та хутшӑнма пултарать. Ӳсӗм те пӗлтерӗшлӗ мар. Юрӑ вырӑсла е чӑвашла пултӑр, анчах 3,5 минутран ытларах мар. Юрӑ теми – Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене чавнӑ ҫынсен паттӑрлӑхӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗччен жюри чи лайӑххисене суйлӗ. Вӗсем вара «Уҫӑ хула» порталта иртекен сасӑлав хутшӑнаҫҫӗ. Тӗп парне – 30 пин тенкӗ гонорар. Заявкӑсене gcheb_kult@cap.ru электронлӑ почтӑна йышӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Яндекс.Дзен сайтри сӑн Республикӑри ялсенчи вулавӑшсем валли кӗнекесем пухаҫҫӗ. Акцие Пӗтӗм Раҫҫейри вулавӑшсен кунне халалланӑ. Уява ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. «Кӗнеке инвестицийӗ» акцие Шупашкарти вулавӑшсен пӗрлешӗвӗ йӗркеленӗ. Акципе килӗшӳллӗн, республикӑра пурӑнакансем хӑйсен вуласа тухнӑ кӗнекисене е ҫӗнӗ кӑларӑмсене ялти вулавӑшсене пама пултараҫҫӗ. Вӗсене ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ, Россельхозбанкӑн кирек хӑш офисне пырса памалла. Вулавӑш валли илсе килнӗ кӗнекен ҫӗтӗк пулмалла мар. Ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче пухнӑ кӑларӑмсене районти вулавӑшсене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Канаш районӗнче пыл квасӗ туса кӑларакан лини ӗҫлесе кайнӑ. Ӑна Ҫӗнӗ Шелттӗм ялӗнчи «Мелилотус» тирпейлекен кооператив уҫнӑ. Продукцие «Чӑваш пылӗ» ятпа сутӗҫ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Инстаграмра ӗнер пӗлтернӗ тӑрӑх, республика Правительстви ял хуҫалӑхӗ енӗпе ӗҫлекен предприятисене пулӑшать. Канаш районӗнчи потребитель кооперативӗ грантпа 40 миллион тенкӗллӗ пулса тӑнӑ. Вӑл укҫапа пурлӑхпа техника базине аталантарма, ҫӗнӗ производство корпусӗ хӑпартса лартма, хальхи вӑхӑтри оборудовани туянма май килнӗ. Ял ҫыннисемшӗн те лайӑх. Вӗсем валли ӗҫ вырӑнӗсем уҫӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Ӗнертенпе, ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнченпе, Шупашкартан ҫӗнӗ авиарейс уҫӑлнӑ. Росавиаци патшалӑх субсидилекен авиамаршрутсен списокне пичетленине эпир кӑрлач уйӑхӗнчех пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: 266 маршрут шутӗнче Шупашкартан ытти хулана каякан 4 авиарейс та пурччӗ. Вӑл хуласем ҫаксем: Краснодар, Екатеринбург, Минеральные Воды тата Ҫӗнӗ Уренгой. Екатеринбурга «РУСЛАЙН» авиакомпани тунтикунсерен тата кӗҫнерникунсерен илсе ҫӳрӗ. Тунтикун самолет 19 сехет те 25 минутра ҫула тухӗ, Екатеринбургран — 17 сехет те 10 минутра; кӗҫнерникун самолёт Шупашкартан 15 сехетре вӗҫсе кайӗ, Екатеринбургран — 12 сехет те 45 минутра. Пассажирсене 50 вырӑнлӑх «CRJ100/200» самолётпа турттарӗҫ. 829 километра 1 сехет те 30 минут вӗҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.07.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 31 - 33 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Пятницкая Ольга Васильевна, нумай ҫул хушши ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ педагог ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент ҫуралнӑ. | ||
| Шупашкарти 1№ типографине никӗсленӗ | ||
| Теветкел Николай Александрович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Микулай Мӑскал, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |