Республикӑра
![]() Патӑрьел районӗнчи Кепе юханшывне кам вараланӑ? Республика прокуратури ҫак ӗҫе тунӑ ҫынсене палӑртас тӗлӗшпе ӗҫлет. Аса илтерер: ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Кепе юханшывӗнче, Патӗрьелтен кӑнтӑр енне 500 метрта, 252 карп вилнине палӑртнӑ. Кун хыҫҫӑн шыва лабораторире тӗпченӗ. Пӗтӗмлетӳ ҫакнашкал: фосфат – 37,5, аммони ионӗсем 8 хут ытларах пулнӑ. Кислород вара 4,4 хут сахалрах. Ҫакна пула юханшыври пулӑсем вилнӗ. Тӑкак 233 пин тенкӗпе танлашнӑ. Ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Паян ҫӗрле Тӑвай районӗнчи Чутей ялӗнче агроферма ҫуннӑ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтерет. Ведомство хыпарланӑ тӑрӑх, агрофермӑра ҫулӑм ахальтен тухман, ӑна чӗртсе янӑ. Пушарта унӑн тӑрри сиенленнӗ, пилорама тата хӗле валли хатӗрленӗ утӑ ҫунса кайнӑ. Ҫулӑма сӳнтерме 5 пушар машини ҫитнӗ. Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 918 пушар тухнӑ. Вӗсенче 57 ҫын вилнӗ, 40-ӗн суранланнӑ. Вут-ҫулӑмран 75 ҫынна ҫӑлнӑ. Пӗтӗмӗшле тӑкак 17 ытла миллион тенкӗпе танлашнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Геннадий Медведев. drama21.ru сӑнӳкерчӗкӗ Нумаях пулмасть, тата уҫӑмлатарах каласан, утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗ Геннадий Медведев 60 ҫул тултарнӑ. Геннадий Павлович пирки театрта Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ пулнисӗр пуҫне драматург, куҫаруҫӑ, педагог тесе пӗлтернӗ. Геннадий Медведев Канаш районӗнчи Сиккасси ялӗнче 1961 ҫулхи утӑ уйӑхн 10-мӗшӗнче ҫуралнӑ. 1978-1983 ҫулсенче Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ театр училищинче вӗреннӗ. К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче 1983 ҫултанпа ӗҫлет. Ҫак ҫулсенче вӑл чылай роле калӑпланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗрпӳ районӗнче вырнаҫнӑ ача-пӑча уйлӑхӗн директорӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: директор 2019 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче пӗр ҫынран 14 пин тенкӗ сӗтев илнӗ. Куншӑн вӑл уйлӑха икӗ ачана пӗр сменӑна путевкӑсӑрах йышӑннӑ. Пуҫиле ӗҫе тишкернӗ май халӗ тата тепӗр пӑтӑрмах ҫиеле тухнӑ. Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, 2019 ҫулхи пуш уйӑхӗнчен пуҫласа раштав уйӑхӗччен пуҫлӑх хӑй ертсе пыракан учреждени кассинчен виҫӗ хут та укҫа илнӗ. Унпа вӑл уйлӑх валли тӗрлӗ тавар (электричество оборудованийӗ, скатерть т.ыт.те) туянма шантарнӑ. Илессе илнӗ, анчах самай йӳнӗрехпе. Кассӑна суя чексем тӑратнӑ. Ҫапла майпа пуҫлӑх хӑй ертсе пыракан уйлӑха 185 пин тенкӗлӗх шар кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш Енри пульницӑсенчен пӗринче тӑрӑшнӑ тухтӑра сӗтев илнӗ тесе айӑпласшӑн. Пӑтӑрмаха Республикӑн наркологи пульницинче психиатр-наркологра тимленӗ ҫын ҫакланнӑ. Сӑмах май, халӗ вӑл унта ӗҫлемест ӗнтӗ. 38 ҫулти тухтӑр тӗлӗшпе РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн тӗпчевҫисем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, водитель прависӗр тӑрса юлнӑ ҫынсем психиатр-наркологӑн банк картти ҫине 1000-1500-шер тенкӗ куҫарса панӑ. Ун хыҫҫӑн вӑл вӗсене автомобиль рулӗ умне ларма чару ҫук тесе справка панӑ, анализ пама та хистемен. Тӗпчевҫӗсем нарколог пӗчӗк виҫепе сӗтев илнӗ 4 эпизода шута илнӗ. Ҫав тӗслӗхсем 2019 ҫулхи чӳк, 2020 ҫулхи кӑрлач тата пуш уйӑхӗсенче пулса иртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен союзӗн Фейсбукри страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш кӗнеке издательствинче хальхи вӑхӑтри пултаруллӑ хӗрарӑм-ҫыравҫӑсенчен пӗрин, Лидия Саринен, кӗнеки пичетленсе тухнӑ. Ҫӗнӗ кӑларӑм ячӗ – «Шур пӗркенчӗк». Кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑларӑма ҫемье ҫавӑрас ыйтӑва халалланӑ. Кӗнеке редакторӗ – О.Л. Федорова, художникӗ – А.И. Алексеев. «Шур пӗркенчӗк» кӗнекене пысӑках мар калавсемпе пурнӑҫри самантсене ҫутатса паракан тӗрленчӗксем кӗнӗ. «Кашни хайлавра – сӑнар шӑпи, автор унӑн савӑнӑҫӗпе пӑшӑрханӑвне психологи тӗлӗшӗнчен тӗрӗс кӑтартса парать», – тесе палӑртнӑ Чӑваш кӗнеке издательствинче. Сӑмах май каласан, кӗнеке авторӗ – Лидия Сарине – хӑй те таса чунлӑ та ӑшӑ кӑмӑллӑ ҫын. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Нумаях пулмасть, утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Сӗнтӗрвӑрри районӗнче пурӑнакан 25 ҫулти хӗрарӑм ҫул ҫинчех ҫуратни пирки пӗлтернӗччӗ. Хӗрарӑма тата упӑшкине пульницӑна ҫитме ҫул-йӗрпе патруль службин инспекторӗсем пулӑшнӑ. Хӗрарӑмпа ачине киле янӑ. Пульницӑран тухнӑ чухне вӗсене ҫав инспекторсем саламлама пынӑ. Вӗсем тин ҫуралнӑ ачана машинӑра ҫӳремелли ятарлӑ кресло парнеленӗ. Ашшӗпе-амӑшӗ ачана Виктория ят панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче республикӑра 21 ҫулти каччӑ путса вилнӗ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл шыва кӗнӗ чухне путнӑ. Каччӑ Ҫӗмӗрле пӗвинче шыва кӗнӗ. Хайхискер ӳсӗр пулнӑ. Унӑн виллине тӳрех тупайман, водолазсене чӗннӗ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви шыва кӗнӗ чухне асӑрханма ыйтать. Ятарлӑ вырӑнсенче ҫеҫ чӑмпӑлтатма юратать. Кӑҫал ҫулла пуҫланнӑранпа республикӑра 22 ҫын путса вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Иртнӗ канмалли кунсенче республикӑра икӗ ача ҫӳллӗшӗнчен ӳкнӗ. Пӗрремӗш тӗслӗх утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче пулнӑ. Шупашкарта 2 ҫулти хӗрача москитлӑ сетка ҫине таянса 3-мӗш хутран персе аннӑ. Вӑл лавкка тӑррине ӳкнӗрен вӑйлах суранланман. Ҫав кунах каҫхине Йӗпреҫре 4-ри арҫын ача 3-мӗш хутри чӳречерен ӳкнӗ. Ӑна Шупашкарти пульницӑна илсе ҫитернӗ. Ача амӑшӗпе уҫӑлса таврӑннӑ. Киле кӗрсен алӑк хупӑнса ларнӑ, аслисем тулта юлнӑ, ача – хваттерте. Аслисем алӑка уҫнӑ самантра ача чӳречерен ӳкнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() minec.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Турцинчи телекуравсенчен пӗри чӑваш туйне кӑтартӗ. «TRT BELGESEL» телеканал эфирӗнче «Потерянные силуэты Востока» документлӑ фильм кӑтартма палӑртса хунӑ. «Hüseyin Kılıҫ» телеушкӑн Хусейн Кылыч продюсерпа чӑваш туйне ӳкернӗ. Хусейн Кылыч — «Göknil Duygulu» проект авторӗ тата режиссёрӗ. Чӑваш Енӗн Экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Турцинчи телеканал ӗҫченӗсем Шупашкар районӗнчи «Ясна» этнокомплексра пулнӑ. Кӑларӑма утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче 21 сехетре кӑтартӗҫ. Телепередача ют ҫӗршыв ҫыннисене чӑваш культурипе тата йӑли-йӗркипе ҫывӑхрах та тӗплӗнрех паллашма май парӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.10.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Андрей Петтоки, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Гаврилова Агафья Гавриловна, чӑваш журналисчӗ, наци ирӗкӗшӗн кӗрешӳҫине персе пӑрахнӑ. | ||
| Данилов Анатолий Васильевич, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Бойко Иван Яковлевич, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ зоотехникӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |