Паян – Пӗтӗм Раҫҫейри ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗ. Ҫав ятпа республика Элтеперӗ Олег Николаев саламланӑ.
«Ҫемье – сывӑ обществӑпа вӑйлӑ патшалӑхӑн никӗсӗ. Шӑпах ҫемьере эпир юратупа тӑрӑшулӑх, ӑнланупа пулӑшу витӗмне туйса ҫитӗнетпӗр, чи кирли – пурнӑҫ ҫулӗпе хамӑр тӗллӗн утма пил илетпӗр», – тенӗ республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ саламра.
Ҫавӑн пекех Олег Николаев «ҫемье ӑс-хакӑл ҫӑл куҫӗ тата чӑваш халӑхӗн пуян культурипе йӑли-йӗркине, ӗҫри ӑсталӑхне ламран лама куҫарса пыма, ҫирӗп сывлӑхлӑ, пур енлӗн аталаннӑ ҫынна, гражданина тата ҫӗршыв патриотне пӑхса ҫитӗнтерме пулӑшакан шанчӑклӑ хунтӑ пулнӑ май, патшалӑх политикин улшӑнми тӗп ҫул-йӗрӗ пулнӑ та, пулать те», – тесе каланӑ.