Паян, кӑрлч уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Раҫҫей прокуратурине йӗркеленӗренпе — 300 ҫул. Республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ҫак ятпа Чӑваш Ен Элтеперӗн Олег Николаевӑн саламне вырнаҫтарнӑ.
«Право хуралӗн чи аслӑ институчӗсенчен пӗри пулнӑ май прокуратура органӗсем саккунлӑхпа право йӗркин хуралӗнче виҫӗ ӗмӗр ҫирӗп тӑраҫҫӗ, патшалӑх, общество тата граждансен интересӗсене шанчӑклӑ хӳтӗлеҫҫӗ», — тенӗ республика ертӳҫи. «Сирӗн тухӑҫлӑ ӗҫӗр, йӗркелӗхӗрпе ҫирӗплӗхӗр Чӑваш Республикинчи тӑнӑҫлӑха упрамалли, тӗрлӗ сферӑра саккунлӑха тивӗҫтермелли, регионӑн кал-кал аталанӑвне йӗркелемелли, ҫынсен пурнӑҫ шайӗпе пахалӑхне ӳстермелли тӗп шӑнӑр пулса тӑраҫҫӗ», — палӑртса хӑварнӑ вӑл.