Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарта 45-мӗш автобусра ҫамрӑк пӗр арҫын каччӑпа ҫапӑҫма тытӑннӑ. Нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнче 16 сехетре салона кӗнӗ ҫамрӑка икӗ хӗр хӑйсем патне чӗнсе илнӗ. Ҫавӑн чухне каччӑ ӑнсӑртран тепӗр ҫамрӑка пырса тӑрӑннӑ. Ҫавӑншӑн лешӗ ҫапӑҫма тытӑннӑ. Кӗтмен ҫӗртен алӑ ҫӗкленӗрен-ши, шар кураканни ҫухалсах кайнӑ курӑнать. Каччӑна хӳтӗлеме тӑнӑ хӗре те пуҫтах этем темиҫе хутчен ҫапса янӑ. Сӑмах май, ҫав арҫын маларах автобус салонӗнчи кантӑка ватма хӑтланнӑ. Пӑтӑрмах хыҫҫӑн каччӑ салонран анса юлнӑ. Ҫапах та пуҫтаха тепӗр сехетрен тытса чарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш Енри йӗрке хуралҫисем Ҫӗрпӳ хулинче 2016 ҫулхи юпа уйӑхӗнче ноутбук вӑрланӑ ҫынна тытса чарнӑ. Пӑтӑрмах общежитире пулса иртнӗ. Унта ҫӗр каҫма юлнӑ Курган тӑрӑхӗнчи арҫын пӳлӗмсенчен пӗрне (алӑка питӗрмен пулнӑ) ирхи пиллӗк сехетре кӗрсе ноутбук йӑтса тухнӑ. Пӳлӗмри хӗрарӑмпа ача ҫав вӑхӑтра ҫывӑрнӑ. Сасса илтсен хӗрарӑм вӑраннӑ, сасӑ панӑ, анчах ют ҫын тапса сикнӗ. Вӑрра йӗрке хуралҫисем вӑрах шыранӑ, халӗ ӑна тупса палӑртнӑ-палӑртнах. Ҫав ҫын кукӑр алӑллӑ пулнӑран судпа сакӑр хутчен айӑпланнӑ Курган тӑрӑхӗнчи 41 ҫулти арҫын пулнӑ. Ноутбукпа вӑл Мускав облаҫне тухса кайнӑ. Унта сутса янӑ. Арҫынна ӗнер пуйӑсра тытса чарнӑ, ӑна Ҫӗрпӗве илсе килнӗ. Чӑваш Ен Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑрӑ ӗҫӗпе аппаланнине арҫын йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Августа Уляндинӑна Инстаграмри сӑнӳкерчӗкӗ «Эпӗ юрӑҫ тата педагог пулма ҫуралнӑ», – тенӗ вӑл интервьюсенчен пӗринче. Артист ӗҫӗ ҫӑмӑл маррине вӗренме кӗрсен ӑнланнӑ пулин те пӗр суйланӑ сукмакран ун чух та пӑрӑнман, халӗ те ҫаплах. Сӑмахӑмӑр – Чӑваш Республикин халӑх артистки, Чӑваш Республикин халӑх артистки Уляндина пирки. Ҫӗмӗрле районӗнчи Пӗренеш ялӗнче шӑп та лӑп 50 ҫул каялла ҫут тӗнчене килнӗ вӑл. Артист ӑсталӑхне Чулхулари консерваторире алла илнӗ. Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗнче, «Чӑваш Ен» ансамблӗн илемлӗх ертӳҫинче тӑрӑшнӑ. Халӗ вӑл «Ярды» ансамбле ертсе пырать. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче Августа Уляндина пулас сцена ӑстисене те туптать. Пултарулӑх каҫалӑкӗнче унӑн мухтанине те, хурланине те илтме тивнӗ. Критика ӑна пиҫӗхтернӗ ҫеҫ. Августа Уляндинӑна халӑх юратать, кӑмӑлтан йышӑнать. |
Ҫутҫанталӑк
![]() Паян ҫӗрле республикӑра 31-36 градус сивӗ пулӗ. Ҫапла кӑтартӗҫ метеостанцисенчи термометрсем. Чӑннипе вара хӑш-пӗр ҫӗрте тата сивӗрех пулӗ. Ҫӗрле сивӗ кӑна мар, ҫиллӗ те пулӗ. Ҫил ҫурҫӗр енчен ҫеккунтра 8-13 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ. Ҫапла ир енне 50 градус сивӗ пек туйӑнӗ. Юнкун ирхине 30 градус сивӗ тӑрӗ. Кӗҫнерникун тинех ӑшӑтма тытӑнӗ. Кӑнтӑрла хыҫҫӑн ҫил-тӑман вӗҫтерме тытӑнӗ. Эрнекун йӗпе юр, ҫумӑр ҫӑвӗ. Канмалли кунсенче те ӑшӑ ҫанталӑк тӑрӗ, термометр 0 градус кӑтартӗ. Вырсарникун юр ҫӑвӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫуркунне пуҫламӑшӗнче те температура тӑрук улшӑнса тӑрӗ. Ун чухне те кӗске вӑхӑтлӑха 25 градус таран сивӗтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() "Про Город" сайтри сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакансем урамра йытӑ ҫури плита айне пулнине асӑрханӑ та ӑна пулӑшнӑ. Урамра шартлама сивӗ пулнине пӑхмасӑр вӗсем ӑна унтан кӑларнӑ, ҫапла унӑн пурнӑҫне ҫӑлнӑ. Ӗҫ-пуҫ ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, пулнӑ. Ҫынсем ӑна хӑйсемех кӑларма хӑтланнӑ. Анчах йытӑ ҫурин кӗлеткин ҫур пайӗ плита айӗнче пулнӑ. Ҫынсем икӗ сехет чакаланнӑ. Унтан ҫӑлавпа шырав службине шӑнкӑравланӑ. Ҫӑлавҫӑсем хӑвӑрт ҫитнӗ. Вӗсем чавнӑ, тӑпрана алӑпа та сирсе пӑхнӑ. Йытӑ ҫурине пурпӗрех плита айӗнчен кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() vedomosti.ru сайтри сӑн Нарӑс уйӑхӗнче кунашкалли пулманччӗ-ха. Юлашки талӑкра кӑшӑлвирусран 8 ҫын вилнӗ. Ҫапла ку уйӑхра вируса пула 123 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Ку таранччен кӑшӑлвируса пула 999 ҫын вилнӗ. Пӗтӗмпе 21070 ҫын инфекциленнӗ, вӗсенчен 19298-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 55 ҫын чирленӗ. 46 ҫын вара сывалнӑ. Паянхи куна илес тӗк, республикӑра стационарта тата килте амбулатори мелӗпе 773 ҫын сипленет. Вӗсен кӑшӑлвирус диагнозӗ ҫирӗпленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкарта кушак йывӑр тиевлӗ машинӑн капочӗ айне пытаннӑ та унта вӑл икӗ талӑк кайнӑ. Ҫапла вӑл 2 пин ытла ҫухрӑм кайнӑ. Ӗпхӳре чарӑнсан вӑл капот айӗнчен тухнӑ. Ҫавӑн чухне тин ӑна асӑрханӑ. Ҫар ҫыннисем кушака асӑрхасан ӑна ҫул ҫинче пӑрахса хӑварман, кабинӑна лартнӑ. Чӗлепи хулине ҫитсен ӑна чӗрчунсен приютне панӑ. Ҫур ҫулта ун валли хуҫа тупӑнмасан кушак нимеҫӗсем патӗнче юлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Тӗмен тӑрӑхӗнчи Анат Тавта районӗнчи Канаш ялӗнче тӑван чӗлхе кунне уявланӑ. Ӑна унти чӑвашсен «Тӑван» ассоциацийӗ пулӑшнипе йӗркеленӗ. Ассоциаци ертӳҫи Николай Герасимов тата Анат Тавта районӗнчи чӑвашсен пӗрлӗхӗ тӑрӑшнипе ачасем те уява чылайӑн хутшӑннӑ. Вӗсем чӑвашла сӑвӑсем каланӑ, юрланӑ та, ташланӑ та. Тӑван чӗлхе кунне халалланӑ мероприятирен аслисем ие, ачасем те хавхаланса саланнӑ. Тӑван тӑрӑхран аякра пурӑнсан та пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнма май пурри ентешӗмӗрсене савӑнтарать, чунра чӑвашлӑх туйӑмне аталантарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() «НТВ» телеканалпа эрнекунсерен кӑтартакан «Жди меня» телекӑларӑмра Чӑваш Енре пурӑнакан хӗрарӑм кун-ҫулӗпе паллаштарнӑ. Телепередача эфира нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче тухнӑ. Ольга Мелиоранская амӑшне юлашки хут хӑй тӑваттӑра чухне курнӑ. Ольга Мускавра ҫуралнӑ. Хӗрача 4 ҫулта чухне унӑн ашшӗ тӑванӗсем патне Чӑваш Ене килнӗ чухне ҫул ҫинчи инкекре вилнӗ. Амӑшӗ хуйха пула хӗрне Чӑваш Енри тӑванӗсем патне килсе янӑ, таврӑнма шантарса тухса кайнӑ. Ольга шухӑшланӑ тӑрӑх, амӑшӗ эрех ӗҫнӗрен именнипе килмен. Хӗрарӑм ӑна ҫуралнӑ кунсенче саламланӑ, открыткӑсем ҫырса янӑ. Пӗчӗк хӗрне пӑрахса хӑварнӑ амӑшне хальлӗхе тупайман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Пушкӑртстанри чӑваш, ученӑй-историк, истори наукисен докторӗ, Пушкӑртстанри патшалӑх медицина университечӗн философи, социаллӑ-гуманитарлӑ дисциплинӑсен кафедрин профессорӗ Ирина Сухарева (Саригель) Галимзян Ибрагимов ячӗллӗ преми лауреачӗн хисеп паллине тивӗҫнӗ. Ирина Сухарева Пушкӑртстанри чӑвашсен историне тӗпчессипе тата асӑннӑ тӑрӑхри халӑхсен наци культурипе йӑли-йӗркине упраса хӑварассипе нумай ӗҫленине палӑртнӑ. Ирина Витальевна Фейсбукра ҫырнӑ тӑрӑх, Хисеп ячӗсемпе наградӑсемшӗн ӗҫлемест, ҫын ҫине тухма та питех кӑмӑлламасть. «Юратнӑ ӗҫӗме лӑпкӑн ҫеҫ пурнӑҫлама юрататӑп», – тесе ӗнентерет вӑл. Ҫав вӑхӑтрах кӗтмен ҫӗртен чыслани кӑмӑллине пытарман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.05.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ.
| Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Илпек Микулайӗ, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Куторкин Андрей Дмитриевич, Мӑкшӑ республикин тава тивӗҫлӗ ҫыравҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |