Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Вӗренни мулран хаклӑ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

ПУШ
11

Улттӑн вилнӗ
 Таисия Ташней | 11.03.2021 19:02 |

Сывлӑх

Чӑваш Енре пурӑнакансем кӑшӑлвируса пула ҫав-ҫавах чирлеҫҫӗ, вилекенсем те пур. Иртсе кайнӑ талӑкра чире тата тепӗр 45 ҫынӑнне тупса палӑртнӑ, 6 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Цифрӑсене ҫӗршывӑн опештабӗ паян ирпе пӗлтернӗ.

Пандеми пуҫланнӑранпа пирӗн респуликӑра кӑшӑлвируспа 21 пин те 926 ҫын чирленӗ. Пӗтӗмпе 1095 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ, 20 пин те 51 ҫын сывалнӑ. Иртсе кайнӑ талӑкра 38 пациента пульницӑран кӑларнӑ.

25 пин ытла ҫынна кӑшӑлвирусран вакцинаци тунӑ. Хӑшӗсене хальлӗхе пӗр хутчен туса ӗлкӗрнӗ, хӑшӗсене — иккӗ.

 

Хулара
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Шупашкарта нарӑс уйӑхӗнче чи лайӑх дворник кам пулнӑ? Ку ята тивӗҫме ҫӑмӑл пулман ахӑртнех. Ара, нарӑс уйӑхӗнче юр нумай ҫурӗ, ҫил-тӑман вӗҫтерчӗ.

Шупашкарти Мускав районӗн администрацийӗ пушӑн 1-мӗшӗнче «Чи лайӑх дворник» конкурса пӗтемлетнӗ. Унта управляющи компанийӗсенчен 7 заявка килнӗ.

«НИДИ» управляющи компанийӗн ӗҫченӗ Александр Аксаков «Чи лайӑх дворник» ята тивӗҫнӗ. Вӑл Кривов урамӗнчи 22/1-мӗш ҫурта пӑхса тӑрать. «Атӑл» УКн дворникӗ Михаил Ивантаев иккӗмӗш пулнӑ. Вӑл Университет урамӗнчи 8-мӗш ҫурта пӑхса тӑрать «Озон» УКри Луиза Прокопьева виҫҫӗмӗш вырӑна тухнӑ. Вӑл вара Кошевой урамӗнчи 11-мӗш ҫуртра тирпейлет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/70380
 

Культура

Шупашкарти тӗп клуб тытӑмӗ ӗнер Эдуард Кириллов аккомпаниатор-концертмейстера юбилейпа саламланӑ.

Эдуард Васильевич Раҫҫей Федерацийӗн халӑх пултарулӑхӗн хисеплӗ коллективӗнче, «Уяв» халӑх фольклор ансамблӗнче ӗҫлет. Вӑл – Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ.

Унпа пӗрле ӗҫлекенсем Эдуард Кирилловӑн пысӑк пултарулӑхне, ӗҫе юратса та тӗплӗн пурнӑҫланине палӑртаҫҫӗ. «Унра ҫирӗплӗх те пур, ҫынсене ӑнланма пултарни те», – теҫҫӗ ӗҫтешӗсем. «Уяв» халӑх ансамблӗпе вара ятарласа паллаштарма кирлӗ мар. Халӑхра вӑл тахҫанах ят-сум ҫӗнсе илнӗ. Ӑна юратаҫҫӗ, унпа киленеҫҫӗ.

 

Культура

Чулхулари чӑвашсем Ҫӑварни уявне йыхравлаҫҫӗ. Унти йӑхташӑмӑрсен наципе культура автономийӗн ертӳҫи Алина Артемьева Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, уяв пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗнче иртӗ. Унта ҫитсе курас текенсене Автозавод паркне чӗнеҫҫӗ. Уява «Чулхула чӑвашӗсем» ансамбль те хутшӑнӗ. Вӗсем сцена ҫине 13 сехетре хӑпарӗҫ.

Ҫӑварни эрни ҫак вырсарникун вӗҫленӗ. Вӑл кашни ҫулах тӗрлӗрен килет. Вырсарникун ҫынсем пӗр-пӗринчен каҫару ыйтаҫҫӗ.

 

Хулара
7-мӗш ача пахчин архивӗнчи сӑн
7-мӗш ача пахчин архивӗнчи сӑн

Нумаях пулмасть Шупашкарти 7-мӗш ача пахчинче стационарлӑ ача-пӑча планетарийӗ уҫӑлнӑ. Ку ачасемшӗн чӑн-чӑн савӑнӑҫ.

Ӑна хальхи йышши гаджетсемпе тивӗҫтернӗ. Ҫапла майпа шӑпӑрлансем виртуаллӑ экскурсие кайма пултараҫҫӗ. Ҫавӑн пекех планетари пӳлӗмӗнче «Космос» мини-музей пур, унта ачасемпе ашшӗ-амӑшӗ хатӗрленӗ экспонатсем упранаҫҫӗ.

Ача пахчинче йӗркеленӗ планетари пӗчӗкскерсене ӑслӑлӑх тӗпчевӗсемпе кӑсӑклантарма пулӑшать. Ҫапла пӗлтерет Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ.

 

Хулара

Шупашкарта икӗ ҫамрӑк Атӑл урлӑ каҫса ҫухалса кайни пирки пӗлтернӗччӗ. Кунашкал тӗслӗх ҫак кунсенче татах пулнӑ. Хальхинче пӑр тӑрӑх 2002 ҫулта ҫуралнӑ каччӑ уҫӑлса ҫӳренӗ. Анчах вӑл ҫухалса кайнӑ, шӑнса кӳтнӗ.

Пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче 22 сехет те 34 минутра дежурнӑй пульчӗ ҫине хыпар ҫитнӗ: Атӑл ҫинче, Афанасьев пляжӗ ҫывӑхӗнче, каччӑ ҫухалса кайнӑ. Ҫӑлавҫӑсем юрҫӳрен ҫине ларса ҫийӗнчех шырава тухнӑ.

Вӗсем ҫамрӑка часах тупнӑ. Вӑл ӳсӗр пулнӑ. Хӑй ӑнлантарнӑ тӑрӑх, Атӑл урлӑ Сосновкӑна каҫма тӑнӑ, анчах ку тӳрре тухман – ҫухалнӑскер шӑнса кайнӑ, ҫӑлавҫӑсем патне шӑнкӑравлама тивнӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
infopro54.ru сайтри сӑн
infopro54.ru сайтри сӑн

Пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри хулинче путвалта арҫын виллине тупнӑ. Вӑл 56 ҫулта пулнӑ.

Арҫынна пусмӑрласа вӗлернӗ йӗр пулнӑран кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫак тискер ӗҫе 41 ҫулти арҫын тума пултарнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ӑна тытса чарнӑ.

Следствие ӗненес тӗк, 41 ҫултискер ҫав арҫынна пӗлнӗ. Пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче каҫхине вӗсем хулара тӗл пулнӑ, унтан кӗҫӗнреххин килне кайнӑ. Унта хайхискерсем эрех-сӑра ӗҫнӗ, кайран хирӗҫсе кайнӑ. Кӗҫӗнни аслӑраххине хытӑ хӗненӗ, лешӗ вилнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/70363
 

Хулара
foto.cheb.ru сайтри сӑн
foto.cheb.ru сайтри сӑн

Шупашкарта иртен-ҫӳрен арҫын ача балкон чӳречинчен пӑхса тӑнине асӑрханӑ та сехӗрленсе ӳкнӗ. Ара, вӑл тухса ӳкме пултарать-ҫке-ха. Ҫынсем часрах ҫӑлав службине шӑнкӑравланӑ.

Ку пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Роза Люксембург урамӗнче пулнӑ. Пӗчӗк арҫын ача балкон чӳречинчен пӑхса тӑнӑ.

Ҫӑлавҫӑсем шӑнкӑрав йышӑнсанах ҫула тухнӑ. Арҫын ача килте пӗчченех юлнӑ-мӗн, амӑшӗ вӑхӑтлӑха таҫта тухнӑ. Ҫалавҫӑсем вӑл киличчен ачана калаҫтарса тӑнӑ. Юрать, йӑлтах ӑнӑҫлӑ вӗҫленнӗ.

 

Сывлӑх

81 ҫулти хӗрарӑма, кӑшӑлвируспа чирленӗскере, тухтӑрсем леш тӗнчерен кӑларнӑ. Унӑн вӑраха кайнӑ чирсем пулнӑ, ку лару-тӑрӑва тата ҫивӗчлетнӗ.

Ватӑскер Хулари клиника центрӗнче сипленнӗ. Вӑл унта вӑрах выртнӑ. Сывлӑхӗ тӑрук япӑхланнӑран ӑна ИВЛ аппарачӗпе сывлаттарнӑ. Унӑн ӳпки вырӑнне аппарат ӗҫленӗ. Анчах ватӑ ҫынсене кун хыҫҫӑн хӑй тӗллӗн сывлаттарма йывӑр.

Пульница пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫынна сывлӑхӗ йывӑр чухне аппаратпа сывлаттарма тытӑнсан темиҫе кунран мышцӑсем хавшаҫҫӗ, кайран вӗсене ӗҫлеттерсе яма ҫӑмӑл мар.

Хӗрарӑмӑн сывлӑхӗ лайӑхлансан ӑна стационара куҫарнӑ. Пульницӑран вӑл 26 кунран тухнӑ. Халӗ ӑна вырӑнти тухтӑрсем сӑнаса тӑраҫҫӗ.

 

Ӳнер
cheboksary.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cheboksary.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Районсемпе хуласен чи ӳнер шкулӗсем малашне регионсен харпӑрлӑхне куҫӗҫ. Ҫакӑн пирки РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Леонид Черкесов паян Фейсбукра хыпарланӑ. Леонид Ильич пӗлтернӗ тӑрӑх, федераци саккунне виҫҫӗмӗш вулавпа йышӑннӑ.

Ӳнер вӗрентӗвӗпе ҫыхӑннӑ саккун проектне ҫӗршыв Президенчӗ сӗннӗ, депутатсем ӑна ырланӑ.

Ӳнер шкулӗсене муниципалитетсен харпӑрлӑхӗнчен регион шайне куҫарни вӗсен укҫа-тенкӗ лару-тӑрӑвне лайӑхлатасса шанаҫҫӗ. Ҫапла вара вӗсем муниципалитетӑн вӗренӳ тата спорт учрежденийӗсемпе вырӑнти хысна укҫишӗн тупӑшма пӑрахӗҫ. Вӗсене регионсенчи Культура, национальноҫсен ӗҫӗҫен тата архив ӗҫӗн министерстви укҫа уйӑрса пама тытӑнӗ. Кирлӗ хатӗр-хӗтӗрпе, кадрсемпе тивӗҫтерессишӗн Культура министерстви яваплӑ пулӗ.

Пултарулӑх училищисене вӗренме илессипе те ҫӗнӗлӗх кӗтет. Малти вырӑна патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗ мар, пултарулӑх тухса тӑрӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 1238, 1239, 1240, 1241, 1242, 1243, 1244, 1245, 1246, 1247, [1248], 1249, 1250, 1251, 1252, 1253, 1254, 1255, 1256, 1257, 1258, ... 3911
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.06.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хӑвӑрӑн принципсене ӗнентерме тивӗ. Сире никам та ӑнланмасть пек туйӑнӗ. Анчах апла мар. Тавралла пӑхӑр. Таҫта юнашар сирӗн шухӑшсемпе килӗшекен союзник пур, вӑл сире пулӑшӗ. Эрнен иккӗмӗш ҫурри пысӑк япала туянма, коммерци ӗҫӗсем тума ӑнӑҫлӑ.

Ҫӗртме, 08

1869
156
Хальхи Вӑрнар районне кӗрекен Хапӑсра пӗрремӗш хут чиркӳре чӑвашла кӗлӗ тунӑ.
1905
120
Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1940
85
Яковлева Нина Михайловна, паллӑ чӑваш актриси ҫуралнӑ.
1950
75
Вязов Валерий Иванович, агроном, юрист, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1968
57
«Чувашия» пуйӑс пӗрремӗш хут ҫула тухнӑ.
1972
53
Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...