Пӑтӑрмахсем
![]() ohrana.ru сайтри сӑн Елчӗк районӗнчи Тускел ялӗнче 56 ҫулти арҫын виллине тупнӑ. Кӗлетки килӗнче выртнӑ, ӑна пусмӑрласа вӗлерни паллӑ, ҫавна май пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. РФ Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ку тискер ӗҫе 60 ҫулти пиччешӗ тума пултарнӑ. Ӑна тытса чарнӑ. Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ку пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче пулнӑ. Пиччӗшӗпе шӑллӗ пӗр килте пурӑннӑ. Вӗсем ҫав кун хирӗҫсе кайнӑ. Асли кӗҫӗннине ҫӗҫӗпе чикнӗ. Пиччӗшӗ ун чухне ӳсӗр пулнӑ. Шӑллӗ сурана пула тӳрех вилнӗ. Пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче МЧС ветеранӗ Виталий Николаевич Петьков пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл 74 ҫулта пулнӑ. Виталий Николаевич 1947 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Шӑмӑршӑ районӗнчи Карапай Шӑмӑршӑ ялӗнче ҫуралнӑ. 1972-1973 ҫулсенче вӑл ҫарта пулнӑ. 1977-1991 ҫулсенче Чӑваш АССРӗн парти органӗсенче ертӳҫӗ должноҫӗсенче ӗҫленӗ. 1998 ҫултан пуҫласа 2011 ҫулччен Виталий Петьков Чӑваш Енри Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗн председателӗ пулнӑ. 2005-2008 ҫулсенче ЧР Инкеклӗ лару-тӑру министерствин пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ. Виталий Николаевичпа ыран, пушӑн 8-мӗшӗнче, 11.30-12.30 сехетре ҫак адреспа сывпуллашӗҫ: Шупашкар, Мускав проспекчӗ, 9-мӗш ҫурт, 9-мӗш корпус. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() dw.com/ru сайтри сӑн Пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Енре кӑшӑлвирусран 1072 ҫын вилнӗ. Юлашки талӑкра каварлӑ вирус 7 ҫыннӑн пурнӑҫне татнӑ. Кун пирки федераци инфомаци центрӗ пӗлтерет. Паянхи кун тӗлне 21747 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 19893 ҫын сывалнӑ. Юлашки талӑкра 47 ҫын инфекциленнӗ. 46 ҫын вара сывалнӑ. Хальхи вӑхӑтра республикӑра 782 ҫын стационарта е килте амбулатори мелӗпе кӑшӑлвирусран сипленет. Палӑртмалла: Чӑваш Енре юлашки эрнере 38 ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарта кафере арҫын хӗрарӑма тапса хӗненӗ. Ку Коммунистсен урамӗнчи «МарКа» кафере пулнӑ. Паян ҫӗрле 1 сехетре полицие кафере хӗрарӑма хӗнени пирки хыпар ҫитнӗ. Видео пӑхсан ҫакӑ палӑрнӑ: 25-30 ҫулсенчи арҫын, кӑвак куртка , хура спорт шалаварӗ, хура кроссовка тӑхӑннӑскер, хӗрарӑма хырӑмӗнчен темиҫе хутчен тапнӑ. Кафере хайхискер капюшонпа пулнӑ. Халӗ ҫак арҫынна уголовлӑ шырав ӗҫченӗсем шыраҫҫӗ. ШӖМ ҫак арҫынна пӗлекенсене кун пирки 102 номерпе шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Раҫҫей Федерацийӗнчи коммунистсен партийӗн Чӑваш Енри рескомӗн III пленумӗ иртессине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче реском бюровӗн ларӑвӗ иртнӗччӗ. Унта пленума хӑҫан пухӑнасси пирки калаҫнӑ. Реском черетсӗр пленума пухӑннӑ. «Провинцивиль» сайтра пӗлтернӗ тӑрӑх, ларӑва Валентин Шурчановӑн ывӑлӗн, Алексейӑн, ҫывӑх ҫыннисем пухӑннӑ имӗш. Алексей Шурчанова пӗрремӗш секретарь пулма суйланӑ. Парти членӗсем пулнӑ хӑш-пӗр хастара йышран кӑларнӑ. Ҫакӑнта Александр Андреев, Евгений Воронков тата Виктор Макаров лекнӗ. «Версия» сайтра пӗлтернӗ тӑрӑх, пленума пухӑнасси пирки партин Тӗп комитечӗпе тата президиумӗн хӑш-пӗр членӗпе калаҫса татӑлман. Ҫитес эрнере Шупашкара партин представителӗ килсе ҫитессе, вӑл йӗрке тӑвасса шанаҫҫӗ. |
Культура
![]() Ӗнер, пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Шупашкарти Ҫeҫпӗл Мишши музейӗнче «Иккӗн чей ӗҫме аван» пӗp кунлӑx акци ирттернӗ. Культура учрежденийӗн пуҫлӑхӗ Антонина Андреева Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, музее иккӗн пырса куракансене техӗмлӗ чейпе тата кофепе, пыллӑ тата варениллӗ икерчӗпе тӳлевсӗр хӑналанӑ. Ҫeҫnӗл урамӗнчи 8-мӗш ҫypтра вырнаҫнӑ музейра ытти чух та тӗрлӗ мероприяти ирттереҫҫӗ. Унта Ҫеҫпӗл Мишши ятне тивӗҫлипе тытса тӑма тӑрӑшса ун ятне-сумне ӳсекен ҫамрӑк ӑру хушшинче сарассипе ҫине тӑраҫҫӗ. Кӑшӑлвирус тесе мероприятисене онлайн ирттернӗ вӑхӑтра та музейҫӑсем хастарлӑхпа палӑрчӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри полицейскисем Тутарстана командировкӑна кайсан 31 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ. Вӑл пирӗн республикӑра хаклӑ йышши телефонсене кредитпа илнӗ. Хӑйӗн паспорчӗ вара суя пулнӑ. Ҫыхӑну салонӗ иккӗленме тытӑннӑ. Вӗсем полицире заявлени ҫырнӑ. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, арҫын телефон кредитпа илнӗ, вӑл 100 пин тенкӗ ытла тӑнӑ. Арҫыннӑн паспорчӗ вара суя пулнӑ. Пакунлисем ҫав ҫын кам пулнине палӑртнӑ. Арҫын каланӑ тӑрӑх, вӑл суя документа ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче тӗнче тетелӗнче туяннӑ. Чӑваш Ене килсе хаклӑ телефон туяннӑ, кайран ӑна сутма палӑртнӑ. Вӑл ҫапла майпа икӗ телефон туянни тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Виҫҫӗмӗш тӗслӗхре ӑна телефона кредитпа пама хирӗҫленӗ. Палӑртмалла: Тутарстанра ҫак арҫын пӗрре мар суд сакки ҫине ларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ветераны-сн.рф сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан 8 ҫулти ачана ашшӗсӗр юлнӑшӑн пенси пама пӑрахнӑ. Прокуратура пулӑшнипе ҫеҫ парӑма тавӑрма май килнӗ. Тӳлеве вара малалла тӑсаҫҫӗ. Ҫакӑ паллӑ: 2018 ҫулта суд ачан ашшӗ ҫухалнине палӑртнӑ. Ҫавна май ӑна пенси тӳлемелле тунӑ. Анчах 2019 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче Пенси фончӗ пенсие куҫарса пама пӑрахнӑ. Ведомствӑна ачан ашшӗ ӗҫлени пирки хыпар ҫитнӗ-мӗн. Пенси фончӗ тӳлеве пӑрахӑҫлама ыйтса суда тавӑҫ тӑратнӑ. Анчах суд ӑна тивӗҫтермен. Анчах кун хыҫҫӑн та пенси куҫарман. Кун хыҫҫӑн прокуратура Пенси фондне суда панӑ. Суд ӑна тивӗҫтернӗ. Халӗ ачашӑн пенчи куҫать, унчченхи парӑма та – 116 пин тенке – куҫарса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() molnet.ru сайтри сӑн Нумаях пулмасть республикӑра ҫил-тӑман вӑхӑтӗнче аслати авӑтнӑ. Ҫанталӑкран тата мӗн кӗтмелле-ши? Каллех сивӗтет. Хальлӗхе термометр «плюс» кӑтартмӗ. Ҫитес 10 кунра ҫанталӑк хӗвеллӗ пулсан та ӑшӑ пек туйӑнмӗ. Ҫитес эрне варринче вара каҫхине термометр 25 градус сивӗ кӑтартма пултарӗ. Пушӑн 8-мӗшӗнче ҫил-тӑман вӗҫтерӗ. Юр вӑйлах ҫумӗ, анчах ҫил ҫеккунтра 16 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушӑн 13-мӗшӗнчен ӑшӑтма тытӑнӗ. Анчах йӗпе юр ҫума тытӑнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() vedomosti.ru сайтри сӑн Юлашки талӑкра 6 ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ. Ку таранччен республикӑра 1065 ҫын каварлӑ вируса парӑнтараймасӑр пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Юлашки талӑкра 39 ҫын сывалнӑ. Чирлекенсем вара 48-ӑн пулнӑ. Паянхи кун тӗлне республикӑра 21700 ҫын кӑшӑлвируспа инфекциленнӗ. Вӗсенчен 19847-шӗ сывалнӑ. Чирленисен 94,5 проценчӗ кӑшӑлвируса парӑнтарнӑ, 4,9 проценчӗ вилнӗ. Хальхи вӑхӑтра 788 ҫын стационарта е килте амбулатори мелӗпе кӑшӑлвирусран сипленет. Сӑмах май, пӗлтӗр пушӑн 19-мӗшӗнче Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирленӗ пӗрремӗш ҫынна тупса палӑртнӑ. Кӗҫех унтанпа ҫулталӑк ҫитет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.06.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Хальхи Вӑрнар районне кӗрекен Хапӑсра пӗрремӗш хут чиркӳре чӑвашла кӗлӗ тунӑ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Яковлева Нина Михайловна, паллӑ чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Вязов Валерий Иванович, агроном, юрист, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Чувашия» пуйӑс пӗрремӗш хут ҫула тухнӑ. | ||
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |