Чӑваш чӗлхи
![]() Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнче сапаланнӑвашсем валли «Эп сирӗнпе, пин-пин чӑваш!» регионсем хушшинчи конкурс ирттерме йышӑннӑ. Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши музейӗн ертӳҫи Антонина Андреева Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурса видеороликсене йышӑнӗҫ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне 2021 ҫулхи халӑх ҫыравне ирттернӗ май йӗркелеме йышӑннӑ. Конкурса шкул ачисем, студентсем тата аслӑрах ҫулхисем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Чӑваш илемлӗ литературинчи пӗр хайлава (е хайлав пайне) чӑвашла хитре вуланине ӳкерсе видеоролик туса mussespel@mail.ru электрон почтӑпа пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗччен ярса памалла. Поэзи, проза е драма хайлавӗсенчен пӗрне суйласа илме юрать. Ыйтусем пулсан +7-8352-58-08-79 номерпе 09.00-18.00 сехетсенче кашни кун (тунти кунпа вырсарни кунсемсӗр пуҫне) шӑнкӑравлама сӗнеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Зоя Ярдыкова ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ каҫ иртӗ. Зоя Ярдыкова артистра, режиссёрта, педагогра ӗҫленӗ. Вӑл — РСФСР культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Чӑваш АССР искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. Зоя Ярдыкова ҫуралнӑранпа паян, нарӑс уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, 100 ҫул ҫитет. Муркаш районӗнчи Шаптакра кун ҫути курнӑскер — Чӑваш актерӗсен ГИТИСра пӗлӳ илнӗ пӗрремӗш студийӗн йышӗнче. Чӑваш драма театрӗнче спектакльсенче вылянӑ вӑхӑтрах режиссурӑна хӑнӑхнӑ. Сумлӑ ҫынна асра тытса театрта «Телейлӗ ҫул пултӑр» театризациленӗ концерт хатӗрлӗҫ. Унта Зоя Димитриевнӑн вӗренекенӗсемпе ӗҫтешӗсен аса илӗвӗсем те пулӗҫ. Пултаруллӑ ҫынна сума сӑвакансене пурне те юбилей каҫне йыхравлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ Шупашкар хулин хавшак сывлӑхлӑ ачасене пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 2-мӗш шкулӗпе пӗрле «Хавшак сывлӑхлӑ ачасене чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентес уйрӑмлӑхсем» ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ ирттерӗ. Вӑл нарӑс уйӑхӗн 19-мӗшӗнче пулӗ. Конференцие Тӗнчери халӑхсен тӑван чӗлхе кунне халаллӗҫ. Конференци программине ҫак ыйтусемпе докладсем кӗртме палӑртнӑ: «Хавшак сывлӑхлӑ ачасене чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентмелли майсемпе мелсем»; «Хавшак сывлӑхлӑ ачасен этнокультура компетецине йӗркелесси»; «Хавшак сывлӑхлӑ ачасене вӗрентмелли хальхи технологисем». Конференцие хутшӑнма тӗпчевҫӗсене, аслӑ тата вӑтам шкул преподавателӗсене йыхравлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри олимп резервӗн спорт шкулӗсенче тӑрӑшакан тренерсем уйӑхсерен вӑтамран 22 пин тенкӗ ӗҫ укҫи илеҫҫӗ. Ку вӑл хушма пӗлӳ паракан организацисенче илекенсен шалӑвӗнчен 25 процент пӗчӗкрех. Тренерсемшӗн ҫивӗч ыйтӑва Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ ҫумӗнчи Стратеги аталанӑвӗ тата проект ӗҫ-хӗлӗ енӗпе ӗҫлекен канашӑн ларӑвӗнче хускатнӑ. Республика Элтеперӗ Олег Николаев шухӑшланӑ тӑрӑх, шалу виҫине тишкермеллех. Унтан та ытларах — ку ыйтӑва Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗсемпе пӗрле татса памалла тесе каланӑ. Тренерсен шалӑвӗ Федерацин Атӑлҫи округӗнче чи пӗчӗкки иккен. Раҫсейри вӑтам шалуран вара икӗ хут сахалрах. Республика Элтеперӗ тренерсен шалӑвне педагогсемпе пӗрле ӳстермелле саккун йышӑнсан тӗрӗс. Ҫавӑн пек йышӑнӑва ҫӗршыв шайӗнче тумалла. Хальлӗхе вара ыйтӑва республикӑн Финанс тата Спорт министерствисен пӗр шухӑшлӑн пулса татса пама хушнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() yandex.ru/turbo/vz.ru сайтри сӑн Паян тепӗр 6 ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ. Ӗнер ку хисеп 5-пе танлашнӑччӗ. Ку таранччен республикӑра 905 ҫын кӑшӑлвируса пула пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Кӑҫал кӑна вирус 348 ҫыннӑн пурнӑҫне татнӑ. Юлашки талӑкра 88 ҫын чирленӗ. Сывалакансем 77-ӗн пулнӑ. Ку таранччен пӗтӗмпе 19817 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 17884-шӗ сывалнӑ. Палӑртмалла: кӑшӑлвируса пула ҫын вилесси нарӑс уйӑхӗн 2-мӗшӗнче чакма пуҫланӑ. Унччен талӑксерен 9-13 ҫын вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() YouTube сайтран илнӗ сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан вӑйӑ выляса укҫа ҫухатнӑ. Вӑл тӗнче тетелӗнче палламан ҫынна 3 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Хайхискер вӑййа ытларах аталантарма шантарнӑ. 26-ри хӗр полицие ҫитсе йӑлтах каласа панӑ. Вӑл вӑйӑ выляса пуҫне ҫухатнӑ, вӑййа хӑвӑртлатас тесе шутланӑ. Кун валли вара баллсем пухмалла имӗш. Вӗсене вара вӑйӑн официаллӑ сайтӗнче сутнӑ. Хӗр форум-сообществӑна кӗнӗ. Унта ӑна йӳнӗпе балл илме сӗннӗ. Палламан ҫын суммине каланӑ, ӑна куҫарса пама ыйтнӑ. Укҫа куҫсанах палламан ҫын хӗре блокировка тунӑ, ку ун патне тек ҫырайман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Кӑрлачӑн 30-мӗшӗнче полици сержанчӗсем Сергей Савушкин тата Алексей Крючков дежурствӑра пулнӑ. Вӑхӑт нумай та иртмен – Ҫӗмӗрлери полици уйрӑмне шӑнкӑрав ҫитнӗ. Хайхискер кӳршин хваттерӗнчен тӗтӗм тухнине пӗлтернӗ. Ун чухне ҫур ҫӗр ҫитнӗ ӗнтӗ. Полици сержанчӗсем темиҫе минутранах унта ҫитнӗ. Арҫыни каланӑ тӑрӑх, кӳрши килтех пулмалла, анчах шаккасан уҫман. Йӗрке хуралҫисем строительство монтировки пулӑшнипе алӑка уҫса шала кӗнӗ, унта ҫӑра тӗтӗм пулнӑ. Кил хуҫи ҫывӑрнӑ. Тӗпелте вара плита ҫинче кастрюль ларнӑ, унти апат ҫунса ларнӑ. Полицейскисем ҫулӑма сӳнтернӗ, арҫынна вӑратса урама тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Вӑрнарти васкавлӑ медпулӑшу фельдшерӗсем 68 ҫулти арҫыннӑн пурнӑҫне ҫӑлнӑ. Вӑл чӗрепе аптӑраса ӳкнӗ, 01 номерпе шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Фельдшерсем вырӑна ҫитсен арҫыннӑн миокард инфаркчӗ пулнине палӑртнӑ. Пӗрремӗш медпулӑшу панӑ вӑхӑтра пациент тӑнне ҫухатнӑ, сывлама пӑрахнӑ. Фельдшерсем чӗрине реанимаци тума тытӑннӑ, дефибрилляци тунӑ. Кӗҫех вӗсем тӑрӑшнипе пациент тӑна кӗнӗ, сывласа янӑ. Арҫынна Шупашкарти кардиологи диспансерне илсе ҫитернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Нумаях пулмасть ЧР культура министрӗн ҫумне Елена Черновӑна ӗҫрен кӑларни пирки пӗлтернӗччеӗ. Ку должноҫе йышӑнмалли ҫын тупӑннӑ та – Шупашкарти Николаев паркӗн директорӗнче ӗҫленӗ Георгий Богуславский ҫак тивӗҫе пурнӑҫлама тытӑннӑ. Халӗ Светлана Каликова министрӑн виҫӗ ҫум: Татьяна Казакова, Надежда Павлова тата Георгий Богуславский. Надежда Павлова ҫавӑн пекех йӗркелӳ ӗҫӗсен пайӗн пуҫлӑхӗ те. Каласа хӑварар: Георгий Богуславский Кисловодскра ҫуралнӑ, И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра вӗреннӗ, Мускаври М.Шолохов ячӗллӗ патшалӑх гуманитари университетне пӗтернӗ. Николаев ячӗллӗ парк директорӗнче вӑл 2007 ҫултанпа ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Федерацин суд приставӗсен службин Чӑваш Енри управленине ҫӗнӗ ҫын ертсе пыма тытӑннӑ. Вӑл — Смоленскра ҫуралнӑ Денис Борисов. Маларах ҫак тивӗҫе вӑл вӑхӑтлӑх пурнӑҫланӑччӗ, халӗ тилхепене ӑна шанса пама йышӑннӑ. Денис Борисов суд приставӗсен тытӑмӗнче 2002 ҫултанпа ӗҫлет. Маларах вӑл Мускавра тӑрӑшнӑ, суд приставӗсен Савелов районӗнчи пайӗнче аслӑ пристав пулнӑ. Денис Борисова «Ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» II степеньлӗ орден медалӗпе чысланӑ тата «ПМ-9-мм» пистолет парса хавхалантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Егоров Николай Егорович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |