Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Икӗ куяна хӑвалакан пӗрне те тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Хулара

Шупашкарта кӳрсе килнӗ 4 троллейбус маршрут ҫине тухнӑ. Тепӗр тӑваттӑшӗ ҫак эрне вӗҫӗччен ҫула тухӗҫ. Ҫапла шантарать ЧР Транспорт министерстви.

Икӗ ҫӗнӗ троллейбус Шупашкарта 1-мӗш маршрутпа ҫӳреҫҫӗ. Тепӗр иккӗшӗ – 18-мӗш тата 21-мӗш маршрутсем ҫинче.

Шупашкарти троллейбус управленине панӑ тепӗр тӑватӑ троллейбус обкатка тӑваҫҫӗ. Сӑмах май, пӗри ҫӗмӗрӗлсе те ӗлкӗрнӗ.

Икӗ ҫӗнӗ троллейбус Ҫӗнӗ Шупашкарта 54-мӗш маршрут ҫине тухӗ. Палӑртмалла: Чаваш Ене 68 троллейбусран 31-шӗ килнӗ. Тепӗр 37-шӗ ака уйӑхӗн 1-мӗшӗччен ҫитмелле.

 

Республикӑра
Ивановсен архивӗнчи сӑн
Ивановсен архивӗнчи сӑн

Шупашкар районӗнчи Шӑнкас ялӗнче пурӑнакан мӑшӑр кашни ҫулах кил умне юртан ӑсталанӑ кӳлепесемпе илемлетет. Николайпа Ираида Ивановсем ав халӗ те кӳлепесем хатӗрленӗ. Вӗсем – Юратакансен кунӗпе ҫыхӑннисем.

Ҫак илемлӗ вырӑнта сӑн ӳкерӗнме пулать. Ивановсем каланӑ тӑрӑх, ҫак кӗтесе ӑсталама 3 кун кирлӗ пулнӑ. Ӑна вӗсем каҫхине ӗҫ хыҫҫӑн тунӑ. Кил умӗнче юртан хатӗрленӗ чӗресем вырӑн тупнӑ. Кил хуҫи хӑйех гирлянда ӑсталанӑ.

Ираидӑпа Николай 37 ҫул пӗрле пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем виҫӗ ывӑл ӳстернӗ, халӗ мӑнукӗсемпе савӑнаҫҫӗ. Кӑҫал вӗсен картишӗнче ҫулталӑк палли Вӑкӑр та пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/69702
 

Сывлӑх
yakutia-daily.ru сайтри сӑн
yakutia-daily.ru сайтри сӑн

Кӑшӑлвируспа чирлекенсен йышӗ чаксах пырать. Ку – лайӑх хыпар. Вилекенсен йышӗ те пӗчӗкленет. Паян тепӗр 6 ҫыннӑн пурнӑҫӗ кӑшӑлвируса пула татӑлнӑ.

Ку таранччен 20154 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 18251-шӗ сывалнӑ. Вилекенсен йышӗ 1 пине ҫывхарать: 926 ҫын вируса парӑнтарайман.

Юлашки талӑкра 79 ҫын чирленӗ. Ку кӑтарту майӗпен пӗчӗкленсе пырать. Сывалакансем нумайланнӑ: пӗр талӑкра 108 ҫын чире парӑнтарнӑ.

Аса илтерер: Чӑваш Ене кӑшӑлвирусран хӳтӗленмелли вакцинӑн тепӗр партийӗ килнӗ. Пӗтӗмпе прививка тумалли 35 пункт йӗркеленӗ. Шупашкарта виҫӗ суту-илӳ центрӗнче вакцинаци пункчӗ тӑвасшӑн.

 

Ҫул-йӗр

«Победа» авиакомпани Шупашкартан Мускава хушма авиарейс уҫма йышӑннӑ. Шупашкарти А.Г. Николаев ячӗллӗ аэропортра хальлӗхе пӗлтернӗ тӑрӑх, хушма рейспа самолет 17 сехет тӗлӗнче ҫула тухмалла. Авиарейс кашни кунах пулмалла. Рейс ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче уҫӑлӗ.

Хушма рейспа уҫакан самолет Мускаври «Шереметьево» аэропортӗнче анса ларӗ. Халӗ «Победа» «Внуково» аэропортран Шупашкара килсе каялла та унтах илсе каять. Мускава ҫӳрекенсенчен пӗр пайӗ ҫӗршывӑн тӗп хулинчи «Шереметьево» аэропортне вӗҫме ӗмӗтленни пирки Шупашкарти аэропортӑн Инстаграмри страницинче унччен тӑтӑшах ҫыркалатчӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://www.instagram.com/p/CLB5mw7AAeA/
 

Раҫҫейре

Мускавра пулса иртнӗ пӑтӑрмаха Етӗрне районӗн сучӗ тишкернӗ. «Мускаври метрополитен» Чӑваш Ен арҫыннинчен 63 пин тенкӗ шыраса илнӗ.

Иртнӗ ҫулхи кӗркунне Мускаври «Новоясеневская» станцире Чӑваш Ен арҫынни, унта пурӑнаканскер, платформӑн палӑртнӑ йӗрӗнчен шаларах кӗнӗ та тоннеле пуйӑса хирӗҫ аннӑ. Юрать-ха, инкек пулман. Пуйӑс арҫынна тӗкӗрӗпе ҫеҫ лекнӗ.

Кун хыҫҫӑн метрона чарнӑ. Ҫавна май тӑватӑ пуйӑс расписанипе каяйман. Ку вара метрополитеншӑн тӑкак. Ӑна судра арҫынран шыраса илнӗ.

 

Сумлӑ сӑмах Чӑваш чӗлхи

«Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫине» пуянлатса пынӑ май пӗлмен ҫыравҫӑсен, куҫаруҫӑсен, журналистсен ячӗсене чылай тӗл пулма тиврӗ. Ҫавна май вӗсем пирки сире те пӗлтерес терӗм.

Чӑн та, чӑваш ҫыравҫисем пирки хатӗрленӗ чи анлӑ кӗнекесенчен пӗри вӑл — Петӗр Ялкир хатӗрленӗ «Литературный мир Чувашии». Чӑн та пысӑк ӗҫ туса ирттернӗ, кам-кам кӑна ҫук пуль унта. Ҫавах ӑна ниепле те тулли кӗнеке тесе хаклама ҫук. Вырӑсларан чӑвашла куҫаракансем унта чылай пулин те хӑшӗ-пӗрин ячӗ ҫук ҫав. Пӗрисене шыраса тупайман, теприсем сиксе юлнӑ, виҫҫӗмӗшӗсене, тен, юриех кӗртмен. Акӑ Михаил Рубцовах илес. Николай Гоголӗн, Аркадий Гайдарӑн, Иван Тургеневӑн, тата ытти ытлашшиех те паллӑ мар ҫыравҫӑсен хайлавӗсене пит нумай вырӑсларан чӑвашла куҫарнӑ. Анчах Ялгирӑн справочникне лекеймен.

Васильев Иван Степанович

Елчӗк ҫӗрӗнче ҫуралнӑскер, Елчӗк районӗн «Колхоз ялавӗ» хаҫатӑн яваплӑ секретарӗ. Ӗмӗрӗ унӑн вӑрӑмах пулман, ҫавах Лев Толстойӑн «Казаксем» тата Эммануил Казакевичӑн «Ҫӑлтӑр» повеҫсене чӑвашла куҫарма ӗлкӗрнӗ.

Малалла...

 

Вӗренӳ

Нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнчи пӗр каҫра Чӑваш Енри 400 ытла шкула тӗрӗсленӗ. Правӑна сыхлакан органсенче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗркаҫ каҫхине мина хума пултарни ҫинчен электрон почтӑпа ҫырусем ҫӗршыври тӗрлӗ шкула ҫитнӗ.

Чӑваш Енре мӗнпур районти 400 ытла вӗренӳ заведенине тӗрӗсленӗ. Мина хунӑ тени суя сӑмах пулнӑ.

Паян ирпе, нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, ирхи 7 сехетре Шупашкарти 23-мӗш шкулта мина хунӑ тесе хӑратнӑ. Шкулта ҫв вӑхӑтра пулнӑ 20 ҫынна эвакуацилеме тивнӗ. Нимле мина та тупӑнман.

Право хуралӗнче ӗҫлекенсем халӗ суйса шӑнкӑравлакансене палӑртассипе ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсене 5 ҫул таран ирӗкрен хӑтарма пулать.

 

Чӑваш чӗлхи

Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкассинчи вӑтам шкулта вӗҫӗмех тӗрлӗ мероприяти ирттереҫҫӗ, мӗн те пулин ҫӗннине шухӑшласа кӑларма ӑнтӑлаҫҫӗ.

Шкулти «Ӑста калем» кружока ҫӳрекенсем журналистикин пӗрремӗш утӑмне тунӑ май хӑйсене тележурналист вырӑнӗнче туйса курнӑ.

Кружок ертӳҫи, шкулта чӑваш чӗлхипе литеатурие вӗрентекен Алина Николаева пӗлтернӗ тӑрӑх, 8 класра вӗренекенсем 9 класс ачисенчен интервью илнӗ.

Кружок ертӳҫипе ун пулӑшуҫи Наталья Никифорова аслӑ пионервожатӑй (видео ӳкерессишӗн тата ӑна монтаж туса йӗркене кӗртессишӗн Наталья Станиславовна яваплӑ) малтанхи кӑларӑмра 8 тата 9 класра вӗренекенсене пурне те явӑҫтарас, кӑсӑклантарса ярас тӗллев лартнӑ. Ҫитес кӑларӑмсенче вӗсем шкулти ытти ачана та хутшӑнтарма палӑртнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://m.vk.com/wall-101490572_4336?
 

Спорт
Татьяна Акимова — сулахай енче иккӗмӗшӗ. MiRSporta сӑнӳкерчӗкӗ
Татьяна Акимова — сулахай енче иккӗмӗшӗ. MiRSporta сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш ҫӗрӗн хальхи вӑхӑтри маттур хӗрӗ, халӗ Тӗмен облаҫӗшӗн ӑмӑртакан Татьяна Акимова биатлон енӗпе иртекен Тӗнче чемпионатне хутшӑнӗ. Спортсменсем нарӑс уйӑхӗн 10-21-мӗшӗсенче Словенири Поклюкӑра ӑмӑртӗҫ.

Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине 6 хӗрарӑмпа 6 арҫын кӗнӗ: Светлана Миронова, Евгения Павлова, Ульяна Кайшева, Татьяна Акимова, Ирина Казакевич, Лариса Куклина, Александр Логинов, Матвей Елисеев, Эдуард Латыпов, Антон Бабиков, Евгений Гараничев, Карим Халили.

Италири Антхольцра биатлон енӗпе иртнӗ Тӗнче кубокӗн тапхӑрӗнче Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ команди эстафетӑра пӗрремӗш вырӑна тухнине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: ылтӑн медале тивӗҫнӗ тӑватӑ биатлонисткӑран пӗри Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ Татьяна Акимова пулнӑччӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://tass.ru/sport/10630915
 

Чӑваш чӗлхи
original-present.ru сайтри сӑн
original-present.ru сайтри сӑн

Нумаях пулмасть ЧР Наци вулавӑшӗ ыйтса пӗлмелли службӑна хута янӑ. Вӑл чӑваш чӗлхипе ҫыхӑннӑ.

Вӑл е ку сӑмах чӑвашла мӗнле куҫнине пӗлместӗр-и? Тен, эсир сӑмах е сӑмах ҫаврӑнӑшӗн пӗлтерӗшне ӑнланмастӑр? Ҫак службӑна шӑнкӑравлама пултаратӑр. Унта ҫак номерсемпе шӑнкӑравласа ҫитме пулать: 8(8352) 23-02-17 (146, 147 хушмалла).

Вулавӑш ӗҫченӗсем пулӑшу ыйтнӑ ҫынна литература та сӗнме пултараҫҫӗ. Ыйтса пӗлмелли служба ӗҫ кунӗсенче ҫеҫ ӗҫлет.

 

Страницӑсем: 1 ... 1243, 1244, 1245, 1246, 1247, 1248, 1249, 1250, 1251, 1252, [1253], 1254, 1255, 1256, 1257, 1258, 1259, 1260, 1261, 1262, 1263, ... 3891
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Тахҫанхи ӗҫсене пурнӑҫлама вӑхӑт ҫитнӗ. Ҫывӑх ҫынсенчен пӗри сирӗн пурнӑҫра стабильлӗх ҫуккишӗн кӑмӑлсӑрланма пултарӗ. Ахӑртнех, эсир тӑрӑшсан лару-тӑрӑва йӗркелеме пултаратӑр. Нимӗн те тумасан лару-тӑру ҫивӗчленӗ ҫеҫ.

Ҫу, 13

1940
85
Егоров Николай Егорович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...