Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Хулара
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Ҫӗртме уйӑхӗн 16-мӗшӗнче 16 сехет те 40 минутра Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта пурӑнакан 36-ри хӗрарӑм 6 ҫулти ывӑлӗ ҫухални пирки полицие пӗлтернӗ. Пӗчӗкскер аслисенчен ирӗк ыйтмасӑр урама тухнӑ та самокатпа ярӑннӑ. Хайхискер «Вятка» ҫулпа пынӑ та пынӑ… Ача ҫур сехет ҫапла ярӑннӑ. Ӑна ҪҪХПИ ӗҫченӗсем асӑрханӑ. Ҫав вӑхӑт тӗлне амӑшӗ сехӗрленсе ӳкнӗ ӗнтӗ, ӑна шыранӑ. Арҫын ачана Ҫӗнӗ Шупашкара кӗнӗ ҫӗрти постра тӑракан Андрей Ильин асӑрханӑ. Полицейскисем ачана поста илсе килсе чей ӗҫтернӗ, мультик ярса панӑ. Микрорайонтан спутник хулана ҫитиччен пӗр водитель те чарӑнса ача пӗччен ӑҫта кайни пирки кӑсӑкланман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |