Ҫитес эрнере те шкул ачисем дистанци мелӗпе вӗренӗҫ-и? Кун пирки оперштаб ларӑвӗнче калаҫнӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 14-мӗшӗнченпе 5-8 мӗш классем ҫавӑн пекех дистанци мелӗпе ӑс пухӗҫ. Ку Шупашкар, Ҫӗмӗрле тата Канаш хулисене пырса тивет. 1-4-мӗш тата 9-11-мӗш классем шкула ҫӳреме пуҫлӗҫ. Хальлӗхе йышӑннӑ тӑрӑх, ку нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗччен пулӗ.
Шупашкарти хушма пӗлӳ паракан учрежденисем дистанци мелӗпе малалла ӗҫлӗҫ. Шкулсенче вара санитари мерисене ҫирӗп пӑхӑнмалла: ӳт температурине виҫмелле, пӳлӗмсенче сывлӑша дезинфекцилемелле, тусана шӑлсах тӑмалла.
Аса илтерер: кӑшӑлвируспа чирлекенсем нумайланнӑран Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти шкул ачисем икӗ эрне дистанци мелӗпе вӗреннӗ. Хӑш-пӗр муниципалитетра та ачасем нумаййӑн чирленӗ тӗк дистанци мелӗпе вӗрентме ирӗк пулнӑ.