Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарти тӳре-шара хулари коммуналлӑ хуҫалӑх ӗҫченӗсем епле ӗҫленине тӗрӗслеме тухнӑ. Пуҫлӑхсем нарӑс уйӑхӗн 6-мӗшӗнче хулан тӗп пайӗнчи урамсене тӗрӗсленӗ. Тӳре-шара Ленин проспекчӗпе, Ильбек, Маршак, Энгельс тата Чапаев урамӗсене тӗрӗслеме тухнӑ. Вӗсен унти 40 ытли картише кӗрсе тухнӑ. Тӳре-шара куҫӗ тӗлне юр тасатман тротуарсем, вӗренӳ заведенийӗсен умӗсем килнӗ. Кӑлтӑксемшӗн «Дорэкс» акционерсен обществине сӑмах тивнӗ. «Теплый дом», « Кван», «Старко», «Волна» управляющи компанисем картишсене йӗркеллӗ тасатса тӑман, нумай хваттерлӗ ҫурт-йӗр ҫивитти ҫинчи пӑр тумламне тасатман. «Жилкомсервис-1» тулли мар яваплӑ общество урама тӑварпа хӑйӑр хутӑшӗпе сапман. Йӗркеллӗ ӗҫлемен управляющи компанисене йӗркеллӗ ӗҫлеме хушнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Республикӑна кӑшӑлвирусран хӳтӗленмелли вакцинӑн 12600 дозине илсе ҫитернине, прививка тумалли 35 пункт йӗркеленине пӗлтернӗччӗ. Чӑваш Ене кӳрсе килнӗ вакцинӑна республипе пайланӑ ӗнтӗ. Нарӑсӑн 5-мӗшӗнче ӑна чи аякри районсене илсе ҫитернӗ. Кӑшӑлвирус сарӑлассипе кӗрешекен оперштабӑн ларӑвӗнче ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Алексей Кизилов пӗлтернӗ тӑрӑх, ялта пурӑнакансене вакцинаци тума меллӗ пултӑр тесе пульницӑна санитари автотранспорчӗпе илсе ҫитереҫҫӗ. Хальлӗхе ялти 66 ҫынна пульницӑна прививка тума илсе ҫитернӗ, каялла илсе килнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() lenta.ru сайтри сӑн Паянхи кун тӗлне республикӑра 20075 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 18143-шӗ сывалнӑ. Ку 90 процентпа танлашать. Шел те, 920 ҫын каварлӑ вируса парӑнтараймасӑр пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Юлашки талӑкра 4 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Сӑмах май, кун пек пӗчӗк статистика тахҫантанпах пулман. Пӗр талӑкра 80 ҫын инфекциленнӗ. Сывалакансем нумайрах пулнӑ – 103 ҫын. Хальхи вӑхӑтра стационарта тата килте амбулатори мелӗпе кӑшӑлвирус диагнозӗ ҫирӗпленнӗ 1012 ҫын сипленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() gorobzor.ru сайтри сӑн Чӑваш Енри шкулсенче кӑшӑлвируспа чирлекенсем тупӑнсах тӑраҫҫӗ. Иртнӗ эрнере 40 ҫынна палӑртнӑ, ку эрнере – 37. ЧР вӗренӳ министрӗ Алла Салаева пӗлтернӗ тӑрӑх, шкулсемпе ача пахчисенче вӗрентекенсем чирлеҫҫӗ. Паянхи кун тӗлне Элӗк районӗнчи Тени ялӗнчи шкул дистанци мелӗпе вӗренет. Унта 40 ача вӗренет, вӗсен – карантин. Унти икӗ ӗҫчен кӑшӑлвируспа чирленӗ. Республикӑри 16 шкулти 24 класра карантин пырать. Ҫавна май халӗ 540 ача дистанци мелӗпе вӗренет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Чӑваш чӗлхи
Аван-и!!! Пит кӗскенЯндекс.Куҫарушӑн кама-кама та тав туса пӗтерейменни те халӗ те тӗплӗн пӗлейместӗп! Яндексра ку енӗпе те пит конкретлӑ ӗҫ-пулӑм пулса пынишӗн чӑннипех хӗпӗртемелле. Шухӑшӑма ҫирӗплетме пӗр кӗске текст кӑна илсе кӑтартатӑп. Чи малтан — яндекс чӑвашла куҫарни пулӗ (чарӑну паллисене те ҫаплах, тӗкӗнмесӗр хӑварнӑ унта), малалла ҫав текстӑн — вырӑсла оригиналӗ, кайран — хамӑр кӑштах юсанӑ вариант.
|
Хулара
![]() nk-online.ru сайтри сӑн Нарӑс уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти полици уйрӑмне арҫын пулӑшу ыйтма пынӑ. Вӑл ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ултавҫӑсене 900 пин тенкӗ ытла куҫарса панӑ. 64-ри арҫын патне палламан хӗрарӑм шӑнкӑравланӑ. Хӑйӗнпе банк ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Хайхискер пӗлтернӗ тӑрӑх, такам арҫыннӑн харпӑр счетӑн электрон хӳтӗлевне ҫӗмӗрнӗ, ун ячӗпе 1 миллион тенкӗ кредит илнӗ имӗш. «Банк ӗҫченӗ» пулӑшма шантарнӑ. Арҫын вӑл каласа пынине пурнӑҫласа малтан 100 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Унтан банкран кредит илме заявка ҫырнӑ. Кивҫене ӑна панӑ. Вӑл ӑна илсе пӗчӗкшерӗн ҫав хӗрарӑм кӑтартнӑ счетсем ҫине куҫарма тытӑннӑ. Юлашкинчен лешӗ ҫыхӑнӑва тухма пӑрахнӑ, ун патне шӑнкӑрав кайман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() bookmaker-ratings.ru сайтри сӑн Юлашки вӑхӑтра ҫакӑ савӑнтарать: кӑшӑлвирусран пӗр талӑкра чирлекенсем те, вилекенсем те майӗпен сахалланса пыраҫҫӗ. Паян валли тепӗр 5 ҫын вируса парӑнтараймасӑр пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ку таранччен республикӑра пурӑнакан 19995 ҫын кӑшӑлвируспа инфекциленнӗ. Вӗсенчен 18040-шӗ сывалнӑ. Паянхи кун тӗлне 916 ҫын кӑшӑлвируса пула вилнӗ. Инфекциленнисен 4,6 проценчӗ каварлӑ чире парӑнтарайман. Юлшки талӑкра 87 ҫын инфекциленнӗ. Сывалакансем 81 ҫын пулнӑ. Аса илтерер: республикӑра кӑшӑлвирусран хӳтӗленмелли прививка тума пуҫланӑ, пӗтӗмпе 35 пункт йӗркеленӗ. Шупашкарти виҫӗ суту-илӳ центрӗнче вакцинаци тума палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, 16 сехет те 30 минутра, «Шупашкар-2» станци тӗлӗнче, «М-7» ҫул ҫинче икӗ автомашина ҫапӑннӑ. Чӑваш Ен Шалти ӗҫсен министерствин пресс-службинче малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх, «ВАЗ-2110» автомобиль Мускав енне кайнӑ. Тахӑш самантра вӑл руле пӑрса янӑ та автомобильсем хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ. Унта вӑл «Нива» машинӑпа ҫапӑннӑ. «Вуннӑмӗшӗн» водителӗпе пассажирӗ, ҫавӑн пекех «Нивӑн» икӗ пассажирӗ суранланнӑ. «Нивӑн» водителӗ тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтман. Ҫул ҫинчи инкек сӑлтавне специалистсем палӑртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫул-йӗрпе патруль службин сӑнӳкерчӗкӗ Паян ирхине Ҫӗнӗ Шупашкарти промзонӑра шӑнса кӳтнӗ икӗ ҫынна тупнӑ. Вӗсене патрулировани маршрутне тӗрӗслеме тухнӑ ҫул-йӗрпе патруль службин ӗҫченӗсем асӑрханӑ. Арҫынсем ӳсӗр пулнӑ. Хайхискерсем шӑнса кӳтнипе хӑйсем тӗллӗн утайман. Пакунлисем вырӑна васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Тухтӑрсем вӗсене Шупашкарти наркологи диспансерне илсе ҫитернӗ. Ҫӗрле вара Куславкка районӗнчи ҪҪХПИ ӗҫченӗсем «ГАЗель» водительне пулӑшнӑ. Унӑн М-7 ҫул ҫинче кардана ҫӗмӗрӗлсе кайнӑ. Пакунлисем ӑна машинӑна юсма пулӑшнӑ. Унтан ӑна автозапавка таран ӑсатса янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Шупашкарти Чӑваш тӗррин музейӗнче «Авалхи йӑхсен еткерӗ» курав уҫӑлӗ. Ӑна Чӑваш наци музейне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ. Фондри ӗҫсенчен йӗркеленӗ курав чӑвашсен пуян культурипе паллаштарӗ. Унта сайра тӗл пулакан этнографи экспоначӗсем те пулӗҫ. Вӗсене музей ӗҫченӗсемпе культура ӗҫченӗсем тӗрлӗ ҫулта пухса хатӗрленӗ. Пурнӑҫне музей ӗҫне халалланӑ маттурсемпе те паллаштарӗ курав. Музей коллекцийӗ пирки каласан, вӑл тӗрлӗ экспедици вӑхӑтӗнче пуянланнӑ. 1926-1928 ҫулсенче Питӗрти (ун чухне Ленинградри) Историпе пурлӑх культурин патшалӑх академийӗн экспедицийӗ иртнӗ, 1949-1952 ҫулсенче — СССР Наукӑсан академийӗн Хусанти филиалӗн профессорӗ Н.И. Воробьев ертсе пынипе йӗркеленӗ экспедицийӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Егоров Николай Егорович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |