Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Сывлӑх
![]() Кӑшӑлвируспа чирлекенсен йышӗ чакнӑ пулин те вакцинӑлас ӗҫе пӗтермен-ха. Хӗрлӗ Чутай район пульници пӗлтернӗ тӑрӑх вӗсен куҫса ҫӳрекен пункчӗ ҫитес вӑхӑтра тӗрлӗ ялсене ҫитсе килӗ. Сӑмахран, ҫӗртмен 27-мӗшӗнче мобильлӗ пункт Турхан ялӗнче пулӗ. Тепӗр кун вӑл Хӗрлӗ Чутайра ӗҫлӗ. Юнкун, ҫӗртмен 29-мӗшӗнче, ҫак куҫса ҫӳрекен пункт ҫынсене вакцинӑлама Кивӗ Атикассине ҫитӗ. Тепӗр кунхине вара Виҫенерте ӗҫлӗ. Мобильлӗ пункт ял хӑлӑхне 8 сехетрен пуҫласа 16 сехетчен йышӑнӗ, 12:00-13:00 — апатлану вӑхӑчӗ пулӗ. Унсӑр пуҫне вакцинӑланас тесен район пульницине те ҫитме пулать. Прививка тутарас тесен тухтӑр патӗнче те, «Госуслуги» сайт урлӑ та ҫырӑнма пулать. Ҫавӑн пекех 122 тата 8-987-576-49-84 номерсемпе шӑнкӑравласа ҫырӑнма май пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |