Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Ялта ял пек пулмалла, ҫынра ҫын пек пулмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Пӗреммӗш кӗнекине «Ура утать – ҫул юлать» ятпа кун ҫути кӑтартнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 23.06.2022 17:05 | 1339 хут пӑхнӑ
Культура
Владимир Андреев. www.chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ
Владимир Андреев. www.chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ

«Ура утать – ҫул юлать». Ҫӗмӗрле чӑвашӗн Владимир Андреевӑн пӗрремӗш кӗнеки ҫапла ятпа пичетленсе тухнӑ. Чӑваш кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл ҫитӗннисем валли те, ачасем валли те кӑмӑла каймалли хитре сӑвӑсем шӑрҫалать.

«Сӑвӑҫӑн поэзи чӗлхийӗ ансат, ҫав хушӑрах сӑнарлӑ», – ырланӑ поэтӑн пултарулӑхне издательство ӗҫченӗ Ольга Австрийская.

Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, Владимир Андреев 1963 ҫулта Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутар ялӗнче ҫуралнӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ, Ҫӗмӗрле, Хӗрлӗ Чутай, Ҫӗрпӳ район хаҫачӗсенче ӗҫленӗ. 1992 ҫултанпа шкулта ачасене чӑваш чӗлхи тата информатика предмечӗсене вӗрентет, шкул директорӗ. Чӑвашла электрон пособисем, компьютер вӑййисем хатӗрлет, интернетра вӗрентекенсем валли «Шкулта» журнал кӑларса тӑрать. Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ ҫутӗҫ ӗҫченӗ. 1985 ҫултанпа сӑвӑсем ҫырать, вӗсем район хаҫачӗсенче тата «Тӑван Атӑл» журналта пичетленнӗ.

«Ура утать – ҫул юлать» кӗнекене авторӑн юлашки ҫулсенче ҫырнӑ хайлавӗсем кӗнӗ.

Кӑларӑм редакторӗ – Валерий Алексеев, ӳнерҫи – Наталия Андреева. Тиражӗ – 500 экземпляр.

#литература, #Кӗнеке издательстви, #кӗнекесем, #Хутар, #Ҫӗмӗрле районӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Саландай--Шамаршаран // 2364.99.3832
2022.06.24 12:22
Саламлатап !!! Саввусем --чунра шаранна илемле йеркесем--мана пите килешессе .Пер кенеке сахал , темисе кенеке каларса таван халаха савантар . Сывлах пулсан кемел тупанать Сапла пултар !
Валери ТУРКАЙ // 3348.31.7683
2022.06.28 05:05
Саламлатӑп!
Юлашки ан пултӑр!
Чӑваш Поэзийӗн Кӗмӗл Лавӗ ҫинче вырӑн пурин валли те ҫитет!
Валери Туркай

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем