Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Ҫурхи кун кӗр тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Культура

Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче ӗҫлекен Алевтина Семенова Раҫҫейӗн Театр ӗҫченӗсен союзӗн патшалӑх стипендине тивӗҫнӗ. Талпӑнуллӑ артист конкурса вӑрҫӑ ҫинчен ҫырнӑ инсценировкӑпа (пьесӑпа) хутшӑннӑ. Ӑна театрта ачасем валли лартма ӗмӗтленеҫҫӗ.

Алевтина хӑй те амӑшӗ пулнӑ май ачасем питех вулама юратманнине аван пӗлет. Анчах вӗсене те кӑсӑклантарма пулать. Кӗнеке урлӑ мар тӑк, драматурги урлӑ. Ҫавӑнпа та вӑл хӑйӗн ӗҫӗнче вӑрҫӑ ҫинчен документлӑ кадрсемпе усӑ курасшӑн. Ӑна пысӑк киноэкран ҫинче кӑтартасшӑн.

Алевтина Семенова (Бранькова) 1982 ҫулта Шупашкар районӗнчи Апашра ҫуралнӑ. 2005 ҫулта Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнчен драма ӳнерӗн тата кино артисчӗ пулма вӗренсе тухнӑ.

 

Ял хуҫалӑхӗ
fotostrana.ru сайтри сӑн
fotostrana.ru сайтри сӑн

Иртнӗ эрнере Тутарстанри Пӑва районӗнче кайӑк-кӗшӗк грипне тупса палӑртнӑ. Унти ветеринарсен шухӑшӗпе, чир-чӗр Патӑрьел районӗнчи усламҫӑран туяннӑ кӑвакал чӗпписемпе пӗрле килнӗ.

Чӑваш Енӗн патшалӑх ветеринари служби Патӑрьел тӑрӑхӗнчи Тутар Сакӑтне ҫитсе ҫав усламҫӑн кайӑк-кӗшӗкне тӗрӗсленӗ. Ведомство палӑртнӑ тӑрӑх, усламҫӑн кӑвакалӗсем сывах. Ялта та чирлӗ кайӑк-кӗшӗк тупса палӑртман. Юлашки вӑхӑтра ку тӑрӑхра кайӑк-кӗшӗк вилнӗ тӗслӗхсем пулман.

ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ку лару-тӑрӑва куҫран вӗҫертмелле марри пирки каланӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
astrakhanfm.ru сайтри сӑн
astrakhanfm.ru сайтри сӑн

Юпан 9-мӗшӗнче 10 сехет те 20 минутра ҫӑлавҫӑсем патне хыпар ҫитнӗ: кимӗре ларакан арҫынна шыв юххи юхтарса кайнӑ.

Ҫӑлавҫӑсем «Беркут» катерпа арҫынна шырама тухнӑ. Вӗсем йӑлтах пӑхса ҫаврӑннӑ – лешӗ курӑнман.

Тепӗр кунхине 15 сехет те 21 минутра дежурнӑй пульчӗ ҫине хыпар ҫитнӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарта кивӗ юханшыв порчӗ патӗнче ҫынсем кимӗ ишнине асӑрханӑ. Малтанах вӗсем кимӗ пушӑ тесе шутланӑ. Ҫӑлавҫӑсем тӗрӗсленӗ – унта ӳсер арҫын ҫывӑрнӑ иккен. Ӑна вӑратса ҫыран хӗррине илсе тухнӑ.

Тепӗр кун Атӑл хӗрринче причал патӗнче арҫын виллине тупнӑ. Вилене полицие панӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/67286
 

Республикӑра

Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев республикӑри мӑнаҫлӑ пулӑмсемпе тата ҫынсемпе ятарлӑ хэштегсем кӑтартса тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче мӑнаҫланма чӗнсе каланӑ. Республика Элтеперӗн Инстаграмри странцинче #ВместеГордимся #ПерлеМухтанатпар хэштегсемпе усӑ курма сӗннӗ. Телефонти айсарӑмра чӑваш саспаллийӗсем пуррисем (ун пек шрифтпа усӑ курма паян нумайӑшӗ пӗлет пулӗ), пирӗн шухӑшпа, #ПӗрлеМухтанатпӑр тесе ҫырма пултараҫҫӗ.

Олег Николаев пирӗн тӑрӑх мӑнаҫланмалли пулӑмсемпе пуяннине палӑртнӑ. Сӑмахне ҫирӗплетме вӑл темиҫе тӗслӗх илсе кӑтартнӑ. Сӑмахран, Хусанта иртнӗ марафонта ылтӑн медале ҫӗнсе илнӗ Алина Прокопьева. Экологи нимеҫисем канмалли кунсенче Йӑлӑмра чӑрӑш хунавне лартнине те асӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://www.instagram.com/p/CGPji_ugLqk/
 

Спорт
cap.ru сӑн ӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑн ӳкерчӗкӗ

Ку канмалли кунсенче Тутарстанра Хусан марафонӗ иртнӗ. Ку мероприяти Wanda Age Group тӗнче танлаштарӑмӗнче пӗрремӗш хутчен официаллӑ квалификациллӗ старт пулса тӑнӑ.

Ӑмӑртӑва хутшӑннӑ 8 пин ытла спортсмен 3-42,2 ҫухрӑма парӑнтарнӑ. Палӑртмалла: спортсменсен ҫулӗ Хусанти илемлӗ вырӑнсем урлӑ выртнӑ.

Питӗ кӑмӑллӑ: 42,2 ҫухрӑмлӑ дистанцире пирӗн ентеш, тӗнче класлӑ Раҫҫей спорт мастерӗ Алина Прокопьева финиша чи малтан ҫитнӗ. Вӑл марафона 2 сехет те 34 минут та 14 ҫеккунтра парӑнтарнӑ.

Каласа хӑвармалла: пӗлтӗр те ҫак сумлӑ ӑмӑртура пирӗн ентеш мала тухнӑ. Алексей Александров 21,1 ҫухрӑмлӑ дистанцире пӗрремӗш вырӑн йышӑнна.

 

Республикӑра
opni.3dn.ru сайтри сӑн
opni.3dn.ru сайтри сӑн

Вӑрнар районӗнчи Нурӑсри психоневрологи интернатӗнче пурӑнакансем кӑшӑлвируспа чирлеме пултарнӑ. Кун пирки сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов пӗлтернӗ.

Юпан 10-мӗшӗнче икӗ пациентка пуҫ ыратнине пӗлтернӗ, ӳт температури те хӑпарнӑ. Вӗсене изоляцие хупнӑ, ыттисене вара тӗрӗсленӗ. Кун хыҫҫӑн тепӗр икӗ пациента изоляцие лартнӑ.

Пӗрне компьютер томографийӗ тунӑ, унӑн ӳпки пӗр енчен 5 процент сиенленни палӑрнӑ. Унӑн ытти чир пуррипе шута илсе ӑна инфекци уйрӑмне вырттарнӑ. Ҫав каҫах тепӗр 8 пацентӑн сывлӑхӗ япӑхланнӑ.

ЧР Элтеперӗ Олег Николаев мерӑсем йышӑнма хушнӑ. Паян интернатра ӗҫлекен ҫынсенчен тата пациентсенчен анализ илнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/67288
 

Политика

РФ Инкеклӗ лару-тӑру министерствин Чӑваш Енри тӗп управленийӗнче пуҫлӑх улшӑннӑ. Унӑн тивӗҫӗсене Сергей Ерофеев пурнӑҫлать, хальлӗхе ӑна ҫирӗплетмен-ха.

Сергей Ерофеев Шупашкартах ҫуралса ӳснӗ. 1993-2010 ҫулсенче вӑл Етӗрне районӗнче ӗҫленӗ: пушарпа ҫӑлав отрячӗн инспекторӗ, пушар чаҫӗн пуҫлӑхӗ, патшалӑх пушар надзорӗн пайӗн ертӳҫи пулнӑ.

Иртнӗ эрнере асӑннӑ ведомствӑна Алексей Струженков ертсе пынӑ, вӑл ку пукана кӑҫал ҫу уйӑхӗнче йышӑннӑччӗ. Халӗ вӑл пуҫлӑхӑн пӗрремӗш ҫумӗ шутланать.

Станислав Антонов ку ведомствӑна 11 ҫул ертсе пынӑ. Вӑл кӑҫал ака уйӑхӗнче ку должноҫрен кайнӑ.

 

Сывлӑх
youtube.com сайтри сӑн
youtube.com сайтри сӑн

Республикӑра юлашки талӑкра кӑшӑлвирусран 1 ҫын ҫеҫ сывалнӑ. Чирлекенсем вара 35-ӗн пулнӑ.

Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлекенсен йышӗ 9 пине ҫывхарать – пӗтӗмпе 8954 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 7477-шӗ сывалнӑ. Юлашки вӑхӑтра вилекенсен йышӗ нумайланнӑ – 105 ҫыннӑн пурнӑҫӗ кӑшӑлвируса пула татӑлнӑ.

Палӑртмалла: Раҫҫейре талӑкра 13592 ҫын инфекциленнӗ. Кунашкали ку таранччен пулман.

 

Хулара

Шупашкар хулинче эвакуаци планӗсене вырнаҫтарма тытӑннӑ. Маларах ӑна хулари Ҫӗнӗ сала патӗнчи пляжра ҫакса хунӑ, халӗ – Амӑшӗн палӑкӗн ҫывӑхӗнче.

Халӑх йышлӑ пухӑнакан вырӑнсенче терроризмран хӳтӗлӗнмелли план пур. Ҫавна май эвакуаци планӗ те кирлӗ. Ҫынсен инкек-синкек сиксе тухсан ӑҫталла тармаллине, хӑш службӑна мӗнле телефон номерӗпе шӑнкӑравламаллине пӗлмелле.

«Ҫыхӑнура» форумра ҫак плансен усси пирки ыйтӑм вырнаҫтарнӑ. Унта хутшӑннисен хуравӗ тӑрӑх хакласан, ҫынсен пысӑк пайӗ ун пек план уссине ӗненменни сисӗнет.

 

Пӑтӑрмахсем
"Про Город" сайтри сӑн
"Про Город" сайтри сӑн

Ӗнер, юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Шупашкарти Эгер бульварӗпе Шумилов урамӗ хӗресленнӗ вырӑнта 15 ҫулти ҫамрӑк аварире шар курнӑ.

Эгер бульварӗнчи 31-мӗш ҫурт патӗнче «Ладӑн» вунтӑвттӑмӗш моделӗ тата «Шкода» ҫапӑннӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тарӑх, «Лада» сулахаялла пӑрӑннӑ чухне тепӗр машинӑна ҫул паман. «Ладӑри» 15 ҫулти пассажир аманнӑ, ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ. Ҫамрӑка тухтӑрсем медпулӑшу панӑ хыҫҫӑн киле янӑ.

Ҫакӑ паллӑ: авари вӑхӑтӗнче икӗ водитель те урӑ пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/auto/67269
 

Страницӑсем: 1 ... 1208, 1209, 1210, 1211, 1212, 1213, 1214, 1215, 1216, 1217, [1218], 1219, 1220, 1221, 1222, 1223, 1224, 1225, 1226, 1227, 1228, ... 3744
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.10.2024 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăш чухне пĕр еверлĕ, анчах кирлĕ ĕçсемпе аппаланма тивет. Пĕрмай вĕсене кая хăварнин усси çук - вĕсем каплансах пыраççĕ вĕт. Канмалли кунсенче çывăх çынсемпе хутшăнăр, анчах ытлашши нумай ан ыйтăр - хирĕçес хăрушлăх пур.

Юпа, 11

1892
132
Фролов Андрей Игнатьевич, Вӑтам Азире Совет влаҫӗшӗн кӗрешекен ҫуралнӑ.
1896
128
Ванеркке Николай Иванович, чӑваш чӗлхе тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1942
82
Ершов-Янкер Николай Гаврилович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1954
70
Ксенофонтов Олег Иванович, керамикӑпа ӗҫлекен ӳнерҫӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...