Ҫӗмӗрле хулинче 10 уйӑхри ача сантехника тасатмалли шӗвеке ӗҫнӗ. Ӑна тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ.
Тухтӑрсем ун патне 5 минутранах ҫитнӗ, зонд лартса хырӑмлӑхне тасатнӑ. Унтан вӗсем ӑна пульницӑна илсе кайнӑ, шурӑ халатлисем ачана тӗплӗнрех тӗрӗсленӗ. Телее, ачана урӑх пулӑшу кирлӗ пулман, ӑна киле илсе кайма ирӗк панӑ.
Специалистсем ӑнлантарнӑ тӑрӑх, уксуспа, йӑлара усӑ курмалли химипе наркӑмӑшлансан ҫынна хӑстармалла мар, унсӑрӑн пырӗ те пиҫсе каять. Кун пек чухне часрах тухтӑрсене чӗнмелле, вӗсем зонд урлӑ хырӑмлӑха тасатаҫҫӗ.