Вӑрнар районӗнче пурӑнакан пӗр хӗрарӑм суд приставӗсенчен утарта пытаннӑ. Унта вӑл пӗрле пурӑнакан арҫын патӗнче пулнӑ. 1975 ҫулта ҫуралнӑскер ҫул ҫитмен ачи умӗнче 350 пин тенкӗ парӑм пухса тултарнӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Вӑрнар районӗнчи суд ӑнман амӑшне ҫур ҫул ӗҫлеметтерме йышӑннӑ. Хӗрарӑм икӗ кун ӗҫленӗ те ҫухалнӑ. Айӑплава пурнӑҫа кӗртекен федераци службин управленийӗн ӗҫченӗсем суда айӑплав мелне ылмаштарма ыйтса хутпа тухнӑ. Черетлӗ ларӑва хӗрарӑм пыман, йышӑнӑва куҫӑн мар мелпе кӑларнӑ.
Хӗрарӑм Вӑрнар районӗнчи Оттикӑвӑ ялӗнчен 15 ухрӑмра вырнаҫнӑ утарта пытанса пурӑннӑ. Унта машина ҫитме май ҫукран шанчӑклӑ вырӑн тесе шухӑшланӑ-тӑр. Анчах приставсем шыраса тупса пӗр кунхине ирех пырса кӗнӗ. Хӗрарӑма 1 уйӑх та 13 кунлӑха колони-поселение ӑсатнӑ.