Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Макӑрман ачана чӗчӗ памаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Культура

Культура
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре чӗлхе политикишӗн яваплӑ ҫынна палӑртнӑ. Кун пек документа Раҫҫей Федерацийӗн Правительствин кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнчи 1228-мӗш номерлӗ йышӑнӑвӗн 4-мӗш пунктне пурнӑҫласа кӑларнӑ.

Чӑваш Енре патшалӑхӑн чӗлхе политикине тытса пырассишӗн тата Раҫҫейри патшалӑхӑн чӗлхе политикин никӗсне республикӑра пурнӑҫа кӗртессишӗн Владимир Степанов яваплӑ пулӗ. Вӑл унччен республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ пулнӑччӗ. Педиатр пӗлӗвӗллӗ ҫак ҫын — Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлавӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ.

Хальхи вӑхӑтра Владимир Геннадьевич Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ пулса тӑрӑшать.

Хушура палӑртнӑ тӑрӑх, республикӑн Вӗренӳ министерстви вара чӗлхе политикишӗн яваплӑ орган шутланӗ.

 

Культура
Чӑваш кӗнеке издательствин сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш кӗнеке издательствин сӑнӳкерчӗкӗ

Нумаях пулмасть Чӑваш кӗнеке издательствинче Анна Тумалановӑн «Пӗчӗк Кулян пысӑк тӗллевӗсем» кӗнеки пичетленсе тухнӑ.

Издательствӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, авторӑн алҫырӑвӗ ачасемпе ҫамрӑксем валли чӑвашла ҫырнӑ хайлавсен 2025 ҫулхи конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Кӗҫӗн ҫулхи ачасем валли пичетлесе кӑларнӑ кӗнеке тиражӗ — 1510 экземпляр.

Анна Тумаланова (Езюкова) 1956 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Вӑрманхӗрри Шӑхаль ялӗнче ҫуралнӑ. Филолог пӗлӗвеллӗскер Йӗпреҫ районӗнчи Чӑваш Тимеш шкулӗнче вырӑс чӗлхипе литература вӗрентекенӗ (1977–2003), Йӗпреҫ районӗн «Ҫӗнтерӳшӗн» хаҫатӗнче пай редакторӗ (2003–2007) пулса ӗҫленӗ. Чӑваш кӗнеке издательствинче Анна Тумаланова пирки прозаик, сӑвӑҫ, драматург тесе пӗлтернӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall391792345_8770
 

Культура
Чӑваш академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ

К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн коллективӗ Мускава тухса каять. Пӗр кунлӑха.

Ҫурла уйӑхӗн 9-мӗшӗнче чӑваш артисчӗсем унта спектакль кӑтартӗҫ. Тӗрӗссипе, спектаклех мар-ха. Спектакль сыпӑкне. Унта вӗсем К. Иванов пьеси тӑрӑх лартнӑ «Нарспи» спектакле кӑтартасшӑн. Спектакль сыпӑкне курас тесен ҫӗршывӑмӑрӑн тӗп хулинчи «Зарядье» парка пымалла. Унта «Территория будущего» форум-фестиваль иртӗ.

Сӑмах май каласан, маларах театрта спектакль сыпӑкне ҫурла уйӑхӗн 5 тата 9-мӗшӗсенче кӑтартассине пӗлтернӗччӗ, халӗ вара пӗр кун ҫеҫ тесе кӑтартнӑ.

Театрта ҫӗнӗ сезона та ку спектакльпе уҫма палӑртса хунӑ. Унччен «Ялта» спектакльпе уҫаканччӗ, халӗ вара куракансене «Нарспи» спектакльпе кӗтсе илӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-96482380_14437
 

Культура
МАХри "Хыпар" каналӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
МАХри "Хыпар" каналӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енӗн премьер-министрӗ Сергей Артамонов ытти хайлавран уйрӑлса тӑракан хӑватлӑ юрӑ ҫырма ыйтнӑ. Кун пирки вӑл Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттин музейӗнче чӑваш эстрада артисчӗсемпе тӗл пулсан каланӑ.

«Вӑл юрӑ пирӗн йӑх-несӗлӗмӗрсем патне тавӑртӑр: ҫемье, ял, хула, йӑх-несӗлӗмӗре асра тытни патне, — тенӗ вӑл. — Чӑваш халӑх поэчӗн Петӗр Хусанкайӑн питӗ тӗрӗс шухӑшлӑ йӗркесем пур: «Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр». «Ку сӑмахра пирӗнччен малтан пурӑннисене хисеплени, паян пуррисен пӗрлӗхӗ, ыран, пирӗн хыҫҫӑн, килекенсене шанни», – тенӗ Сергей Артамонов.

Проекта Августа Уляндина, Алексей Московский, «Глянец» ушкӑн, Алексей Шадриков, Егор Матвеевский, Маргарита Финогентова, Владимир Ашмарин, Элтияр Александров, Денис Павлов, Виталий Адюков, Ольга тата Анна Пегановсем, Вячеслав Дик, «Вирьял» ансамбль, «Приданое» фольк-ушкӑн тата ытти музыкант хутшӑнма пултарать.

Малалла...

 

Культура
«Ҫыхӑнура» порталти сӑн
«Ҫыхӑнура» порталти сӑн

Шупашкар хулинче Шумилов урамӗнчи 28-мӗш ҫуртра мурал ӳкерме пуҫланӑ. Унта лашапа хӗр пулӗҫ.

Ӑна Алексей Чернов ӳкерет. Вӑл Атӑлҫи федераци округӗнчи «ФормАРТ» фестивале хутшӑнать. Тӳрех палӑртса хӑварар: вӑл 2022 ҫулта фестивале хутшӑннӑ, И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн ӳнерпе графика корпусӗ ҫине ӳкернӗ.

Шумилов урамӗнчи мурал «Лаша – пӗрлӗх символӗ» ятлӑ пулӗ. Алексей Чернов стена ҫине эскиза проектор пулӑшнипе ӳкернӗ. Халӗ вӑл ӑна сӑрлама пуҫлӗ.

Палӑртмалла: кӑҫал фестивале 400 яхӑн заявка килнӗ, Атӑлҫи федераци округӗнчи кашни регионти ӗҫ финала хутшӑнать. Пӗтӗмпе – 14 ӗҫ.

 

Культура
Ирина Хромченко. ВКри "Улатӑр" пабликран илнӗ сӑнӳкерчӗк
Ирина Хромченко. ВКри "Улатӑр" пабликран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Ӗҫне кура хисепӗ теҫҫӗ. Сума сусан, тӑрӑшнине шута хурсан ҫын хавхаланать, унӑн тата тӑрӑшсарах тар тӑкас килет.

Чӑваш Енри икӗ ҫынна культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ят панӑ. Кун пирки калакан хушӑва республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ӗнер вырнаҫтарнӑ. Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ.

Хисеплӗ ята тивӗҫнисенчен пӗри — Людмила Статкевич. Людмила Александровна Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗн культура колледжӗнче преподаватель пулса тӑрӑшать.

Хисеплӗ ята ҫавӑн пекех Ирина Хромченко (сӑнӳкерчӗкре) тивӗҫнӗ. Ирина Викторовна Улатӑртан. Вӑл унти Культура ҫуртӗнче халӑх ташӑ ансамбльне ертсе пырать.

 

Культура
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Ҫак кунсенче Мускав хулинче «За любовь» ятлӑ фильм (чӑв. «Юратушӑн») премьери пулнӑ.

Кинокартинӑна пирӗн ентеш Андрей Малай (Михайлов) ӳкернӗ. Вӑл Йӗпреҫ тӑрӑхӗнче ӳснӗ. Тӗп рольсене Раҫҫейри паллӑ актерсем Ксения Бородина тата Алексей Чадов вылянӑ.

Премьерӑна курма паллӑ артистсем, режиссерсем тата юрӑҫсем килнӗ. Ку йышра Сарик Андреасян, Роза Сябитова, Олеся Судзиловская, Полина Диброва, Григорий Гладков пулнӑ.

Фильм шӑпах паян, утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, проката тухать. Ӑна Раҫҫейри кашни кинотеатрта курма май пур.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-17249389_19329
 

Культура
 cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Хӗрлӗ Чутай салинче 19-мӗш ӗмӗрти ҫурта юсаса ҫӗнетнӗ. Ҫавӑн валли республика хыснинчен 40 миллион тенкӗ укҫа уйӑрнӑ. Вӑл тупрапа объекта тӗплӗн ҫӗнетме май килнӗ: ҫивиттине ҫӗнӗрен витнӗ; ӑшӑ, шыв тата канализаци пӑрӑхне улӑштарнӑ, ҫурт тулашне хитрелетнӗ.

Юсав ӗҫне пурнӑҫланӑ чухне ҫуртӑн малтанхи сӑн-сӑпатне упраса хӑварасси тӗп тӗллевсенчен пӗри пулнӑ.

Юсаса ҫӗнетнӗ ҫуртра ӳнер галерейи, халӑх промыслисен курав халӗ тата сувенир продукцийӗн залӗ вырнаҫнӑ.

Асӑннӑ ҫурта, сӑмах май каласан, регион пӗлтерӗшлӗ культура эткерлӗхӗн объекчӗсен шутне кӗртнӗ.

 

Культура

Йӗпреҫри уҫӑ пӗлӗт айӗнчи этнографи музейӗнче «Сарӑ пике» фестиваль иртнӗ. Унта Йӗпреҫ, Ҫӗрпӳ, Вӑрнар, Ҫӗмӗрле округӗсенчи хастар хӗрарӑмсем пуҫтарӑннӑ. Мускавпа Тутарстанри хӑнасем те пырса ҫитнӗ. Хисеплӗ хӑнасем хушшинче Йӗпреҫ тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Игорь Семёнов тата Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Роман Алексеев та пырса ҫитнӗ.

«Сарӑ пике» фестиваль ят панӑ улах каҫӗ тӑван халӑх йӑх-несӗл историйӗпе кӑсӑкланакан, ӑна упраса хӑварассишӗн тӑрӑшакан пӗр шухӑшлӑ ҫынсене пухать. Мероприятие кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут йӗркеленӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-230619799_29
 

Культура
Чӑваш академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ

К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театре черетлӗ, 109-мӗш сезона, «Нарспи» спектакльпе пуҫлӗ.

Черетлӗ театр сезонӗ шӑп та лӑп тепӗр уйӑхран, ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, уҫӑлӗ.

Аса илтерер: ку спектакле Константин Ивановӑн вилӗмсӗр поэми тӑрӑх лартнӑ. Спектакле пуҫласа пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче кӑтартнӑччӗ. Ҫапла вара «Нарспи» 36 ҫултан сцена ҫине таврӑннӑ.

Ӑна ЧР Элтеперӗн гранчӗпе лартнӑ. Режиссерӗ – Дмитрий Миронов, илемлӗх ертӳҫи – Борис Манджиев, ӳнерҫи – Валентина Федорова, кӗвви – Лолита Чекушкинӑн. Нарспипе Сетнер ролӗсене Антонина Казеева тата Евгений Урдюков вылянӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-96482380_14404
 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, [5], 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, ...472
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

1 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Парикмахерские кайма ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Пӗтӗм япӑх энерги ҫӳҫре пухӑнать, ӑна касни унран хӑтӑлма пулӑшать. Халӗ килте тӗплӗ тирпейлесен, кирлӗ мар япаласенчен хӑтӑлсан аван. Ытлашши нумай япала ан пухӑр. Чылайӑшӗ сире кирлӗ те мар.

Авӑн, 07

1925
101
Ҫӗмӗрле вӑрман хуҫалӑхӗ йӗркеленнӗ.
1929
97
Фёдорова Ольга Фёдоровна, Социаллӑ Ӗҫ Паттӑрӗ ҫуралнӑ.
1938
88
Алексеев Леонтий Алексеевич, журналист-публицист ҫуралнӑ.
2001
25
Погильдяков Вениамин Васильевич, прозаик, киносценарист вилнӗ.
2005
21
Чӑваш халӑх сайчӗ ӗҫлеме пуҫланӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем