Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Ку канмалли кунсенче мана ушкӑнпа пӗрле Атӑл леш енче ярӑнма чӗнчӗҫ. Хамӑр патри Йӑлӑм ене мар, Чикме енне. Карасьяр, Нужьяр кӳлӗсем патне. Ку кану ҫулӗ ҫинче чи кӑсӑклӑ вырӑн маншӑн 1913 ҫулта туса лартнӑ Карасьярти канифольпе скипидар кӑларакан савут пулса тӑчӗ.

Кӑҫал эп квадроциклпа пӗрремӗш ҫул ярӑнатӑп. Ҫавна май 2 пин ытла ҫухрӑм чупма ӗлкӗртӗм те ӗнтӗ. Ҫӗнӗ техника-ҫке! Анчах ытларах пайне — пӗччен. Юрҫӳренпе ярӑнма ман пӗлӗшсен ушкӑнӗ пур пулсан, квадроциклпа ярӑнмашкӑн — ҫук. Ҫуркуннерен пӗрле ярӑнмалли ушкӑна шыратӑп. Чылайӑшӗ хӑйсен патне ют ҫынна илесшӗн мар. Паллӑ ӗнтӗ — палламан ҫынпа ярӑнма йывӑртарах. Темле вӑл. Характерӗ те паллӑ мар, тата, тен, ушкӑна кая туртса пырӗ... Пӗлекен ҫынсемпе ярӑнма меллӗрех.
Вӑт вара шӑпах ҫак юпан 10-мӗшӗнче мана пӗр ушкӑнпа пӗрле ярӑнма чӗнсен эп хаваспах килӗшрӗм. Чикме патӗнчен стартлама тивни те чарса тӑмарӗ. Хамӑн машшин ҫукран квадрика илсе ҫитерме пулӑшакан ҫынпа ҫыхӑнтӑм. Эп унпа ҫуркуннех ҫыхӑнсаччӗ, Йӑлӑм енне ҫитме май шыранӑ май... Кайран вара пӗрре хамах ҫул тупрӑм та унӑн контакчӗ ҫак вӑхӑтччен кӗтсе выртрӗ...
Квадроцикла бензинпа авӑрларӑм (Турра шӗкӗр, Бестойлта бензин хакӗ 99 тенке анса ларчӗ), кофра кирлӗ япаласем, апат-ҫимӗҫ чикрӗм те ирхи 7 сехетре Чикме енне вӗҫтертӗмӗр.

Паром патне ман квадроцикл чи малтанхи ҫитрӗ теме пулать. Ман хыҫҫӑнах ыттисем те килчӗҫ. Кам мӗнле илсе килмест пулӗ. Пӗрисем тӳрех харӑс 4 квадроцикл Газельпе илсе ҫитерчӗҫ. Тепри хӑй килчӗ. Ытларах пайӗпе, паллах, прицеппа турттараҫҫӗ. Пӗр прицеп ҫине икӗ квадроцикл хӑпартса лартнине те куртӑм...
Паромшӑн вара пирӗн квадроциклсем чи аван турттармалли япала пулса тухрӗ ӗнтӗ. Вӗсем нумай вырӑн йышӑнмаҫҫӗ, анчах хакӗ кашнишӗн 700 тенкӗ. Ахаль машшиншӑн йӳнӗрех — 500 кӑна. Пурӗ 12 квадроцикл пулчӗ.

Эп унччен Чикмене хам ҫитсе курсаччӗ те хулана ҫыран хӗрринчен кӑна курнӑччӗ. Паромран пӑхсан хула пушшех те урӑхла, кӑсӑклӑрах курӑнать. Чӑн-чӑн уес хули. Кунта чарӑнмасӑр иртсе каяс килмест. Каялла каҫнӑ чухне, сӑмах май, хулара пӗр теплоход чарӑнни курӑнатчӗ.

Ушкӑнпа тата пӗччен ярӑнни хушшинче самай пысӑк уйрӑмлӑх пур. Пӗччен пынӑ чухне эсӗ ху хуҫа. Ҫутҫанталӑкпа киленсе пыратӑн, кирлӗ чухне хӑвӑртланатӑн, кирлӗ пулсан майӗпен пыратӑн... Кунта вара йӑлтах ушкӑн мӗнле пынине пӑхӑнма тивет. Ҫутҫанталӑкпа киленме вӑхӑт та юлмасть. Пӗрре кӑшт айккине пӑхса илтӗм те чутах йывӑҫ ҫине кӗрсе каймарӑм. Руле хӑвӑрт пӑрса ҫул ҫине таврӑнтӑм. 40-50 хӑвӑртлӑхпа пынӑ чухне айккине пӑхмалла мар ҫав...
Анчах ҫавах, ушкӑнпа хӑрушсӑртарах. Мӗн те пулин сиксе тухрӗ-тӗк, сана пулӑшакансем пулӗҫ. Тӗслӗхрен, эпир вуниккӗн тухрӑмӑр, каярахпа тӑваттӑшне ҫухатрӑмӑр, саккӑрӑн ҫеҫ тӑрса юлтӑмӑр. Пӗр квадроциклӑн рычагӗ авӑнса ларчӗ те вӗсем ҫав пӗчӗк ушкӑнпа ӑна ҫармӑс вӑрманӗнчен кӑларма юлчӗҫ. Ҫав шутра, пирӗнпе пӗрле тухнӑ пӗр эндурик та. Квадроциклсемпе уншӑн ярӑнма чӑн та йывӑр пулчӗ, ҫавна май хӑйне нушалантарас мар терӗ пулас, лешӗсемпе пӗрле таврӑнчӗ. Эпир вара малалла вӗҫтертӗмӗр.
Ку ҫулҫӳревре эп пӗрремӗш хут лачакана кӗрсе пӑхрӑм. Тарӑн шыв ӑшне. Эх, ҫавах та пулмарӗ хам пӗччен ҫӑрӑлса тухасси, вӗҫӗнче ҫавах ыттисен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулчӗ. Ушкӑнпа ярӑннин усси шӑп ҫавӑн та ӗнтӗ — кӗрсе ларсан сана туртса кӑларӗҫ. Лебедкӑна ҫаклатма та пулин пулӑшӗҫ.
Анчах, темле хӑвӑрт вӗҫтерсен те эпир ытла нумай ярӑнман та темелле. 90–95 километр кӑна. Вӑхӑтпа вара пӗр 150 километр ярӑннӑн туйӑнчӗ... Эп кайран тата Чикмерен Лапсара хам тӗллӗн таврӑнтӑм та — ман ҫул тӑршшӗ 180 километр патнелле пулчӗ.

Ушкӑнпа ярӑнни интереслӗ ӗнтӗ, анчах маншӑн чи кӑсӑкли ак ҫак Карасьяр патӗнчи савут пулчӗ. Унта канифольпе скипидар туса кӑларнӑ.
Статья ҫырма ларас умӗн ун пирки информаци шыракаларӑм та нимех те ҫук иккен. Ни кам ӑна туса лартни, ни хӑҫан ӗҫлеме пӑрахни... Савутӑн ишӗлчӗкӗсем ҫинче табличка ҫеҫ пур — 1913–2013.
Хальхи вӑхӑтра савутӑн ишӗлчӗкӗсем кӳлӗ патӗнче тӑраҫҫӗ. Йӗри-тавра вӑрман. Тахҫан кунта ӗҫленӗ ҫынсем ӑҫта пурӑннине те чухласа илме май ҫук. Кирпӗчрен-бетонран тем ҫӳллӗш туса лартнӑ ишӗлчӗкӗн кӑшкарӗ кӑна упранса юлнӑ.
Анчах унӑн шӑпине кӑшт та пулин ӑнланса илме май пур. Мӗншӗн ҫакӑн пек чӑтлӑх вырӑнта ӑна туса лартнӑ-ха? Савута ӗҫлеме сӑмала кирлӗ пулнӑ. Йывӑҫа таҫта инҫете турттарас мар тесе вӗсене хырлӑ вырӑнсенче вырнаҫтарнӑ. Юнашар кӳлӗ пулни те ку вырӑна суйлама пулӑшнӑ ӗнтӗ...
Канифольпе скипидар хут туса кӑларас ӗҫре кирлӗ пулнӑ. XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче вара ҫавӑн пек савутсем йышлӑ ӳссе ларма пуҫланӑ та. Калӑпӑр пӗр информаци тӑрӑх Раҫҫейри чи малтанхи канифоль савутне 1912 ҫулта туса лартнӑ. Улатимӗр кӗпӗрнинче тет вӑл ҫӑлкуҫ. Ку савут та унӑн тантӑшӗ пулмалла.
Вӑхӑт иртнӗҫемӗн самана улшӑннӑ, технологисем ҫӗнелнӗ, сӑмала кӑларма юрӑхлӑ йывӑҫ та сайраланса юлнӑ. Ҫапла май Карасьяр савучӗ кирлӗ мар пулса тӑнӑ. Паянхи кун тӗлне вара тем ҫӳллӗш кӑшкарӗ кӑна тӑрса юлнӑ. Туристсене илӗртекен вырӑн. Истори палӑкӗ.

Кайран ӗнтӗ пирӗн ҫул Чикме енне выртрӗ. Нужьяр кӳлли патне ҫитсе куртӑмӑр. Унтан темле вӑрман ҫулӗсемпе арпашӑнса ҫӳрерӗмӗр. Пире ертсе пыраканнисене ҫул кӑтартас енӗпе шанма ҫук. Киле ҫитсе маршрута пӑхрӑм та — ӑҫтан пире ертсе кайнине, эпир мӗнле пӗр пӳлнӗ ҫултан теприн патне пырса тӑрӑннине курса пуҫа сулласси кӑна юлчӗ. Хушамачӗсем Сусанин тейӗн...
Чикмене 17:00 сехетелле таврӑнтӑмӑр, тӗттӗмлене пуҫларӗ. Мана каялла илсе ҫитерме нимӗнле ҫынпа та калаҫса татӑлманран киле хамах ҫитес терӗм. Малтанхи хутӗнче (Чикмене пӗрремӗш хут килсе кайнӑ чухне) ҫул айӗпе пырсаччӗ пулсан, ку хутӗнче Мӑн Сӗнтӗр таранах асфальтпа вӗҫтертӗм. Кайран вара малалла уйсемпе пытӑм.
Пӗр вырӑнти уй питӗ кӑмӑла кайрӗ. Прожекторпа 50-па хӑваласа пыратӑн. Йӗри-тавра тӗттӗм. Икӗ енӗпе вара пуҫтарман куккурус уйӗсем... Питӗ кӑмӑла кайрӗ унти ҫулпа хӑвалама. Хам тӑрӑха ҫитсен вара пӗлекен уйсемпе, тыр-пула пуҫтарса илнисемпе, каҫхине 60 хӑвӑртлӑхпа хӑваларӑм.
Чи кирли вара ман квадроцикл мана ҫак ҫулсемпе йӗркеллех киле илсе ҫитерчӗ. Ҫӗмӗрӗлмерӗ. Хальхи вӑхӑтра 2300 ҫухрӑм ярӑннине шута илсен тепӗр ҫӗр ҫухрӑмран ӑна дилерсем патне техникӑна пӑхса илме ямалла (ҫӑвӗсене улӑштармалла, вырӑсла каласан техобслужавани ирттермелле). Хӑш-пӗр чухне чӑкӑртатакан сасӑ илтӗнет те, ҫула тухас умӗн самай шиклентернӗччӗ ҫав сас. Анчах чӑтрӗ, кил таран ҫитерчӗ. Ку чи аванни.
Анчах квадроцикл сезонӗ халех вӗҫленмӗ. Юр хулӑнӑшӗ 20-30 см таран ҫитсен кӑна юрҫӳрен ҫине куҫасшӑн-ха...
