
Ку канмалли кунсенче мана ушкӑнпа пӗрле Атӑл леш енче ярӑнма чӗнчӗҫ. Хамӑр патри Йӑлӑм ене мар, Чикме енне. Карасьяр, Нужьяр кӳлӗсем патне. Ку кану ҫулӗ ҫинче чи кӑсӑклӑ вырӑн маншӑн 1913 ҫулта туса лартнӑ Карасьярти канифольпе скипидар кӑларакан савут пулса тӑчӗ.

Кӑҫал эп квадроциклпа пӗрремӗш ҫул ярӑнатӑп. Ҫавна май 2 пин ытла ҫухрӑм чупма ӗлкӗртӗм те ӗнтӗ. Ҫӗнӗ техника-ҫке! Анчах ытларах пайне — пӗччен. Юрҫӳренпе ярӑнма ман пӗлӗшсен ушкӑнӗ пур пулсан, квадроциклпа ярӑнмашкӑн — ҫук. Ҫуркуннерен пӗрле ярӑнмалли ушкӑна шыратӑп. Чылайӑшӗ хӑйсен патне ют ҫынна илесшӗн мар. Паллӑ ӗнтӗ — палламан ҫынпа ярӑнма йывӑртарах. Темле вӑл. Характерӗ те паллӑ мар, тата, тен, ушкӑна кая туртса пырӗ... Пӗлекен ҫынсемпе ярӑнма меллӗрех.
Вӑт вара шӑпах ҫак юпан 10-мӗшӗнче мана пӗр ушкӑнпа пӗрле ярӑнма чӗнсен эп хаваспах килӗшрӗм. Чикме патӗнчен стартлама тивни те чарса тӑмарӗ. Хамӑн машшин ҫукран квадрика илсе ҫитерме пулӑшакан ҫынпа ҫыхӑнтӑм.
