|
Культура
![]() Чӑваш кадеми драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер, юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Пӗтӗм тӗнчери ватӑ ҫынсен кунӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче сцена ветеранӗсемпе театрта унччен ӗҫленӗ ҫынсене саламланӑ. Культура учрежденийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, кун пек саламласси театрта ырӑ йӑлана кӗнӗ. Хисеплӗ ватӑсене «Ах, кама-ши савмалла?» водевиль кӑтартса савӑнтарнӑ. Спектакль хыҫҫӑн сумлӑ хӑнасене чей ӗҫме пӗр сӗтел хушшине пухнӑ. Ватӑсем пӗрле ӗҫленӗ тапхӑрти ырӑ самантсене аса илсе нумай калаҫнӑ. Антонина Казеева, Никита Ильин, Алексей Александров ҫамрӑк артистсем ветерансен кӑмӑлне чӗрене пыракан чӑваш юррисемпе ҫӗкленӗ. Ҫак кун театра килеймен ветерансене артистсем киле кайса саламланӑ, ырлӑх-сывлӑх, вӑрӑм ӗмӗр суннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() Чӑваш Енре Букварь-ҫулкӑтартмӑшӑн хӑтлавӗ иртнӗ. Кӗнекене Чӑваш Енрен тухнӑ ҫынсен историйӗсене – вӗсен шухӑшӗсемпе ӗҫӗсем, ҫитӗнӗвӗсем республика кӑна мар, пӗтӗм ҫӗршыв аталанӑвне витӗм кӳнӗ. Кӑларӑма хатӗрленекенсем – кунтан мар. Вӗсем кӗнекене анлӑ сарӑлнӑ форматпа, алфавит йӗркипе, йӗркелеме йышӑннӑ. Унта историри йывӑр темӑсем интереслӗ калавсене ҫаврӑннӑ. Чи малтанах кӗнекепе шкул учителӗсене, аслӑ шкул преподавателӗсене, методистсене, культура ӗҫченӗсене паллаштарнӑ. Хӑйне евӗр букваре «КомПАС» проект пулӑшнипе кун ҫути кӑтартма май килнӗ. Авторсенчен пӗри Александр Поляков кӑларӑма хатӗрлес шухӑш темиҫе ҫул каялла Чӑваш Республикине служба командировкине килсен ҫуралнине, республика пирки материалсене чылай маларах пухма пуҫланине пӗлтернӗ. Анчах материалсем ҫӳлӗк ҫинче 7 ҫул выртнӑ. Тепре Чӑваш Ене килсен шухӑшне пурнӑҫа кӗртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() www.kino-teatr.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче ӗҫлекен Сергей Кузнецова «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ» хисеплӗ ят панӑ. Хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев нумаях пулмасть алӑ пуснӑ. Сергей Павлович Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче вокалист-солист пулса ӗҫлет. Хисеплӗ ята ӑна театр ӳнерӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫшӗн тата пултарулӑх енӗпе нумай ҫул тӑрӑшнӑшӑн пама йышӑннӑ. Сергей Кузнецов Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Вӑл Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артистки, чӑваш халӑх артистки А. Сергеева-Зинкина класӗнче вӗреннӗ, кайран Хусанти Н.Г. Жиганов ячӗллӗ патшалӑх консерваторийӗнче аспирантурӑра пӗлӳ илнӗ. Унта вӑл Тутарстан халӑх артистки А. Шагимуратова класӗнче пултарулӑха туптанӑ. 2010 ҫултанпа Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче ӗҫлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() Авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен пуҫласа юпан 4-мӗшӗччен Шупашкар хулинче гастрольсем иртӗҫ. Брянск облаҫӗнчи чи ватӑ театр — Алексей Толстой ячӗллӗ Брянск драма театрӗ — пирӗн пата гастрольпе килӗ. Вырӑс драма театрӗн сцени ҫинче куракансем ултӑ спектакльпе паллашма пултарӗҫ: «Василий Тёркин», «Дорогая Елена Сергеевна», «Прощаясь не навсегда», «Любовь в стиле баROCКко», «Безумный день, или Женитьба Фигаро» тата «Отважный щенок Бенджамин». Гастрольсене «Пысӑк гастрольсем» федераци программисемпе килӗшӳллӗн йӗркеленӗ. Патшалӑх вырӑс театрӗн директорӗ Дмитрий Капустин палӑртнӑ тӑрӑх, ҫакӑн пек ҫулҫӳревсем йӗркелеме патшалӑхран пысӑк финанс пулӑшӑвӗ кирлӗ. Унӑн сӑмахӗсем тӑрӑх, программа ытти регионсенче пурӑнакансене Вырӑс драма театрӗн пултарулӑхӗпе паллаштарма ҫеҫ мар, хӑйӗн сцени ҫинче ытти коллектива йышӑнма та май парать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() Чӑваш наци конгресӗн сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш наци конгресӗн президиумӗн нумаях пулмасть иртнӗ ларӑвӗнче Аслӑ Пуху хӑҫан иртессине татса панӑ. Лару ӗҫне конгресс президенчӗ Валерий Клементьев ертсе пынӑ. Конгресс халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ЧНК ХII-мӗш Аслӑ Пухӑвне йӗркелессине сӳтсе явнӑ. Уставпа килӗшӳллӗн, малтан Мӑн Канаша (вӑл ҫулталӑка пӗрре иртет) пухӑнса унта Пуху кун йӗркине тата йӗркелӳ ыйтӑвӗсене сӳтсе явмалла, вӗсене ҫирӗплетмелле иккен. Президиум пайташӗсем делегатсен квоттине палӑртнӑ, Аслӑ Пухӑва хатӗрлекен йӗркелӳ комитетне суйланӑ. Мӑн Канаш чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче пухӑнӗ, конгресӑн ХII-мӗш Аслӑ Пухӑвӗ чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче иртӗ. Унта пилӗк ҫул хушшинче тунӑ ӗҫсене сӳтсе явӗҫ, малашнехи ӗҫсене палӑртӗҫ, ҫӗнӗ президент, Мӑн Канаш, президиум суйлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() cap.ru сайтри сӑн Вырӑс патшалӑх драма театрӗнче «Кӗркуннехи тунсӑх» спектакль премьери иртнӗ. Ӑна Николай Некрасов пьеси тӑрӑх Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ Ашот Восканян лартнӑ. Спектакльпе ҫавӑн пекех халӑх художникӗ Владимир Шведов, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки тата хореограф Ирина Гаврилова, вокал репетиторӗ Александра Осташенкова ӗҫленӗ. Сюжет тӗпӗнче — Ласуков помещик, ӑна кӗркуннехи каҫ вӗҫӗмсӗр пек туйӑнать. Тунсӑхран хӑтӑлма тӑрӑшса вӑл тарҫисем валли ухмахла ӗҫсем шухӑшласа кӑларать, вак-тӗвекшӗн чӑркӑшать, ҫапла майӗпен лӑпкӑ ҫуртра чӑн-чӑн хаос пуҫланать. Тӗп роле Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Александр Смышляев вылять. Ласуков актершӑн питӗ пысӑк тӗрӗслев пулса тӑнӑ: спектакль тӑршшӗпех тенӗ пек вӑл сцена ҫинче, куракансен тимлӗхне тытса тӑрать. Спектакль антрактсӑр иртет. Постановкӑна «Ҫемье» наци проекчӗн «Пушкин карттипе» курма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() Авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче К. В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче «Паттӑр поэтӑн ячӗ вилӗмсӗр» литература уявӗ иртрӗ. Ӑна Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче фашистсен концлагерӗнчен ҫӑлӑнасшӑн пуҫ хунӑ Иван Викторович Викторов поэт ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалларӗҫ. Унта чӑваш халӑх поэчӗсем Юрий Сементерпе Раиса Сарпи, Чӑваш кӗнеке издательствин ача-пӑча литературин редакторӗ Ольга Федорова, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӑслӑлӑхҫи Геннадий Дегтярёв, писательсемпе поэтсем, Чӑваш наци телевиденийӗпе радиовӗн журналисчӗсем Валентина Беловӑпа Мальвина Петрова, Чӑваш наци конгресӗн чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен пӗрлешӗвӗпе вӗренӳ комитечӗн пайташӗсем, И. Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУ студенчӗсемпе преподавателӗсем, Шупашкар хулин А. А. Архипов ячӗллӗ кадет шкулӗн вӗренекенӗсемпе вӗрентекенӗсем, Иван Викторов ентешӗсем — Ҫӗрпӳ округӗн Кӑнар ял тӑрӑхӗн культурӑпа библиотека ӗҫченӗсем, Шупашкар хулин поэзие юратаканӗсем пухӑнчӗҫ. Уява Литература музейӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Галина Еливанова ертсе пычӗ. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗ Геронтий Никифоров Иван Викторов ҫыравҫӑн вӑрҫӑри паттӑрлӑхне уҫса пачӗ, Мальвина Петрова И. |
|
Культура
![]() Елена Атаманова сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Чӑваш наци радиовӗпе Светлана Асамат ертсе пыракан «Сас» кӑларӑма учительсем тата хаҫатҫӑ хутшӑннӑ. «Хыпар» издательство ҫуртӗнче ӗҫлекен Елена Атаманова пӗлтернӗ. Кӑларӑма Шупашкарти 18-мӗш лицейри Алевтина Такина, Любовь Севрикова тата 9-мӗш шкулти Ирина Корнеева вӗрентекенсем хутшӑннса «Хыпар» издательство ҫурчӗн ача-пӑча кӑларӑмӗсене шкулта епле сарни, ачасене вӗсемпе мӗнле туслаштарни, «Тетте» журналпа интереслӗ те хаваслӑ уроксем ирттерме май пурри пирки каласа кӑтартрӗҫ. «Ҫак ӑшӑ кӑларӑм хӑни пулса республикӑри пӗртен-пӗр ача-пӑча журналне хитре те илемлӗ реклама турӗҫ. Питӗ пысӑк Тав! Пирӗн сасса чӑнах илтрӗҫ паян тав, Светлана Васильевнӑна!», – тесе ҫырнӑ хаҫатҫӑ, |
|
Культура
![]() Альбина Юрату страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Чӑваш Енри ачасем паллӑ чӑваш ҫыравҫипе тӗл пулнӑ. «В краю 100 тысяч песен» (чӑв. 100 пин юрӑ тӗнчинче) тура ҫырӑннӑ ачасем авӑн уйӑхӗн 21-22-мӗшӗсенче «Ясна» этнокомплексра пулнӑ. Вӗсем Юхма Мишши чӑваш халӑх писателӗ патӗнче пулнӑ. Чӑваш Енри писательсен союзӗнчи тӗлпулура ачасем Юхма Мишшин музейӗпе паллашнӑ, унӑн кӗнекисене туяннӑ. Альбина Юрату сӑвӑҫ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ачасем шурсухала нумай ыйту панӑ. Вӗсем ҫыравҫӑн пултарулӑхӗпе те, кунҫулӗпе те кӑсӑкланса паллашнӑ. Юхма Мишши 350 ытла кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ, 100 ытла юрӑ валли сӑвӑ ҫырнӑ. Калем ӑстипе тӗл пулни ачасен асӗнче чылайлӑха юласса шанать Альбина Юрату. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнчи сӑнӳкерчӗк Юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Юлия Силэм ҫыравҫӑн юбилейне халалланӑ каҫ иртӗ. Мероприяти «Чӑваш кӗнеки» центрта 15 сехетре пуҫланӗ. Юлия Силэм — чӑвашсен хальхи вӑхӑтри паллӑ проза ӑсти. РФ писателсен союзӗн членӗ (1992), Чӑваш Енӗн культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (1998), Санкт-Петербургри Петровски ӑслӑлӑхпа ӳнер академийӗн чӑн пайташӗ (2001), Патӑрьел районӗн хисеплӗ ҫынни. Юлия Силэм 1951 ҫулхи юпан 2-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Ҫӗнӗ Ахпӳрт ялӗнче ҫуралнӑ. Кунтах вӑтам шкул пӗтернӗ. Унтан Чӑваш патшалӑх университетӗнчи филологи факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Вунӑ ҫулта чухнех литературӑпа интересленме пуҫланӑ, нумай вуланӑ, статьясемпе очерксем, кӗске калавсем ҫырнӑ, вӗсене хаҫатра пичетленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
