Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Вӑрман пек пуянни ҫук, хир пек асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Ангелина Павловскаян романне пичетлесе кӑларнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 27.10.2025 12:18 | 163 хут пӑхнӑ
Культура
Чӑваш кӗнеке издательствин сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш кӗнеке издательствин сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш кӗнеке издательстви виҫӗ ҫул ӗнтӗ чӑвашла роман ҫыракансен конкурсне ирттерет. Унта суйласа илнӗ чи лайӑх ӗҫе кайран кун ҫути кӑтартаҫҫӗ.

Пӗлтӗрхи конкурсра Ангелина Павловскаян «Ҫутӑ ӗмӗт ҫунатлӑ» алҫырӑвӗ мала тухнӑ. Халӗ ӑна Чӑваш кӗнеке издательстви кун ҫути кӑтартнӑ.

Ангелина Павловская 1939 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Вӑрмар районӗнчи Пӗчӗк Енкасси ялӗнче ҫуралнӑ. Ҫӗрпӳри библиотекарьсем хатӗрлекен техникумра, И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн филологи факультетӗнче вӗреннӗ. Куславкка районӗнчи Карачри вӑтам шкулта вырӑс чӗлхи учителӗ, Куславккара комсомол райкомӗнче 1-мӗш секретарьте, унтан Шупашкарти Мускав районӗнчи ҫутӗҫ пайӗн инспекторӗнче ӗҫленӗ, Шупашкарти 45-мӗш шкулта, 1-мӗш гимназире ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ.

Малтанхи тӗрленчӗкӗсем «Пионер сасси» хаҫатра, «Хатӗр пул» журналта пичетленнӗ, «Ярӑм-ярӑм явӑнать тӗтре» повеҫӗ 1983 ҫулта «Ялав» журналта кун ҫути курнӑ.

#конкурссем, #Кӗнеке издательстви, #кӗнекесем, #Вӑрмар районӗ, #Пӗчӗк Енкасси, #Карач, #Куславкка районӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Валери ТУРКАЙ // 8773.4.6966
2025.10.28 05:19
Ку кĕнеке пичетленсе тухни питĕ лайăх. Анчах та ун хуплашкине кам "илемлетнĕ"?!
Ку - халтура! Чăн-чăн халтура! Ăçта çитетпĕр эпир капла?!
Валери ТУРКАЙ. 28.10.25

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем