Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -6.7 °C
Пилӗкне хытӑ ҫых, ӑсна ҫирӗп тыт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Культура

Культура
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнчен пуҫласа чӳкӗн 5-мӗшӗччен Мускавра халӑхсен хушшинчи «Раҫҫей тата СНГ халӑхӗсем» фестиваль иртнӗ. Унта «Хитре» этнобренд та хутшӑннӑ.

Вӗсем хӑйсен тумӗсене кӑтартнӑ, пирӗн халӑхӑн культура еткерлӗхӗпе паллаштарнӑ. Фестиваль программинче ӗҫлӗ мероприятисем те пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-143818234_461322
 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти музыка училищи тӳлевсӗр концерта йыхравлать. Халӑх пӗрлӗхӗн кунне халалланӑ программӑпа чӳк уйӑхӗн 6-мӗшӗнче 13-сехетре паллашма май килӗ.

Концерта «Когда мы едины, мы непобедимы» (чӑв. Эпир пӗрле чухне пире ҫӗнтереймӗн) ят панӑ. Программӑна училищӗри преподавательсем, студентсем, унти пултарулӑх коллективӗсем йӗркеленӗ. Концерта музыка училищинче кӑтартӗҫ.

 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Республикӑн халӑх пултарулӑх центрӗ эстрада коллективӗсен, вокалпа инструментсен ансамблӗсен, эстрадӑпа вокал студийӗсен ертӳҫисем валли ӑсталӑх лаҫҫи йӗркеленӗ. Ӑна Чӑваш патшалӑх университечӗн ӳнер факультетӗнче юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче ирттернӗ.

Семинар-практикума пухӑннисем валли ӑсталӑх класне паллӑ музыкант тата маларах асӑнса хӑварнӑ аслӑ шкулӑн вокал ӳнерӗн кафедрин аслӑ преподавателӗ, эстрадӑпа джаз вокал ӳнерӗн специалисчӗ Вероника Арисова ирттернӗ.

 

Культура
https://culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
https://culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре пултарулӑх коллективӗсен «Наследники традиций» (чӑв. Йӑла-йӗркене малалла тӑсакансем) фестивальне 10 ҫул ӗнтӗ йӗркелеҫҫӗ. Шупашкарти культура колледжӗнчен вӗренсе тухнисем ун вӑхӑтӗнче хӑйсен пултарулӑхне кӑтартаҫҫӗ ҫеҫ мар, йӑла-йӗркене тытса пынипе те паллаштараҫҫӗ.

Ӗнер, юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче юбилейлӑ тӗлпулу иртнӗ. Ӑна колледжӑн 80 ҫулхине, институтӑн 25 ҫулхине халалланӑ. Программӑна 29 коллектив хутшӑннӑ. Вӗсем юрласа ташланӑ, оркестрсемпе хорсем те пулнӑ, вокал ушкӑнӗсемпе театр студийӗсем те сцена ҫине тухнӑ. Асӑннӑ коллективсен ертӳҫисем пурте — унччен культура колледжӗнче вӗреннӗ ҫынсем.

 

Культура

2026 ҫулта К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче «Паттӑрсем вилмеҫҫӗ» спектакль кӑтартӗҫ.

Вӑл ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан салтаксене халалланӑскер пулӗ.

Театр РФ Культура министерствин грантне ҫӗнсе илнӗ. Пӗтӗмпе – 3,5 миллион тенкӗ.

Спектакле шӑпах ҫак грантпа сцена ҫине кӑларӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Шупашкарти трактор тӑвакансен культура кременӗнче «От сердца к сердцу» (чӑв. Чӗререн чӗре патне) уяв программи кӑтартнӑ. Ӑна кинемисемпе мучисен кунне халалланӑ.

Ҫав кун сцена ҫине вокалӑн «Бэби-шлягер» эстрада студине, «Этуаль» хореографи студине, эстрада ташшин «Солнцеклеш» коллективне, «Суварята» ташӑ ансамбльне ҫӳрекенсем вокал тата хореографи номерӗсемпе тухнӑ.

Унсӑр пуҫне Владимир Егоров, Валентина Телей, «Икӗ аккорд» дуэт, Зоя Кириллова тата Григорий Павлов, Анастасия Власихина, Шупашкар районӗнчи Тутаркассинчи «БеЛаРа» ташӑ ушкӑнӗ куракансене хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарнӑ.

 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш академи драма театрӗнче «Карчӑксем качча каяҫҫӗ» камит курма чӗнеҫҫӗ. Пушкӑрт драматургӗн Флорид Буляковӑн пьесипе лартнӑ премьерӑна юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче тата чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче кӑтартӗҫ.

Спектакле чӗнсе илнӗ режиссёр, Удмурт Республикин халӑх артисчӗ Алексей Ложкин лартнӑ. Спектакле илемлетекенни — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ Валентин Федоров.

 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри «Янтал» ушкӑн Пензӑран лауреат ячӗпе таврӑннӑ. Асӑннӑ хулара «Песни родной стороны им. А.Г. Тархова» (чӑв. А.Г. Тархов ячӗллӗ тӑван тӑрӑх юррисем) регионсем хушшинчи фестиваль-конкурс иртнӗ.

Унта 800 ытла хӑнапа 100 ытла коллектив пуҫтарӑннӑ. Чӑваш Ен чысне унта Шупашкарти музыка училищин «Янтал» фольклор ушкӑнӗ хутшӑннӑ. Ушкӑна Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Людмила Петухова Григорий Салюков хормейстер ертсе пырать. Коллектив 1 степеньлӗ лауреат ятне тивӗҫнӗ. Никита Арсентьев вара конкурс дипломанчӗ пулса тӑнӑ.

 

Культура
chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш кӗнеке издательствинче Тимӗр Алюш Валин «Нарпике ӑраскалӗ» романӗ 1 пин экземпляр тиражпа пичетленсе тухнӑ. Кӗнекери ӗҫсем 1900–2023 ҫулсенче пулса иртеҫҫӗ.

Издательствӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, Тимӗр Алюш Вали — Валентина Кириллова. 2023 ҫулта Чӑваш кӗнеке издательствинче унӑн «Сас пачӗ ывӑлӑм» кӑларӑмӗ кун ҫути курнӑ.

Валентина Алексеевна 1963 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Комсомольски районӗнчи Нӗркеҫ ялӗнче ҫуралнӑ. 1982 ҫулта тӑван районӗнчи хаҫатра ӗҫлеме пуҫланӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультетӗнче вӗреннӗ. Кайран Елчӗк район хаҫатӗнче тивӗҫлӗ канӑва тухичченех тӑрӑшнӑ.

 

Культура
Альбина Юрату халӑх тетелӗнчи страницинчен, news.myseldon.com тата gov.cap.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗксемпе усӑ курса хатӗрленӗ Таисия Ташней коллаж
Альбина Юрату халӑх тетелӗнчи страницинчен, news.myseldon.com тата gov.cap.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗксемпе усӑ курса хатӗрленӗ Таисия Ташней коллаж

Ачасемпе ҫамрӑксем валли чӑвашла ҫыракан авторсене тупса палӑртма тата хавхалантарма пирӗн республикӑра ҫулсерен конкурс ирттереҫҫӗ. Халӗ кӑҫалхине пӗтӗмлетнӗ.

Шкул ҫулне ҫитмен тата кӗҫӗн классенче вӗренекен ачасем валли ҫырнӑ ӗҫсенчен Анна Тумаланован «Пӗчӗк Кулян пысӑк тӗллевӗсем» алҫырӑвне тӳресем пысӑк хак панӑ май ку ӗҫшӗн автора 50 пин тенкӗ преми тивӗҫӗ.

Вӑтам шкул ҫулӗнчи ачасем валли шӑрҫаланӑ «Ылтӑн ҫулҫӑ» ӗҫпе Сергей Павлов палӑрнӑ. Ӑна 75 пин тенкӗ преми парӗҫ. Аслӑ классенче вӗренекен ачасем валли хайланӑ ӗҫсенчен Ольга Фёдорован «Таврӑнсамччӗ каялла» алҫырӑвне ҫитекенни пулман. Ӑна та 75 пин тенкӗпе хавхалантарӗҫ.

Ҫӗнтерӳҫӗ-алҫырусене ҫитес ҫул кӗнекен пичетлесе кӑларӗҫ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, [8], 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, ...446
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2026 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Сирӗн ку эрнере хӑйне евер энергетика пулӗ. Ҫынсем сирӗнпе юнашар пуласшӑн, тимлӗх ӑшӗнче пулма хатӗрленӗр. Лайӑх кӑмӑл-туйӑм шырӑр, ӑна темиҫе хут ӳстерӗр. Тахҫанах проект пуҫарма ӗмӗтленнӗ тӗк — тархасшӑн! Эрне варринче хӑвӑр ҫине ҫӗнӗ тивӗҫсем ан илӗр, сӑмах ан парӑр.

Кӑрлач, 11

1907
119
Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри ҫуралнӑ.
1924
102
Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуларнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын