Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
(«Ӗмер иртет те, кун юлать» сӑвӑ пуххине вуланӑ хыҫҫӑнхи шухӑшсем)

Ку чухнехи наци юхӑмӗн вӗри юнлӑ кӗрешӳҫи, паллӑ тӗпчевҫӗ, ӑсчах, поэт, публицист, таврапӗлӳҫӗ, филологи наукисен кандидачӗ, доцент, Халӑх академикӗ, Чӑваш Республикин аслӑ шкулӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Виталий Петрович Никтин – Станьял чӑваш поэзи анинче хӑйне тивӗҫлӗ тӑван халӑхшӑн усӑллӑ ҫимӗҫ ӳстерес тесе тӑрмашать. Шкул ҫулӗсенчех сӑвӑ ҫырас ӑсталӑха алла илес ӗмӗтпе ҫунатланнӑскерӗн хайлавӗсем Анат-Кӗнер вӑтам шкулӗнче тухса тӑракан класс хаҫатӗнче тата шкул хаҫатӗнче пуҫласа кун ҫути курнӑ. Сӑмах хӑватне ҫамрӑкран туйнӑ Виттусӑн, Виттус Неберингӑн поэзи хайлавӗсем пуҫласа уйрӑм кӗнекен «Ытамлатӑн, Ҫӗршывӑм ман» (1980) вулакан патне ҫитнӗ. «Ӑраскал тӗпренчӗкӗ» (2001) тата 2004 ҫулта “Юрату йӗтесӗ” ятпа пичетленсе тухнӑ сӑвӑ кӗнекисене те поэзие кӑмӑллакансем юратса йышӑннӑ. Поэзири туйӑмлӑхпа сисӗмлӗхе мала лартаканскерӗн ҫапла хайлав хыҫҫӑн хайлав ҫуралнӑ. Сӑвӑҫ тивӗҫне – тӑван чӗлхе илемӗпе санарлӑхне пархатарлӑн, сӑваплӑн тытса пырассинче ҫеҫ мар кӗрешӳпе тӗрӗслӗх ҫутин ялавне ҫавӑрнӑскер – Станьял паян та сӑмах хӑватлӑхӗпе яваплӑхӗн шӑнӑрне ҫемҫетмест. Ку “Юрату йӗтесӗ” сӑвӑсен пуххинче те аван сисенет. "Хунав ачалӑх урхамахӗ” ярӑмпа пуҫланакан сӑвӑ сӗвемӗнчех - Станьял лирикинчи пӗрлешӳллӗ хӑват символӗ мала тухать. Тӑван шкул, ҫуралнӑ ял, атте-анне килӗ, шанчӑклӑ тус-юлташ, пурнӑҫ, тӑван чӗлхе тата унӑн ҫӗршывӗ – ҫаксем Станьял поэзийӗн юратӑвӗпе ыратӑвӗ. Станьяла ҫак мӑнаҫлӑ та хумхануллӑ, парӑмлӑ, чылай чухне хуравсӑр юрату вӑйӗ тӑван сӑмах культурин тӗнчинче хӑйнеевӗрлӗ ҫул суйласа илме май панӑ. Станьялсӑр, унӑн уҫӑ та тӳрӗ сӑмахӗсӗр тӑван литература аталанӑвӗ тулли пулаймӗччӗ. Сӑвӑҫӑн илемлӗ кӗвӗллӗ таса юрату лирикине тунсӑхпа пусӑрӑнчӑклӑх витсе тӑнине те асӑрхамасӑр иртме ҫук. Ку, уйрӑмах, чӑваш ывӑлӗ-хӗрӗн иртнӗ пурнӑҫне куҫ умне чӗрӗлле кӑларса тӑратакан, тарӑн шухӑша яракан, витӗмлӗ хайлавӗсенче аван курӑнать. Ирӗклӗ сӑвӑ меслечӗпе – верлибрпа – ҫамрӑклах усӑ курни Станьяла лирикӑра шаплун шайне аякка хӑварса чунрине ҫӗнӗлле пӗлтерме май панӑ. Хавхалану, сӑмах вӑйне ӗненни сӑвӑҫа пурнӑҫ ориентирӗсене суйласа илсе, халӑхшӑн усӑллӑ енсене хӑй туртакан лав ҫине тиеме хистенӗ. Лавӗ вара, чӑнниепех те сулмаклӑ, никам туртаймиех пулса кайнӑ.
Виталий Станьял литература ани ҫинчи пӗрремӗш утӑмӗсенех сулмаклӑ ярса пуснӑ. Хӑшӗ-пӗрисем пек йӑпӑлтатса, сӑмах вылятса, юрас тесе шыв юхтарса ят-сум, чаппа хисеп ҫӗнсе илесси ют пулнӑ уншӑн. Чавсапа хирсе хӑй валли ӑшӑ йӑва хатӗрлес енне ҫул уҫассине те суйламан вӑл. Веҫех тар тӑкса, халӑхшӑн ырӑ тӑвас туртӑмпа ӗҫлесе пурӑннӑ. Тӑван чӑваш халӑхӑн ырӑ йӑли-йӗркипе паян та усӑллӑ пулма пултаракан енӗсене хӳтӗлес ӗҫре чӑрсӑрлӑхӗпе теветкеллӗхне те кӑтартман мар. Чӑрсӑрлӑхне хӑшӗ-пӗри ӑмсаннӑ, тепри хӑй калайманшӑн элек сарнӑ. Шӑп ҫавнашкал чурӑс та чухӑн чун-чӗреллӗ ҫынсене хӑйӗн лирика йӗркисене кӗртнӗ те вӑл: «кӗҫӗ ӳтлӗ этемсемпе», «чӗр тӗллевсӗр ҫапса витерекенсемпе» кӗрешес тесе. Унӑн кун-ҫулӗ кӗрешӳре, халӑхшӑн ҫунса пурнассинче. Ку 2020 ҫулта, сӑвӑҫ 80 ҫул тултарнӑ тӗле пичетленсе тухнӑ «Ӗмӗр иртет те, кун юлать: сыватӑшри сӑвӑсенчен» [4] кӗнекере пайӑррӑн курӑнать.
«Ку пухчӑна сыватӑшсенче юлашки вӑхӑтра хайланӑ сӑвӑсене кӗртнӗ. Вӗсенче сӑвӑҫ хӑйне йывӑр вӑхӑтра тӗкӗ панӑ тус-тӑванӗсене, тухтӑрсемпе шураппасене тав тунӑ, пурнӑҫпа вилӗм ҫинчен мӗн шутланине палӑртнӑ» тенӗ кӗнеке анннотацийӗнче [4]. «Йывӑр вӑхӑтра» тенӗ сӑмах тавра шухӑш амаланать. Станьял пурнӑҫӗ хӑҫан та пулсан ҫӑмал пулнӑ-ши вӑл? Тӑван культура, литература, вӗрентӳ т.ыт. те. уҫлӑхӗнче Чӑваш аваллӑхӗпе неселӗсен ячӗпе сӑмах илнӗскерӗн – Станьялӑн кун-ҫулӗ Ҫӗҫпӗлӗнни пекех ӗмӗрхи кӗрӗшӳре ҫунса шӑраннӑ. Ҫавӑнпа та сыватӑша лексен пуҫа килнӗ кашни-пӗр шухӑш, шур хут ҫине ҫырӑннӑ кашни-пӗр йӗрке, ӗмӗт, тӗллев, хавха поэт кӗрешӳҫӗн сассине хулӑмлатакан ахрӑм евӗр янӑраҫҫӗ. Ӗмӗрсен чиккине хураллакан, ахрат ҫыранӗн шырланӗ умӗпе иртекен чӑн-чӑн кӗрешӳҫӗ кӑмӑлне «Ҫул курки ан парӑр» ярӑма уҫакан «Уйрӑлу сӑмахӗсем» те ҫирӗплетеҫҫӗ:
«Алпастӑ чунӑма туртса ҫакасшӑн,
Ӗҫлес ҫӗртех пуҫран пырса сӗкет…
Каллех сыватӑшра, аҫа ҫапасшӑ!
Юн пусӑмӗ мулкач пекех сикет.
…Пырса лартать те шураппа тумлачӑк,
Пӑхса шутлатӑп пӗрчӗк йӑлтӑрне:
Тата мӗн чухлӗ ӗҫлесси путланчӗ,
Мӗн чухлӗ ӗмӗт кайрӗ хыр тӑрне!
Тӑхта! – тет тухтӑр, эскулап таврашӗ, –
Пӑкки шансан та пӗкечи юлать,
Эп хам ҫавна кӑшт тӳрлетсе пӑхасшӑн,
Турри парсассӑн – тӳрлетме пулать!
Хушсан – пӗр шураппа илет те уҫӑ,
Ертсе ҫӳрет таҫтан ҫӳлтен-айран.
Унта ҫавӑрттараҫҫӗ кутӑн-пуҫӑн –
Йӑлт тӗрӗслет вара пӗр-пӗр майра…
Усси те пур, те ҫук – тӳрех пӗлместӗн,
Каллех выртатӑн йӗпчӗксен айне.
Пулас килмест пӗрре те лӗстӗк-лестӗк,
Тупсамччӗ, тухтӑр, сывату майне!»[4; с. 3].
Ӑнсӑртран килсе ҫапнӑ ӑншӑрт сӑвӑҫ чӗрине куҫҫӳлпе ҫуман. Пачах тепӗр майлӑ, чӗрери пархатар хӗлӗхӗсене, тӑван халӑхшӑн «Тата мӗн чухлӗ ӗҫлесси путланчӗ, Мӗн чухлӗ ӗмӗт» «хыр тӑрне» кайни шуйхантарнӑ, тата тӑван (паттӑр. – О.Н.) халӑх умӗнче «лӗстӗк-лестӗк» курӑнас килменнине ҫиеле кӑларнӑ. 2012 ҫулта ҫырнӑ «Кайма пуҫтарӑнтӑм...» сӑвӑ пророкла мал курӑмла йӗркесемпе пуян.
«Кайма пуҫтарӑнтӑм. Пуҫа таймашкӑн вӑхӑт
Килнин ун каясах пулать.
Кайсан-кайсассӑн ҫаврӑнса, тен, пӑхӑп:
Тухса кайсан хыҫра мӗскер юлать?
Муталанса сапланӑ ҫӗтӗк-ҫатӑк,
Ун-кун пуҫтарнӑ статьясен купи…
Пулмарӗ ҫӑкӑр тупасси виҫ татӑк,
Пайта памарӗ ӑслӑлӑх курки.
Хастарланса тулта кӗрлерӗ тӑвӑл,
«Тӗпел» те ЧОКЦ, ентешлӗх те Конгресс.
Яш-кӗрӗме ҫӗклерӗ ирӗк кӑмӑл
Садри йыш яракан вӗлле тӗсех!
Патвар йышпа пулнишӗн савӑнатӑп.
Кӗрешӳре ҫӗкленнӗ ҫирӗп хал
Малти рете тумарӗ нишлӗ катӑк –
Ҫав туйӑмпах тухса каятӑп халь» [4; с.4].
Ку таранччен пӗччен тунӑ ӗҫӗсене тепӗр ҫӗр ҫынлӑ йыш туса ҫитерейменни пирки «нишлӗ катӑксем» сӑпайлӑн та пулин аса илес ҫуккине туять тӑван халӑхӑн чӑн-чӑн патриочӗ. Хӑш-пӗр халӑх поэчӗ писателӗ евӗр хайлава (сӑмаха. – О.Н.) хай тунӑ «ырӑ» ӗҫӗсенчен пуҫласа ҫав «ыр» ӗҫсене хӑйех мухтанипе вӗҫлесси ҫуках ҫав унра. Хӑйӗн литература ӑслӑлӑхӗнчи ӗҫӗсемпе тӗпчевӗсене, тӑван халӑх хӑйевӗрлӗхӗпе хӑй хаклӑхне палӑртма пулӑшнӑ «Тӗпел» те ЧОКЦ, ентешлӗх те Конгресс» хӑй йӗркелесе янӑ обществӑлла ӗҫсемпе пӗрлӗхсен шӑпи канӑҫсӑрлантарнипе пӗрле ҫав ырӑ ӗҫсен черетне вырӑна хуманни кӑвасӑк тути килтерет чӗринче. «Пурнӑҫ хавалӗ сулчӑланчӗ» сӑвӑ пикеннӗ ӗҫсене «Пӗри ӳксен тепри ҫӗклетӗр / Эпир пуҫланӑ ӗҫсене» малалла тӑсма сунакан пил евӗр илтӗнет. Пил тенӗрен, пил сӑмахӗ-сунӑмӗ «Ӗмӗр иртет кун юлать» кӗнекере пӗрре мар тӗл пулать. Акӑ «Сывӑ пул ан тейӗр» сӑвӑри йӗркесем тӑван халӑха ыр сунса каланӑ пилех темелле: «Сывӑ юлӑр тейӗп / сыхӑ пулӑр тейӗп, / пиллесе хӑварӑп ӗмӗте. / Йышлӑн пайӑрланӑр, / ҫирӗп чӑмӑртанӑр / Ҫӗр ҫине хӗвелӗн/ ӑшши килнӗ чух. / Кашни ҫын тирпейлӗ – / Йӑх-ӑру телейлӗ / Эрттелпе пӗрле пурнас пулсан. / Несӗлсен еткерӗ / ӗмӗрех упрантӑр / Ҫамрӑк ӑрӑва хӑват сунса [4; с. 5].
Пӑлхануллӑ самантсен ҫине-ҫинелӗхӗ тем пек вӑйлӑ кӑмӑла та, ҫирӗп чуна та сулчӑлатать. Кӑна «Сывӑ пул ан тейӗр» сӑвӑри йӗркесем те ҫирӗплетеҫҫӗ: «Сывӑ пул ан тейӗр, / чипер кай ан тейӗр, / ҫулу такӑр пултӑр теес ҫук. / Каяс ҫул пурин те / кун пек чух тап-такӑр, / Леш тӗнче сукмакӗн / ыр-усалӗ ҫук» [4; с. 5].
Кӗнекери уйрӑлупа сывпуллашу пилӗ-сунӑмӗсенче Хусанкайла мал курӑмлӑхпа Ҫеҫпӗлле мал ӗмӗтлӗх те ҫук мар. «Пурнӑҫра хӑна пулман» сӑвӑҫ-кӗрешӳҫӗн сӑмахӗсенче
«Илсе каймастӑп эп хампа пӗрле
Ҫут тӗнчерен пӗр нимӗн япала та.
Пӗлӳ кӗнекисем ман ҫул-йӗре
Шӑлса тикӗслессе кӑна шанатӑп.
Пӗлӳ сентри – чи пысӑк пурлӑх ман,
ӑна эп пухрӑм ӳркенми пӗр вӗҫӗм.
Тен, пулӗ-ха тӗпчевҫӗ урӑхран -
ӑна сыппа килинччӗ манӑн ӗҫӗм» [4; с. 6]
Хусанкай Тиллийӗн кӑмӑлӗ те курӑнуллӑ. Шӑпа куркине хайне май евӗккӗн, ытарлӑн та сапӑррӑн, пуринчен ытла ҫырлахуллӑн тӳпелет поэт. Этем ҫӗр ҫинчи чи асамлӑ хӑватӑн – юратун ҫимӗҫӗ пулнине пӗр самант та манмалла маррине аса илтерет ода жанрне капашакан «Асамлӑ юрату сӑмсахӗ» хайлав.
«Митта мухтанӑ Иванов бульварӗ,
Асран тухми юратнӑ мӑн ҫыран,
Чечекӗ, карлӑкӗ, хӗр-упраҫсен юр-варӗ
Пырать иккен ҫак ватлӑх кун таран...
Каллех куратӑп Атӑл инҫӗшне те,
Йӑлӑм сӑртне те тинкеретӗп тек.
Кино, театр, палӑк – виҫҫӗшне те
Пӗрлештеретӗп яшлӑх ҫутипе.
Пирӗн асамлӑ Юрату Сӑмсахӗ
Тек илӗртмест яш-кӗрӗме пачах.
Халь ӗнтӗ урӑх хӗрӗ те хусахӗ -
Мӗскер вӗсемшӗн темӗнле Сӑмсах!
Халь Шупашкар та тӗпренех ҫӗнелчӗ,
Вӑл тухрӗ ҫӗкленсе сӑртсем ҫине.
Кашнин ҫумрах пур электронлӑ евчӗ,
Килте ларсах паллаш ҫине-ҫинех!
Яш чух юратнӑ Иванов урамӗ
Тӑван ял касӗ пекчӗ тахҫанах.
Йӑлтах халь урӑх. Палласа пулмарӗ.
Тӗрме, чиркӳ, сыватӑш ҫеҫ ҫавах!» [4; с. 7].
Ӗмӗртен-ӗмере, ламран-лама куҫса пыракан пурнӑҫ хаклӑхӗсене юрату асамӗ пӑрахӑҫа тухма памасса шанни, ӗненни те ҫук мар сӑвӑра. Тӑван кил, тӑван чӗлхепе ҫӗр, атте-анне, «мамак-маҫак» та юрату техӗмӗн ҫимӗҫӗсемех. Хӗвел питне ыр сунӑм-пулӑмпа килнӗ ҫын ҫак таса ятсен ҫутине ҫӗре ӳкермесӗр пурӑнма ӑнтӑлать. Станьял та хӑй пурнӑҫӗн ҫӑлтӑрӗсене ӳкме паман:
«…Ӑҫта кайсан та тӑван кил,
Тӑван ҫӗршыв пӗрре!
Ҫул ҫӳремелӗх панӑ пил
Тухман-ха чӗререн. …
... Хамӑр йыша, хамӑр кӗлле
Нихҫан асран яман.
Этем вӑл вилӗмсӗр пекех.
Тӑван ял-йыш савсан!» [4; с. 8].
«Виҫрӗм утӑмпа чӑваш ҫӗрне,
Элчӗ пек ҫӳрерӗм пур ҫӗрте те.
Ял ятне ямарӑм ӗмӗрне,
Эп ӑна тӗнче варне кӗртетӗп! [4; с. 9].
Чӑннипех те Станьяла палламан, унӑн вӗрентӳри, ӑслӑлӑхри, йӑлапа халӑх культури ӳнерӗн уйӗнчи, обществӑлла ӗҫне-хӗлне пӗлмен чӑваш пур-ши паян. «Элчӗ пек ҫӳрерӗм пур ҫӗрте те», - тени пӗрре те ӳстерсе каланӑ самахсем мар. Виталий Петрович И.Я. Яковлев ячӗлӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче ӗҫленӗ тапхӑрта вӑл ертсе пынипе ҫулсерен студентсене республика тулашӗнче тӗпленнӗ чавашсем патне вӗрентӳ практикисене илсе каяттамӑр. Пушкӑрт, Тутар, Чӗмпӗр, Самарпа Пенза тӑрӑхӗнчи кирек хӑш яла кӗр – унта Станьяла авалхи тӑванне кӗтнӗ пек кӗтсе илеччӗҫ. Ҫакӑ мар-и ӗнтӗ вӑл халӑх юратӑвӗ.
Ҫӗр ҫинчи пурнӑҫӑн илемӗпе хакне сисме-туйма пикенни тӑватйӗркесенче те курӑнать. Чун тӗпӗнчен, шалтан ҫуталса илекен сисӗм-туйӑм пайӑркисем философилле шухӑшлав кӑвайчӗсене тивертсе яраҫҫӗ тейӗн:
«Сан тӗлте хӗвел кӑна,
Ман тӗлте тӗтре кӑна...
Ҫут тӗнчешӗн эс те, эп те
Пурпӗрех хӑна кӑна!
***
Хӗтӗртсех калать Хайям:
Тат чечек, ҫавах каян...
Пурнӑҫран пӗрех кайсан та
Вӑрлӑх хыв тесе калам.
***
Тӗнчери чечексем сан валли пӗтӗмпех-и.
Ан ӗнен, вӗҫкӗнскер, хапсӑнсах вӗт пӗтетӗн!
Шыв ҫинчи шурӑ лили, сӑрт-тусен эдельвейсӗ
Ҫывӑхне нихӑҫан ҫитейместӗн-ха эсӗ» [4; с. 11].
Тӑван ҫӗршыв сӑнарӗ кирек хӑш сӑвӑҫ пултарулӑхӗнче те тивӗҫлӗ вырӑн йышӑнать. Пӗрисене – тӑван тӑрӑхпа ҫӗршыв шӑпи канӑҫсӑрлантарать. Теприсем – тӑван тӑрӑх илемне, унӑн асамлӑ вырӑнӗсемпе пулӑмӗсене хакласа, ӳкерсе куҫ умне кӑлараҫҫӗ. Пурнӑҫ тути-масине, хура-шурне самаях астивнӗ Станьяла тӑван ҫӗршыв, халӑх шӑпи ытларах шухӑшлаттарни паллӑ, мӗншӗн тесен вӑл аваллӑхпа паянхи вӑхӑт таппине танлаштаруллӑ тишкерсе хаклать. Ҫавӑнпах пулӗ унӑн тӑван ҫӗршыв шӑпи ҫинчен шухӑша ӳкнӗ хайлавӗсене философиллӗ тарӑн шухӑш витерсе тӑрать, ҫыравҫӑ вулакан куҫӗ умӗнче пурнӑҫ хаклӑхне тӗплӗ пӗлекен философ пулса тӑрать. Ку уйрӑмах гражданла лирикӑра аван палӑрать. Илемлӗ литература тӗллевӗсенчен пӗри, пурнӑҫ хаклӑхӗсене халӑха ӑнлантарса унӑн пурнӑҫне ҫӑмӑллатасси. Пурнӑҫри тӗрлӗ самантпа пулӑма тӗрӗс ӑнланса илме пулӑшас тӗллевпе ҫыравҫӑ хайлавра философиллӗ тарӑн шухӑшлӑ сӑнлӑхлӑ ӳкерчӗксем, тӗрлӗ ситуацисем, шухӑшсем, каларӑшсем, тӗслӗхсем усӑ курать.
«Калаҫатӑп ҫӗрӗм-шывӑмпа» ярӑмри сӑвӑсен теми тӑван халӑх шӑпи, аваллӑхӗ, нуши-терчӗ, тӑван ҫӗршыва юратни, ӗҫчен халӑх паттӑрлӑхӗ, ырӑпа усал. Ҫак туртӑмсем пур сӑвӑҫ пуларулӑхӗшӗн те палӑруллӑ терӗмӗр маларах. Апла пулин те Станьял сӑвви-юррисенче ҫак пархатарлӑ шутланакан темӑпа проблема хӑйне евӗр сӑн-сӑпат йышӑнать. Енчен те чылай поэт пурнӑҫ хакне, пӗлтерӗшне ҫитӗнсе, аталанса пынӑҫемӗн туйса «унӑн талайне йышӑнать» пулсан – Станьял ҫӗршыв, пурнӑҫ, влаҫпа халӑх хутшӑнӑвӗн хивре те тӳнтер енӗсене ҫамрӑкран курса, чӗре витӗр кӑларса ӑнланса ӳснӗ. Ку «Тӗнче суранӗ таврӑнать» сӑвӑ-тӗрленчӗкре аван сисӗнет, унта автор саманан самай хивре тӳнтер енӗсене ӳкернӗ:
«Тӗнче суранӗ таврӑнать – ӑҫта кайса кӗрейтӗр,
Ӑҫта ҫухалтӑр ҫав иртми суран!
Ҫав выҫлӑх, мӑшкӑл, йӗкӗлтӳ асапӗ
хура пӗлӗт пекех
пуҫсем ҫинче тӑрать.
Вӑрҫа каймасӑр юлнӑ та – мӗн туччӗр –
тӗнче кӑкне тытакансем пулса
Аннесене хӑратнӑ саккунпа,
Тӑлӑхсене фашист пек мӑшкӑлланӑ,
Чӑтмашкӑн тивнӗ –
фронт валли йӑлтах!
Ҫав йӗксӗк ачисем кайран, элек сарса,
ӗмӗрӗпех тӑлӑхсене таптарӗҫ.
Чеен, каварлӑн, вӑрттӑн та кӑран!
Вӗсем, иккен, ҫӗршывӑн чыс хуралӗ,
Эпир, иккен, килти хура тӑшман.
Ҫапла вӑл ҫӗленсен каварӗ.
Ҫук, тӑранмасть чыса пӗлмен тӑшман!
Вӗре ҫӗлен пек явӑнать ҫӳлте вӑл
Наркӑмӑшпа сапать пире хыҫран,
Ачасене те амантса хӑварчӗ.
Суя сӑмахсемпе куҫран вӑлтать –
Эпир айваннӑн ӗненсе шанатпӑр.
Сӑяннӑ куҫ та уҫӑлӗ ҫапах.
Пин хут ылхан ҫӗре ӳксе ҫухалмӗ.
Укҫашӑн та пуянлӑхшӑн кӑна
Ачасене макӑртакан кӑкланӗ.
Тӑванлӑх, танлӑх, тӳрӗлӗх пуртан
Этем тӗрӗслӗхе шанма пӑрахмӗ» [4; с. 10].
Тӳрех каламалла, кунта сӑвӑҫ, паянхи Ура! патриот тӳри-шари хӗремӗсленсех, сурчӑк сирпӗтсех вӑрҫакан, хурлакан, варалакан иртнӗ ӗмӗр ҫутин паха енӗсене тарасаламасть. «Тӗнче кӑкне тытакансем», «ҫӗршыв» ячӗпе ҫын аллипе кӑвар туртакансем ӗлӗк те халӗ те сахал мар пулнине черетлӗ хут аса илтерет. Тӳрӗ сӑмах, йӗплӗ ҫӑмах, куҫҫӳллӗ ачалӑх - сармантей саманин палӑруллӑ сӑррисен пӗр пайӗ кӑна тейӗпӗр кусене.
Ҫапла вара Станьял сӑмаха тӳррӗн, кӗскен, техӗмне туйса, Миталла сулмаклӑн, ҫав вӑхӑтрах ҫепӗҫ лирикла калама хӑнӑхса ҫитнӗ. Пайӑррӑн илсен философи лирики еннелле сулӑнакан поэзи теме те пулать унён поэзине? Станьялӑн хальхи тапхӑрти поэзийӗн тепӗр хӑйнеевӗрлӗхӗ шутне сӑмах ӑсти сӑвӑра хускатнӑ шухӑш-кӑмӑл ятне ҫывӑх, тӑван халӑх аталанӑвӗнче паллӑ вырӑн йышӑнакан ҫынсен ячӗпе ҫыхӑнтарни. Урӑхла каласан тарӑн шухӑшлӑ сӑвви-юрри халал жанрӗпе ҫырнӑ хайлава ҫаврӑнать. «Калаҫатӑп ҫӗрӗм-шывӑмпа» ярӑм Геннадий Дегтярова халалланӑ «Ҫӗршывӑмҫӑм, Чӑваш Ҫӗршывӗ» сӑвӑпа пуҫланать. Ҫӗршыв пурнӑҫӗнчен пӗр самантлӑха уйрӑлнӑ ҫын халӑх кун-ҫулӗпе, кун-тӑрӑмӗпе кӑсӑкланнӑн йӗркеленӗ сӑвва. Лирика геройӗшӗн кил пӗлтерӗш Ҫӗршыв пӗлтерӗшӗпе пӗрлешсе каять. Кил-тӗрешри, ҫемьери ҫывӑх ҫынсен ятне те тӑван халӑх йышӑнать:
«Килте мӗнле? Сывах-и халӑх?
Мӗнле сывлать ялпа хула?
Тӳре-шара мӗнли вӑл паллӑ,
Вӑл ӗмӗрех ҫапла юлать...
Чӑтатпӑр. Чӑтмалли нумай-ха.
Ӗҫлесчӗ. Ӗҫлесси пайтах.
Кӗрешмелли те пур ку майӑн,
Кӗрешӳре те пур пайта!
Ҫӗршывӑмҫӑм, Чӑваш Ҫӗршывӗ!
Те эс манра, те эп санра...
Кунҫулӑм иртӗ, вӑхӑт шӑвӗ –
Пире эс упрӑн ытамрах!» [4; с.13].
Cӑнасарах пӑхсан, тимлӗрех вулсан автор Геннадий Тегтяров ячӗллӗ сӑвӑ урлӑ кӑмал-туйӑма маларах хӑй ӗҫленӗ Гуманитари институчӗпе калаҫнӑ пек те туйӑнать. Чӑвашлӑх ӑслӑлӑхӗн лаҫҫи пулса тачӗ мар-и Гуманитари институчӗ тӑван халӑхшӑн. Паянхи чӑвашлӑх хуралӗн тепӗр хастарӗн Шашкар Тимӗрӗн (В.Тяпкин. – О.Н.) ячӗпе шӑрҫаланӑ сӑвӑ сӗвемӗ те пӗр Шашкар Тимӗрӗн кун-ҫулӗпе ӗҫне-хӗлне уҫӑмлатакан сӑвӑ ҫеҫ мар. «Тӗлӗкри» тӗтре евӗр явӑнать тӑван халӑх аваллӑхӗ, историйӗ, кӗрешӗвӗпе асапӗ лирика геройӗсен асӗнче. Кӗске кӑна сӑвӑра Станьялӑн ҫеҫ мар пӗтем халӑх пунӑҫӗ аваллӑхран пуҫласа паянхи таран вулакан умне тухса тӑрать. ХХ ӗмӗрӗн вӑрҫӑ тапхӑрӗнчи синкерлӗ ачалӑх саманчӗсем, нимӗҫсене вирлӗн хирекен поэт ашшӗ, е тӑван халӑх пуласлӑхӗшӗн пуҫӗсене хӗрхенмен «Хурипе Юман, Милли» санарӗсем тӗлӗк витӗр килсе поэт кӗрешӳҫе тӳрӗ, чӑн сӑмахпа кӗрешӗве ыткӑнма чӗнеҫҫӗ:
«Йӗксӗке куҫран калатӑп:
Тӗрӗсшӗн пуҫа хуратӑп! [4; с. 14].
Чаптай Элмен, Тракри Чаптай Петров ячӗпе ҫырнӑ сӑвӑ-кӑмӑлсенче те Станьялӑн пурнӑҫри тӗп тӗллевӗ неселӗмӗрсен йӑли-йӗркипе культурине, историне, хӑйевӗрлӗхне манмасӑр тӑван халӑх кун-ҫулне уҫӑмлатасси. Чӑваш халӑхӗ ҫӗр ҫинчи ытти нихӑш халӑхран та кая маррине, унӑн та пуян истори, культура, философипе пурнӑҫ йӗркелемелли ытти пур хатӗр-хӗтӗрпе кӑмӑл-туйӑм пуянлӑхӗ иксӗлми пулнине ӗнентересси.
«Ӑру хыҫҫӑн ӑру ҫуралать те вилет,
Кайранхи малтинчен пилпе пурлӑх илет.
Кам ҫавна ӑнланать – несӗле пуҫ таять,
Ыррине вӑйлатса малалла талпӑнать.
Ман ӑру ачисем вутра ҫунчӗҫ те пӗтрӗҫ,
Сӗмсӗрсем ҫӗршыври пурлӑха юта тӗртрӗҫ.
Кам упратӑр текех ваттисен йӗркине.
Кам упратӑр чӑваш чӗлхине.
Эп шанатӑп: килет-ха Томей Охатерӗ!
Ҫулъертӳҫӗ тухсан паттӑр халӑх ҫӗнтерӗ» [4; с. 15].
Валери Туркай, Виктор Симаков, Нина Элмен, Шанӑҫпи Иванова, Людмила Федотова, Вера Орлова ячӗпе шӑрҫаланӑ йӗркесем сыватӑш сывлӑшӗ тултан кӗрекен таса, уҫӑ сывлӑшпа улшӑнса ҫӗнелнине систерекен йӗркесем. Йывӑр самантра пӗччен хӑварманни ураланма вӑй-хӑват парать-паратех апла:
«Тек калатӑп: Ан ҫӳрӗр, тархасшӑн,
Ҫухатса нухратпа вӑхӑта.
Хуравлатӑр: Мӗн тетӗн, аслашшӗ,
Кирлӗ пек калаҫмастӑн, хӑта.
Тӗрӗсех. Эп вара пӑхӑнатӑп.
Ӗмӗрхи йӑлапа ку, паллах,
Тус-тӑван ырлӑха, хурлӑха та
Хӑй ҫине тиевлет ҫурмалла.
Тӑвансем, ял-йышсем ӑнлансассӑн
Хуйхӑ-суйхӑ чакать те тарать.
Пӗччен мар, халӑхпа эпӗ аслӑ,
Мана вӑл вӑйпа шанчӑк парать[4; с. 23].
«Тата мӗн кирлӗ?» сӑвӑра
«Ҫӗре-шыва таптакансем килеҫҫӗ –
Пире вӑйпа сутать тӳре-шара!
Сирме шутлатӑп нӗрсӗр типшара,
Асаттесен пилне татса калатӑп:
Ҫын хыҫҫӑн кайнисем шыва сикеҫҫӗ!
Хӑй ӑсӗпех пурнать-ха пирӗн халӑх,
Мана та ҫав рете, ҫӗршывӑм, йышӑн,
Вӗсем тӑван ҫӗре сутса илмеҫҫӗ,
Чӗлхе ҫине тӑлаварри витмеҫҫӗ,
Умра йӑлтах – иртни, хальхи, малашлӑх,
Мухтав сана, пуҫа усман ял-йышӑм!» [4; с. 23]
публицистикӑлӑх та сисенмест мар. Чӗрине Ҫӗршыв шӑпи пӑшӑрхантарман поэт поэт та мар. Станьял та ҫӗршывшӑн та, ял-хулашӑн та, йӑла-йӗркепе культурӑшӑн та ҫунса тӑрать. Чӗлхе ыйтӑвӗ те акӑ миҫе ҫул ӗнтӗ пуҫ хыҫтарать шурсухала. Учитель ятне ҫамрӑклах алла илнӗ вӗрентекен вӗрентӳ сферинчи реформӑсене кӑмалламанни куҫ кӗрет. Унтан ытла чӗлхе пӗлӗвӗнчи улшӑнса тӑракан ҫӗнӗлӗхсенче те уссинчен ытла сиенӗ пысӑккине куҫран калакан материл сахал мар пичетлерӗ вӑл «Хыпар» хаҫатра. Тӗрӗслӗхпе чӑнлӑх кӗрешӳре ҫеҫ ҫуралма пултарасса чухлаканскер, хӑйне тапӑнакансене «Хурав» пама майсем шырамалла мар унӑн. Кунта та сӑмах ӑстине сӑвӑ сӗвемӗ пулӑшать. «Ҫӗршыв», «хӗрарӑм» сӑмахсене уйрӑм ҫыртарас тесе 19 чӑваш учителӗпе 18 чӗлхеҫӗ В.П. Станьяла хирӗҫ ҫырнӑ ҫырӑва (Хыпар, 2014, нарӑс, 20) хуравласа ҫырнӑ вӑл тин кӑна асӑннӑ сӑвва:
«Тӑван чӗлхем пӗтсен тӑпрам ҫине
Вӗлтрен шӑтни шӑпах виҫеллӗ пулӗ…
Ӗҫленӗ ӗҫӗм ӳкрӗ кӗл ҫине,
Пуҫӑм ҫине пӑрахрӗҫ мӑшкӑл чулӗ.
Камсем пӑрахрӗҫ? Хамӑн пӗлӗшсем,
Хамах чунпа вӗрентнӗ йӑкӑл-якӑл.
Укҫашӑн та мухтавшӑн кӗрешсе
Пылчӑк ӑшне хӑварчӗ хӑй ӗҫне вӑл!
Чӗлхемӗрччен пӗтеҫҫӗ хӑйсемех –
Сутӑнчӑксен пысӑках мар-ха хакӗ.
Шалчи тулать пӗрех элекҫӗсен –
Йӑх-яхсене хуҫийӗ хӑй тасатӗ.
Патша тарҫи те мӗскӗнчӗк чура
Сутать хӑй амӑшне ним вӑтанмасӑр!
Сире сирсе, хаяр ҫапӑҫура
Пуҫа хуратӑп каялла чакмасӑр.
Халӑх пӗтсен кӑна чӗлхе пӗтет.
Чӗлхемӗре таптаймӗ йӗксӗк ҫарӗ.
… Ан тив, мана вӗлтрен кӑна витет,
Сире вара халех ылхан хупларӗ!» [4; с. 23].
Пытармасӑр каласан, Станьял пултарулӑхӗнче хиврелӗхӗ те, харсӑрлӑхӗ те, теветкеллӗхӗ те, «кутӑнлӑхӗ» те ҫук мар. Ҫиллине шӑнарайман самантсенче ҫырнӑ сӑвӑсен йышне «Амаҫури ҫеҫ эпӗр чӑвашра» сӑвва та кӗртмелле:
«Амаҫури ҫеҫ эпӗр чӑвашра,
Ҫӗршывӑма ҫаратрӗ кукӑр алӑ.
Ҫӗршыв-аннешӗн вут ҫунать ӑшра,
Ӑшталанать пурнӑҫ тӑвасшӑн халӑх.
Еркӗн атте пек халӗ ман ҫӗршыв,
Еркӗн анне пек юлчӗ вӑл кутемӗн.
Ҫакна чӑтма тивсен ҫулсен тӑршши
Ху мӗскӗн пулнине ӗмӗр тӳсеймӗн.
Ҫӗршыв вӑл ҫак ҫырма-ҫатра ҫеҫ мар,
Маҫак-мамак халапӗ те ҫеҫ мар вӑл.
Ҫӗршывӑн пур кашни чунра тымар –
Ӑна тискерлӗхпе тӑпӑлтараймӑн.
Тискерлӗхӗ нумай, чӑтса пулмасть,
Тен, кӗрешме хӑват та май юлмарӗ.
Пурне те имӗрсе пӗтерчӗ власть,
Чураланса лӑпланчӗ-ши хӗр-арӗ?
Пире куллен лӑскарӗҫ пылчӑкра –
Ҫырт чӗлхӳне – сысна хӳри, юплешкӗ!
Пуҫна ҫӗклемессе! Тек ан чӑкраш!
Ҫӳлти хута эс тивӗҫ мар кӗмешкӗн!
Ҫӑва тӗпне ҫӗршыв лаплатнӑ чух
Курас килмест пӑтранчӑк вӑхӑта ман!
Халь ҫиллӗм ҫитрӗ – хӑрасси ман ҫук,
Кӗрешӳри кунсем йӑлт пулӗҫ хамӑн.
Ҫӗршыв вӑл кашкӑрсен ҫӑварӗ мар,
Ҫӑхан-пӑван эшкерӗсен ҫеҫ мар вӑл…
Халӑх тирне кассан кача тӑвар
Вӑл тулхӑрса ҫӗкленетех кӑварлӑн» [4; с. 18].
Куратпӑр ӗнтӗ Станьял поэзийӗ вут ҫинчи поэзи, ӗмӗр сӳнми амаланакан кӑвар, кӗл айӗнчи хӗрӳлӗх. Кашни вуламассерен ҫӗнӗ шухӑш, тупсӑм килсе кӗрет пуҫа. Темле асамлӑ вӑй-хӑват вӗрсе кӗртет вулакан чун-чӗрине, ӑсне-халне ҫӗнетет. Ҫӗршыври, патшалӑхри хиврелӗхпе тӑнӑҫсӑрлӑха пула шар куракансене ӑшӑтать, чунне лӑпкать, хайшӗн ҫеҫ хыпса ҫунакан тӳре-шарапа бюрократӑн чунне шӗкӗ ертет.
Калӑпӑшӗпе пысӑках та мар кӗнекене поэт кӑмӑл-хусканӑвӗн чылай ҫимӗҫӗ вырӑн тупнӑ. Пӑхса тухнӑ пай-ярӑм Станьял кӗрешӳҫӗ поэт пулнине ҫирӗплетекен хайлавсенчен тӑрать пулсан «Пуҫа таятӑп», «Хӗвелпипе Яткар сӑвви-юрри» пайсене Станьял тӑван пӗтенӗсемпе ҫывӑх ҫыннисен чунри илемлӗхне мухтаса ҫырнӑ сӑвӑсем кӗнӗ. Вӗсем Виталий Станьял – тарӑн лирик иккенне ҫирӗплетеҫҫӗ. Унӑн сӑввисем – хӑйӗн тата ҫывӑх ҫыннисен пурнӑҫӗпе кун-ҫулӗн тӗкӗрӗсем.
Николай Осипов, филологи наукисен кандидачӗ, доцент.
Agabazar // 2007.64.7958
2025.10.25 22:31 | |

Вулама пултараканĕсем вара — татах та сахалтарах.
Вăл та, ку та — хăйне хăй автоматла пулса пыракан япала мар.