Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Ачасемпе ҫамрӑксем валли ҫыракан авторсене пирӗн республикӑра ҫулсеренех хавхалантараҫҫӗ. Кун пек укҫана ҫулсерен уйӑрса параҫҫӗ. Анчах ӑна тивӗҫиччен конкурс комиссийӗн али витӗр тухмалла.
Кӑҫалхи конкурса пӗтӗмлетнӗ ӗнтӗ. Ятарлӑ комисси юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче йышӑннӑ тӑрӑх, вӑтам классенче вӗренекен шкул ачисем валли ҫырнӑ алҫырушӑн Юрий Исаева 75 пин тенкӗ парӗҫ. Комиссие унӑн «Ар» кӗнекин алҫырӑвӗ питех те килӗшнӗ.
Аслӑ классенче вӗренекен шкул ачисем валли ҫырнӑ ӗҫсенчен Галина Антонован алҫырӑвне суйласа илнӗ. Конкурс комиссине авторӑн «Хаяр ниме» кӗнекен алҫырӑвӗ килӗшнӗ. Ӑна та 75 пин тенкӗ укҫа парӗҫ.
Сӑмах май каласан, ҫӗнтерӳҫӗ-авторсен ӗҫӗсене каярах пичетлесе кӑларӗҫ. Кӗнекене Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути кӑтартаҫҫӗ.
