Икӗ ҫул каялла, 2012 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче Costa Concordia лайнер Итали ҫывӑхӗнчи Кикӗл (выр. Джильо, ит. Isola del Giglio) шыв айӗнчи чулсем ҫине ҫапӑнса шыва кайнӑччӗ. Ун чухне 4 200 ытла ҫынна карап ҫинчен ҫӑлма тивнӗччӗ, 30 ҫын ытла пурнӑҫӗ татӑлнӑччӗ. Пӗлтӗр вара карапа шывран кӑларма пуҫларӗҫ те авӑнӑн 17-мӗшӗнче ӑна тӑратса лартрӗҫ.
Ӗнер вара пӑтармах тӳснӗ карапа Хенуй (выр. Генуя) портне тимӗр-тӑмӑра яма илсе кайнӑ. 370 ҫухрӑмлӑ ҫула буксирсем 5 кун хушшинче ҫитмелле иккен. Тинӗсре унпа ҫуммӑн 10 карап, 2 баржа тата 2 вертолёт пулӗҫ. Унсӑр пуҫне 12 ҫын карапри лару-тӑрӑва шалтан сӑнаса тӑрӗҫ. Ҫак ӗҫе пурнӑҫлама карап хуҫисен 1,5 млрд евро тӑкаклама тивӗ.
Costa Concordia пӑтӑрмахне илсен пысӑк карапсен йышӗнче чи пысӑкки шутланать — ун кӳлепи пурте пӗлекен Титаникран 2,5 хут пысӑкрах. Пӑтӑрмахшӑн унӑн капитанне Франческо Скоттинона айӑплаҫҫӗ — карапа ҫыран патне ытла ҫывӑха илсе пынишӗн, ҫынсене карап ҫинчен кая юлса ҫӑлма пуҫланишӗн, карапа ыттисенчен маларах пӑрахса тарнишӗн. Пӗтӗмӗшле ӑна 2 697 ҫыллӑх тӗрмене лартасшӑн. Суд хальлӗхе вӗҫленмен-ха.
Сӑнсем (9)
Самолетпа вӗҫекенсем унччен багажа регистрациленӗшӗн, хӑйсене пӑхнӑшӑн тата вырнаҫтарнӑшӑн укҫа тӳленӗ пулсан халӗ… сывлӑшшӑн укҫа кӑларса пама тивет. Сӑмах — Венесуэла аэропорчӗ пирки.
Ҫӗнӗ йӗркепе килӗшӳллӗн, Каракасри Симон Боливар ячӗллӗ Майкети аэропортӗнчен ҫула тухакансен 18 доллар тӳлемелле пулать. Ку — ҫӗнӗ йышши кондиционерпа усӑ курнӑшӑн. Ӑна аэропортра кӑҫал ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче вырнаҫтарнӑ-мӗн.
Аэропорт администрацийӗ ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ҫӗнӗ тытӑм сывлӑша тасамарлатакан япаласенчен хӑтарать, тавралӑха лайӑхлатать, пассажирсен сывлӑхне сыхлать-мӗн.
Сывлӑш налукӗ утӑн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗнӗ. Ӑна кашни пассажирӑн тӳлемелле пулӗ. Сывлӑшшӑн тӳлеттернӗшӗн чылайӑшӗ кӑмӑлсӑр, ҫавӑнпа халӑх тетелӗсенче ӑна хӗрӳ сӳтсе яваҫҫӗ.
Пӗтӗм тӗнчери астрономи пӗрлӗхӗ ҫӗнӗрен уҫнӑ экзопланетӑсен ячӗсен конкурсне пуҫарнӑ. Ун йышне 305 планетӑна кӗртнӗ. Теори тӗлӗшӗнчен пӑхсан, унта пурӑнма май пур. Тен, хӑш-пӗр ҫав планетӑран Ҫӗр ҫинчисене те сӑнаҫҫӗ?
Ҫав планетӑсем 260 ҫӑлтӑр тытӑмӗсенче вырнаҫнӑ. Тӗнчери астрономи клубӗсемпе организацисем, шкулти кружоксем… Пурте конкурса хутшӑнма пултараҫҫӗ. Сасӑлава NameExoWorld сайтра уҫҫӑн ирттерӗҫ. Вӑл ҫитес ҫулхи ҫулла вӗҫленӗ. Ун чухне ҫӗнтерӳҫӗ тата планетӑсен ячӗсене палӑртӗҫ.
Кирек мӗнле ят та пама юрать. Ҫапах ӑнлантармаллах. Калӑпӑр, Кӑнтӑр Америкӑра пурӑнакансем майя или инксен империсене халаллама пултараҫҫӗ. Пӗр сӑмахпа, планетӑсене мифологи ячӗсемпе ҫыхӑнтарнине ырлаҫҫӗ.
Паллах, комисси хӑшӗ-пӗри планетӑсене хӑйсен юратнӑ йыттисене халалласа ят парассинче те иккӗленмест. Планетӑсене ят парас конкурса миллионран кая мар сӗнӳ килессе кӗтеҫҫӗ. Ытлашши вӑрӑм ятсене — 13 саспаллирен нумайрах сӑмахсене — тӳрех пӑрахӑҫлӗҫ. Кирек мӗнле чӗлхепе те киревсӗр сӑмахсене те йышӑнмӗҫ.
Иракра пулса иртекен пулӑмсем Британипе Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсене питӗ пӑшӑрхантараҫҫӗ иккен. Ҫавна пулах Вашингтон Иранпа тӳрремӗн калаҫма хатӗр-мӗн. Кун пирки tvrain.ru сайт, тепӗр майлӑ каласан, «Дождь» телеканал, пӗлтерет.
Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсемпе Иран тахҫанах хирӗҫ тӑракан ҫӗршывсем шутланаҫҫӗ пулин те вӗсем иккӗшӗ те «Иракпа Левантӑн ислам патшалӑхӗ» джихадист ушкӑнӗнчи боевиксен хастарлӑхне тытса чарасшӑн, Ирак влаҫӗсене пулӑшасшӑн имӗш.
Британин премьер-министрӗ Тони Блэр хальхи кризисӑн тӗп сӑлтавӗ анӑҫ коалицин вӑйӗпе вунӑ ҫул каялла Саддам Хуссейна сирсе янипе ҫыхӑнман тесе каланӑ иккен.
Чӗрчунсен правине сыхлас енӗпе чан ҫапакан ҫынсене ку хыпар савӑнтармалла. Мехикӑра Хула канашӗ циркра чӗрчунсене усӑ курма чаракан йышӑну тунӑ. Чарӑва пӑхмасӑрах чӗрчунсене аренӑна илсе тухакансене 45 пин доллартан пуҫласа 60 пин доллар таран штрафлама тытӑнӗҫ.
Ҫапах та саккун хӑш-пӗр ирӗке парать-ха. Акӑ, дельфинсен шыври шоуне ҫынсем ӳлӗмрен те курса савӑнӗҫ. Йӑлана кӗнӗ Мексика родеоне те чарма шухӑшламаҫҫӗ. Мексика циркӗнче ӗҫлекен Стивен Пэйн кун пек ҫемҫелӗх пуррине кура саккунта икӗпитлӗх сӗмӗ сисӗннине палӑртнӑ. Ун шучӗпе вӑл ӗҫлекен Ringling Bros цирк чӗрчунсене сыхлас ыйтупа влаҫрисемпе ӗҫлеме хатӗр. Енчен те тӳре-шара циркри чӗрчунсен условине лайӑхлатассишӗн тӑрӑшать пулсан ку ыйтӑва татса памалла тесе шухӑшлать иккен эпир маларах асӑннӑ Стивен Пэйн. Енчен влаҫрисем урӑх тӗллевӗллӗ пулсан цирк федераци округӗн тулашӗнчи куракансене савӑнтарма хистет.
Циркра ӗҫлекенсен чӗрчунсене вӗсем начар тумаҫҫӗ. Чӗрчунсене циркра усӑ курмалла мар текенсем урӑхларах шухӑшлаҫҫӗ иккен.
Америкӑри Оклахома штачӗн ӑсчахӗсем пуля витермен ҫитти шухӑшласа кӑларнӑ. Ку хатӗр ҫемҫе те кӑпӑшка иккен, анчах хӳтлӗх енӗпе полицейскисем тата ҫар ҫыннисем усӑ куракан бронежилетсенчен кая мар-мӗн. Пуля витермен ҫиттие торнадо вӑхӑтӗнче е хӗҫ-пӑшалтан пеме тытӑнсан шкулта усӑ курма шухӑшлаҫҫӗ иккен.
Вилӗмрен хӑтарма пултаракан ҫиттие виҫӗ тӗрлӗ виҫепе кӑлараҫҫӗ-мӗн. Ӑна ҫурӑм ҫине е кӑкӑр тӗлне ҫирӗплетсе хума пулать. Вӑл — тилӗ тӗслӗ.
Ҫиттие шухӑшласа кӑларнисем ӗнентернӗ тӑрӑх хайхи япала мӗнпур йышши хӗҫ-пӑшалтан 90 процент хӳтӗлет имӗш. Торнадӑна пула ҫурт-йӗр ишӗлсе пуҫласан та ачасене вӑл чӗрӗ-сывӑ упраса хӑварӗ.
Чаплӑ ҫитти хакӗ пин доллар таран тӑрать. Шкулсемпе общество организацийӗсем ӑна пысӑк партипе туянсан кӑларакансем йӳнӗрехпе сутма хирӗҫ мар-мӗн.
Ҫывӑх кунсенче Хура тинӗсе НАТОн тӗпчевҫӗ икӗ карапӗ — итальянсен «Эллетра» тата хрантсуссен «Дюпюи-де-Лом» ятлӑскер — Хура тинӗсе кӗмелле иккен. Вӗсем Раҫҫейӗн Хура тинӗс флочӗн ҫар объекчӗсене тӗпчемелле. Кун пирки пирӗн ҫӗршывӑн ҫарпа тинӗс флочӗн Тӗп штабӗ пӗлтерни тӑрӑх паян ИТАР-ТАСС хыпарланӑ.
Италин «Элеттра» карапӗ Хура тинӗс акваторине виҫӗм кунах кӗмелле пулнӑ. Анчах тем сӑлтава пула ун чух кӗмен. Апла тӑк вӑл халь тесен халь пырса кӗрӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра Францин «Дюпюи-де-Лом» карапӗ тӗпчеме тытӑнӗ. Сӑмах май, юлашкинчен асӑнни Хура тинӗсрен ҫу уйӑхӗн вӗҫӗнче кӑна тухса кайнӑ, халӗ вӑл тата каялла таврӑнасшӑн.
Ҫапла вара Хура тинӗсре НАТОн тӑватӑ карапӗ, кунсӑр пуҫне хрантуссен «Сюркуф» фрегачӗ тата Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсен «Велла Галф» ракета крейсерӗ пулӗҫ. «Сюркуф» тинӗсӗн хӗвеланӑҫ пайне йышӑннӑ, «Велла Галф» — румынсен Констанц портӗнче.
Монтре конвенцийӗпе килӗшӳллӗн Хура тинӗс патшалӑхӗн мар карапсен унта 21 кунтан ытла тытӑнса тӑма юрамасть. Тепӗр майлӑ каласан, «Велла Галфӑн» тинӗсрен ҫӗртмен 13-мӗшӗнче тухса каймалла, «Сюркуфӑн» ҫӗртмен 18-мӗшӗччен тытӑнса тӑма ирӗк пур.
Кӗнеке уявӗпе килӗшӳллӗн Турцири Эскишехир хулинче ҫыравҫӑсен канашлӑвӗ тата тӗрӗк ҫӗршывӗсенчи, регионӗсенчи кӗнеке издателӗсен куравӗ иртнӗ.Чӑваш Ен делегаци йышӗнче поэт тата журналист Илле Иванов, Евгений Турхан ҫыравҫӑ, поэт тата литература тӗпчевҫи Виталий Родионов, Эдуард Лебедев чӗлхеҫӗ пулнӑ.
Пресс-релизра палӑртнӑ тӑрӑх, Чӑваш патшалӑх гумантари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ ҫеҫ пирӗн республикӑра чӑваш чӗлхи, литератури, фольклор енӗпе кӗнекесем кӑларать, тӗпчет. Акӑ Тутарстанран икӗ издательство килнӗ. Чӑваш Енри кӗнекесем Турци ҫыннисене тата хӑнасене кӑсӑклантарнӑ. Виталий Родионов каласа панӑ тӑрӑх хӑш-пӗрисене ҫеҫ пирӗн ҫырулӑх кириллицӑпа пулни кӑмӑла кайман (кӑна вӑл турккӑсем кириллицӑпа сахал тӗл пулнипе ҫыхӑнтарнӑ).
Ҫыравҫӑсем тӗлпулура пӗрлехи Литература институчӗ тӑвас, пӗрле литература журналӗ кӑларас тата ытти проекта сӳтсе явнӑ. Илле Иванов чӑваш халахӗ ытти тӗрӗк халӑхӗпе ҫыхӑнса ӗслес кӑмӑллине пӗлтернӗ, Турцин премьер-министрне Реджеп Таййип Эрдагона Моисей Спиридонов ӳнерҫӗн чӑваш эрешӗсем пирки тухнӑ кӗнекине парнеленӗ.
Чӑваш делегацийӗ Стамбулти Тӗрӗк халӑхӗсен культура ҫуртне ҫитнӗ.
Ҫичӗ Канар утравӗнчен чи пӗчӗкки, Эль Йерро, ҫӗртме уйӑхӗнчен пӗтӗмпех ҫилпе тата шывпа электроэнерги кӑларасси ҫине куҫать. Тӗнчери ытти утрав та кун пек меслетпе анлӑ усӑ курать пулин те сӑнавҫӑсен шучӗпе Эль Йерро ҫапла майпа «энергетика автономиллӗ» пулса тӑнӑ пӗртен пӗр утрав шутланать. Кун пек калама сӑлтавӗ те пур-мӗн. Асӑннӑ утрав ҫинче электроэнерги кӑларассине специалистсем наци сечӗсемпе ҫыхӑнтармасӑр тума пултарнӑ тесе хакланӑ ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗн специалисчӗ Ален Гиода.
Ҫил паркне кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн вӗҫӗнче ӗҫлеттерсе ямалла. Малтанхи кунсенчех вӑл халӑхӑн ҫуррине ҫутӑпа тивӗҫтерме май парӗ, каярах, тепӗр темиҫе уйӑхран, вӑл мӗнпур ҫын валли ҫитмелле.
Ҫил электростанцине хута яма 80 миллион еврӑна кайса ларнӑ. Акцин тӗп пайӗ—– патшалӑхра-мӗн, 30 проценчӗ Испанири Endesa энергетика компанийнче, юлнӑ 10 проценчӗпе вырӑнти технологи институчӗ хуҫаланать.
Эль Йерро утравӗнче 2020 ҫул тӗлне унти мӗнпур 6 пин автомобиле электродвигатель вырнаҫтарма палӑртаҫҫӗ.
Раҫҫейри пысӑк халӑх тетелне, «Контактра» ятлине, йӗркелесе янӑ Павел Дуров Раҫҫейрен тухса кайса Кариб тинӗсӗ хӗрринчи Сент-Китс тата Невис патшалӑхӑн гражданинӗ пулса тӑнӑ.
Кариб ҫӗршывӗн саккунӗпе килӗшӳллӗн унта гражданлӑх илме йывӑрах мар. Чи кирли — укҫа пултӑр. 250 пин доллар. Ун чухлӗ «кӗмӗл» хывсан кирек кама та хӑйсен евӗр йышӑнӗҫ.
Павел Дуров ҫав ҫӗршывӑн гражданинӗ хӑҫан пулса тӑни пирки тӗрлӗрен калаҫакан пур иккен. «Контактра» акционерсене ҫывӑх ҫынсенчен пӗри «Известия» хаҫата пӗлтернӗ тӑрӑх, Дуров нарӑс уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче тупрана Сент-Китс тата Невис ҫӗршывӗн Сахӑр фондне куҫарнӑ. Теприсем вара, хӑйсене Дурова лайӑх паллакансем тесе калакансем, гражданствӑна каччӑ ҫулталӑк каяллах илнӗ тесе ҫирӗплетеҫҫӗ-мӗн. Павел Дуров Арабри Пӗрлештернӗ Эмирата кайнӑ тесе калаҫакансем те пур имӗш.
Асӑннӑ ҫӗршыв ҫынни пулса тӑма Павелӑн тӑванӗ Николай та, «Контактра»-рf вӑл техника директорӗнче тӑрӑшнӑ, ӗмӗтленет имӗш.
Раҫҫейрен тухса каяс умӗн Павел Дуров Раҫҫеt таврӑнас кӑмӑл ҫуккине палӑртнӑ иккен, пирӗн патра интернет-услампа ӗҫлеме май ҫук тенӗ-мӗн.
«Контактра» пуҫлӑхӗн ӗҫне пӑрахма вӑл пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче заявлени ҫырнӑ, анчах кайран ӑна каялла илнӗ теҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш графикӗ, живописецӗ ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Виталий Арсентьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Мадуров Дмитрий Фёдорович, культура тӗпчевҫи, историк ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |