Лозаннӑри спорт арбитраж сучӗ Раҫҫейри темиҫе спортсмена дисквалификациленӗ. Вӗсен йышӗнче пирӗн ентеш те пур.
Суд йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн, Раҫҫейри хӑвӑрт утакан пилӗк спортсмена дисквалификациленӗ: Иван Носкова, Михаил Рыжова, Денис Стрелкова, Эльмира Алембековӑна тата Вера Соколовӑна.
Мӗншӗн? Вӗсем антидопинг йӗркине пӑхӑнман тесе ҫирӗплетнӗ. Вӗсен юнӗнче мельдони тупман, анчах эритропоэтин тесчӗ «+» паллӑпа ҫирӗпленнӗ.
Ҫапла майпа пирӗн ентешӗн Вера Соколовӑн дисквалификацийӗ кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен пуҫланать. 2015 ҫулхи ҫӗртмен 2-мӗшӗнчен пуҫласа 2016 ҫулхи утӑн 15-мӗшӗччен тунӑ ҫитӗнӗвӗсене пӑрахӑҫланӑ.
Вера Соколова хӑй айӑплӑ маррине ӗнентерме тӑрӑшнӑ, тепӗр хутчен проба илме ыйтнӑ. Анчах суд пӗрех ун майлӑ йышӑну туман.
Тӗнчери чи лайӑх хирургсем пуҫа лартмалли операцие тӗплӗн хатӗрленеҫҫӗ. Раҫҫейре пурӑнакан Валерий Спиридонова ҫак операци кӗтет.
Ҫак кунсенче йытта тата шӑшие пуҫ лартассипе операци иртнӗ. Ӑна Итали хирургӗ Серджио Канаверо, шӑпах вӑл операцие ирттерӗ.
Тухтӑр хальлӗхе пуҫа йӑлтах куҫарман, ҫурӑм шӑммине ҫеҫ операци тунӑ. Мӗншӗн тесен шӑпах ку йывӑрлӑх кӑларса тӑратать-мӗн. Нерв вӗҫӗсене тухтӑр ятарлӑ гельпе сыпӑнтарнӑ.
Аса илтерер: 2017 ҫул вӗҫӗнче Раҫҫейри программиста Валерий Спиридонова пуҫ куҫарса лартассипе операци тӑвӗҫ. Вӑл сипленмен чирпе нушаланать. Унашкаллисем 30 ҫулччен сайра-хутра пурӑнаҫҫӗ.
Тӗнче тетелӗнче Мӑн Катай хӳми пирки калаҫу пуҫланнӑ. Ҫумӑрсем иртнӗ хыҫҫӑн ҫав вӑрӑм хӳмен пӗр пайӗ ишӗлнӗ. Ҫутҫанталӑк хӑйӗн вӑйӗпе Китай стенине ишнӗ хыҫҫӑн вӑл ытлашшиех авал пулманни палӑрнӑ. Сӑнсене пӑхсан ишӗлнӗ хӳме хальхи вӑхӑтра кӑларакан кирпӗчрен тӑни курӑнать. Шалта вара — хытарнӑ тӑм кӑна иккен. Вӑл кӗленче ванчӑкӗсемпе, пушӑ тата тутӑхнӑ консерва банкисемпе пуян имӗш. Ҫынсем ҫырнӑ тӑрӑх хӳмене XX ӗмӗрӗн 50–90-мӗш ҫулӗсенче кӑна, хӳмене «юсанӑ чухне» туса лартнӑ.
Реставрацилеме пуҫличчен чӑн хӳме вара хытарнӑ тӑмран (вырӑнӗ-вырӑнӗпе — хытарман та пулнӑ) тӑракан урсем пек кӑна пулнӑ. Сӑмахран, 17 ӗмӗрте китай сӑвӑҫисем вӗсен вырӑнӗнче йӑмраллӑ хӳме кӑна пулнине асӑнса хӑварнӑ. Вӑл чикке кӑна палӑртнӑ иккен. Аса илтеретпӗр, Мӑн Китай хӳмин тӑршшӗ 21 пин ҫухрӑм.
Китайра сӑмах май, тепӗр хӳме те пур. Вӑл стенана хальтерех туса лартнӑ пулин те хӑшӗ-пӗри ӑна Мӑн Китай хӳми тесе йышӑнать. «Суя» хӳме Китайӑн тӗп пайӗнчи Наньчанре вырнаҫнӑ. Ун тӑршшӗ 2 ҫухрӑм ҫурӑ кӑна пулин те туристсем унта сахал мар килеҫҫӗ.
Казахстан президенчӗн аслӑ хӗрӗ Дарига Назарбаева республика парламенчӗн депутачӗ пулса тӑнӑ. Саккун кӑларакан орган депутатне хӗрне ҫирӗплетесси ҫинчен хушӑва ашшӗ, Нурсултан Абишевич, алӑ пуснӑ.
«Назарбаева Дарига Нурсултановнӑна Казахстан Республикин Парламенчӗн Сначӗн депутатне лартас», — тесе ҫырнӑ президент ӗҫлӗ хутра.
Казахстан правительствинче Назарбаев хӗрӗ премьерӑн ҫумӗ шутланнӑ. Министрсен Кабинетне ҫӗнӗрен йӗркеленӗ хыҫҫӑн ҫӗршыва ертӳҫин хӗрӗ унта лекмен. Анчах уншӑн Дарига Нурсултановнӑн хуҫӑлса ӳкеслех кулянмаллах мар: сенатра ун валли те вырӑн тупӑннӑ.
Ҫакна та пӗлтермелле: Казахстанӑн саккунсем йышӑнакан органӗнче 47 депутат, вӗсенчен 15-шне ҫӗршыв президенчӗ ҫирӗплетет.
Паян Рио-де-Жанейрӑра Паралимп вӑййисем пуҫланнӑ. Унта пирӗн ҫӗршыв командине кӗртменнине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтернӗччӗ.
Ҫутҫанталӑк ахаль те кӳрентернисене Пӗтӗм тӗнчери паралимп комитечӗ те кӳрентерни тӗлӗнмелле пек те, анчах пысӑк пуҫлӑхсене, ҫитменнине, политикӑпа ҫыхӑннӑ пӑтӑрмахсене хирӗҫ спортсменсем хӑйсем тӗллӗн кӑна тӑраймӗҫ. Уйрӑмшар ҫӑхав ҫырни те пӳлӑшман.
Паралимп вӑййисене хутшӑнма тивӗҫ спортсменсене кӑштах та пулин хавхалантарас тесе пирӗн ҫӗршывра ҫак уйӑхӑн 7—9-мӗшӗсенче Мускав облаҫӗнче тупӑшусем иртмелле.
Раҫҫейри ӑмӑртӑва Лондонри Паралимп вӑййисенче виҫӗ хутчен ылтӑн медале тивӗҫнӗ ҫӑмӑл атлетка Елена Иванова (Свиридова) та хутшӑнӗ.
Елена Ивановӑччен пирӗн республикӑри спортсменсем Паралимпиада медальне илсе курман. Елена мӑшӑрӗ Владимир Свиридов та 2012 ҫулта Паралимп вӑййинче инҫӗшне сикессипе бронза медале ҫӗнсе илнӗ.
Рио-де-Жанейрӑра иртекен Паралимп вӑййисене Раҫҫей спортсменӗсем хутшӑнаймӗҫ. Ҫутҫанталӑк вӗсене ахаль те кӳрентернӗ… Ӑмӑртӑва яманни чылайӑшӗн чунне хуҫнӑ.
Анчах хӑшӗ-пӗри пуҫ усман. 100 ытла паралимпиец Пӗтӗм тӗнчери Олимп комитетне ыйту ҫырнӑ. Вӗсене хӑҫан пӑхса тухасси паллӑ мар-ха.
Чӑваш Ен спортсменки, Лондонри Олимп вӑййисенче виҫӗ ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ Елена Ивановӑн (халӗ — Свиридова) та медальсемшӗн кӗрешмеллеччӗ. Вӑл Риона каяс тесе комитета ҫыру ҫырман. Пӗр ача амӑшӗ кун пирки вуҫех калаҫасшӑн мар.
Паралимпиецсене Рио-де-Жанейрӑна кайма ирӗк паманнине кура РФ Президенчӗ Владимир Путин Раҫҫей шайӗнче тупӑшу йӗркелеме сӗннӗ. Елена Ивановӑна унта кайма сӗнсен вӑл иккӗленсе тӑмӗ — ҫула тухӗ.
Шупашкарти фотомодель Ксения Платонова Китая кайнӑ. Чӑваш Ен пики ахаль ҫулҫӳреве кайман. Вӑл паллӑ кӑларӑмсен страницисем ҫине лекме ӗлкӗрнӗ.
Ксения Платонова 15 ҫулта. Вӑл Китайра кастингсене, ӳкерӳсене хутшӑнать. Темиҫе кун каялла вӑл «Harper’s Bazaar» хӗрарӑмсен паллӑ журналӗ валли ӳкерӗннӗ.
Ксенийӑшӑн ку ют ҫӗршыври пӗрремӗш командировка. Вӑл тӑрӑшсах хатӗрленнӗ: рационран кукӑль-ҫӑкӑр таврашне, пылак ҫимӗҫе кӑларнӑ, спортпа туслашнӑ. Китая вӑл виҫӗ уйӑхлӑха кайнӑ. Малтан вӑл Гонконгра ӗҫленӗ, кайран Гуанчжоуна кайӗ.
Спорт фронтӗнче черетлӗ антидопинг «вӑрҫи» пуҫланнӑ. Хальхинче Раҫҫей спортсменӗсене ФСБпа каварлашнӑшӑн айӑпланӑ.
Ҫак пӗтӗмлетӗвӗ Пӗтӗм тӗнчери антидопинг агентстви тунӑ. Вӗсен шухӑшӗпе, РФ Спорт министерстви, ФСБ тата спортсменсене хатӗрлекен центр Раҫҫей спортсменӗсене допинг ӑша янине хирӗҫлемен.
Раҫҫее Сочири антидопинг лабораторийӗ пробӑсене улӑштармалли мел шухӑшласа кӑларнӑшӑн айӑпланӑ. Ҫапла майпа юраман препаратсене ӑша янӑ спортсменсем Олимп вӑййисене хутшӑннӑ.
Пробӑсене улӑштарни пирки Григорий Родченков каласа кӑтартнӑ. Вӑл унччен Мускаври антидопинг лабораторине ертсе пынӑ. WADA доклачӗн текстӗнче унӑн хушаматне 105 хутчен асӑннӑ. Комисси ытти кӳнтеленсем каланине кӑтартман.
РФ Президенчӗпе Владимир Путинпа Турци ертӳҫи Эрдоган телефонпа калаҫнӑ. Икӗ пуҫлӑх калаҫса татӑлнӑ: малашне Раҫҫей турисчӗсем Турцие кайма пултарӗҫ.
Владимир Путинпа Эрдоган калаҫӑвӗ 45 минута тӑсӑлнӑ. Халӗ Шупашкр ҫыннисем агентствӑсем ку енӗпе рейссем уҫасса кӗтеҫҫӗ пуль. Владимир Путин Эрдогана икӗ ҫӗршыв суту-илӳпе экономика тытӑмӗнче килӗштерсе ӗҫлемешкӗн калаҫса татӑлма шантарнӑ.
Куншӑн туристсем савӑннӑ паллах. Ара, вӗсем Турцие канма каясшӑн вӗт. Унти хаксем вӗсене тивӗҫтереҫҫӗ. Тепӗр енчен хакласан, Турцие ҫул уҫӑлсан ҫынсем унта талпӑнмасан та пултарӗҫ. Унти лару-тӑру чылайӑшне канӑҫсӑрлантарать ахӑртнех. Сӑмахран, Стамбулти аэропортра сирпӗнӳ кӗрлени.
Итали нейрохирургӗ Серджио Канаверо ҫитес ҫулхи Сурхури тӗлӗнче Раҫҫей программисчӗсенчен пӗрин пуҫне ылмаштарса лартасшӑн.
Тӗнчере халиччен туман операцие пурнӑҫлас ҫак ҫутӑ ӗмӗт мӗнпе вӗҫленессине калама хӗн. Чӑваш халӑх сайчӗ кун пирки пуҫласа пӗлтернӗ чух Италири клиникӑсенчен пӗринче ӗҫленӗ хирург 30 ҫулти Валерий Спиридонова урӑх пуҫ лартса парасшӑннине, каччӑ хӑй кун пирки унран скайп урлӑ ыйтнине асӑннӑччӗ-ха. Аса илтеретпӗр, донор пуҫа клиника вилӗмӗ тӳссе ирттернӗ ҫынӑнне е вӗлермелле айӑпланӑ ҫынӑнне касса илмелле теҫҫӗ.
Хирург ҫӗҫҫи айне пуҫ кастарма выртма хатӗр каччӑ ҫурӑм амиорофийӗ текен усал чирпе мӗн пӗчӗкрен аптӑрать иккен. Тӗлӗнмелле операцие нейрохирург Германире ирттерессине пӗлтернӗ. Пуҫ вырӑнне пуҫ лартасси 36 сехет таран тӑсӑлмалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |