Нурсултан Назарбаев казах чӗлхине латиница ҫине куҫарма хушу кӑларни пирки эпир унччен пӗлтернӗччӗ. «New York Times» (чӑв. Нью Йорк вӑхӑчӗ) нумай пулмасть ҫӗнӗ статья пичетлесе кӑларнӑ — ӑна ӗненсен чӗлхеҫӗсемпе политиксем ҫӗршыв Президенчӗ йышӑннӑ латиница вариантне питӗ хытӑ тиркенӗ.
Латиница ҫине куҫма чӗлхеҫӗсем тӗрлӗ вариантсем сӗннӗ пулнӑ (сӑмахран, турккӑ чӗлхеллине), анчах Нурсултан Назарбаев вӗсен шучӗпе чи ӑнӑҫсӑр варианта — апострофлине — суйланӑ. Ҫапла май ҫӗнӗлле ҫырнӑ чухне апострафсен йышӗ нумайланса кайма пултарни чылайӑшне пӑшӑрхантарать. Сӑмахран, «Казахстан Республики» малашне «Qazaqstan Respy’bli’kasy» пек ҫырӑнмалла, «чие» сӑмах — «s’i’i’e» (малтан «шие» пулнӑ). Чӗлхеҫӗсем шутланӑ тӑрӑх, кунашкал вариант чылай чӑрмавсем кӑларса тӑратать. Тӗслӗхрен, тӗнче тетелӗнче казах сӑмахӗсене шырама чӑрмантарӗ (апострафсем ятарлӑ паллӑ шутланнӑран Google вӗсене, сӑмахран, шута илмест), хэштегсем те ҫырма май памӗ.
«Ку ухмахла шухӑша вӑл (Назарбаев) ӑҫтан илни пирки никам та нимӗн те калаймасть», — тенӗ Мичиган университетӗнчи профессор-тюрколог Тимур Кочаоглу.
Чӑваш чӗлхеҫи Александр Савельев (Сантӑр Савкилта) Германири Йена хулинче кӑрлачӑн 9-мӗшпе 11-мӗшӗсенче иртнӗ пӗтӗм тӗнчери алтаистика конференцине хутшӑннӑ. Ӑна Макс Планк Пӗрлӗхӗн этемлӗх историне тӗпчекен институт йӗркеленӗ.
Конференцие пурӗ 60 ытла ҫын пуҫтарӑннӑ, Йена хулине вӗсем Раҫҫейрен, Германирен, АПШран тата ытти ҫӗршывсенчен ҫитнӗ.
Александр Савельев хӑйӗн докладӗнче алтай халӑхӗсен кӑк вырӑнне сӑнласа кӑтартнӑ. Макс Планк институтӗнче тӑрӑшакан чӗлхеҫӗсен, археологсен тата генетиксен пӗтӗмлетӗвне тӗпе хурсан кӑк алтай чӗлхи нумай-нумай пин ҫул каялла хальхи Китайӑн ҫурҫӗр-тухӑҫ ҫӗрӗсенче ҫуралнӑ. Ун чухне вӗсем ҫӗр ӗҫӗпе пурӑннӑ. Пирӗн эрӑчченхи 5700 ҫул каялла ҫак чӗлхе икӗ пая вакланса кайнӑ — тӗрӗк-монгол-тунгус тата яппун-корей чӗлхисем ҫине. Тӗрӗксем куҫса ҫӳрекен халӑха пирӗн эрӑчченхи 1500 ҫул каялла ҫеҫ куҫнӑ. Вӑл вӑхӑтра пирӗн мӑн-мӑн асаттесем кӑк тӗрӗк чӗлхипе калаҫнӑ ӗнтӗ.
Унсӑр пуҫне Александр Савельев хальхи меслетсемпе усӑ курса хатӗрленӗ тӗрӗк чӗлхисен ҫӗнӗ генетикӑллӑ классификацине кӑтартнӑ. Тӗпрен илсен вӑл унчченхи тӗрӗк чӗлхисен историне ҫирӗплетет.
Чӑваш Енри чиперкке Филиппинта иртекен илем конкурсне хутшӑнать. Халӗ вӑл финала хатӗрленет.
Марина Панова хутшӑнакан конкурс «Miss Tourism Ambassador 2017» ятлӑ. Пике «Volga Models» модель агентствинче ӑсталӑхне туптать. Маттурскер тӗнче шайӗнчи илем конкурсне лекме пултарнӑ.
Конкурса тӗрлӗ ҫӗршыври 46 чиперук хутшӑнать. Вӗсем «Мисс талант» тата «Мисс бикини» ятсене ҫӗнсе илессишӗн тупӑшнӑ ӗнтӗ. «Мисс бикини» конкурсра пирӗн ентеш палӑрнӑ, вӑл топ-15 йыша кӗнӗ.
Финал раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнче иртӗ. Пикесем халӗ хӗрсех хатӗрленеҫҫӗ. Пушӑ вӑхӑтра вара Марина Панова Филиппинти ҫутҫанталӑкпа киленет. Ҫак ҫӗршыв ӑна питӗ килӗшнӗ.
Раҫҫей спортсменӗсем ҫитес ҫул иртекен Олимп вӑййисене хутшӑнӗҫ-и? Ӗнер Пӗтӗм тӗнчери олимп комитечӗ ҫак ыйтӑва татса панӑ. Шел те, комитет пирӗн спортсменсене хӗллехи Олимп вӑййисене хутшӑнма ирӗк паман. Эппин, чӑвашсем те унта каяймӗҫ.
Комитетӑн ӗҫ тӑвакан комитечӗн ларӑвӗ Лозаннӑра иртнӗ. Ҫапах допингпа усӑ курман спортсенене ӑмӑртӑва хутшӑнма ирӗк панӑ, анчах нейтраллӑ ялавпа кӑна. Олимп вӑййисене чӑваш спортсменӗсем те кайма пултарнӑ. Сӑмахран, унта хутшӑнма Татьяна Акимова биатлонистка хатӗрленнӗ.
Аса илтерер: хӗллехи Олимп вӑййисем Кӑнтӑр Корейӑри Пхенчханра иртӗҫ.
Европа Канашӗ Раҫҫее вырӑнти чӗлхесене тӗрев памалли икӗ инструмент пурри пирки аса илтернӗ. Кун пирки «Идель.Реалии» сайт пӗлтерет. Сӑмах Вырӑнти чӗлхесен е вак халӑхсен чӗлхисем пирки калакан Европа хартийӗ (ВЧВХЧПКЕХ) тата пӗчӗк халӑхсене хӳтте илесси пирки малтанлӑха тунӑ конвенци (ПХХИПМТК) пирки пырать. Иккӗмӗшне илес пулсан Раҫҫей унта хутшӑнассине ҫирӗплетнӗ. Пӗрремӗшне илсен Раҫҫей ӑна алӑ пуснӑ (2001.05.10), анчах хальхи вӑхӑтчен те ратификацилемен.
ПХХИПМТК йышӑнӑвне Раҫҫейре мӗнле пурнӑҫлани пирки хальхи вӑхӑтра тишкерӳ пырать, унӑн пӗтӗмлетӗвне тепӗр ҫул пӗлтерӗҫ. Путин каланӑ сӑмахсене вара Европа канашӗ нимӗнле те хак паман.
Вырӑнти халӑхсен чӗлхи пирки калакан конвенци тӑрӑх вӗренӳ системинче ытларах пая тӑван чӗлхепе вӗрентме, шкул умӗнхи учрежденинче тӑван чӗлхепе вӗренсе ӳсме май туса памалла. Вӑл хут тӑрӑх вӑтам пӗлӗве те тӑван чӗлхепе илме май туса памалла. Паллах, Раҫҫей Федерацийӗшӗн, ку чылай пункт нумай йывӑрлӑх кӑларса тӑратать, ҫавна пула ӑна вӑя кӗртесшӗн мар та пулӗ.
Мускавра Владимир Ленинӑн тупӑкне мавзолейран илсе тухмалли пирки калаҫусем пынӑ хушӑра инҫетри Венесуэлӑра 1917 ҫулта, 100 ҫул каялла, пулса иртнӗ пӑлхавӑра ертсе пынӑ ҫынна палӑк лартнӑ. Ӑна Каракасра (патшалӑхӑн тӗп хули) Боливар проспектӗнче вырнаҫтарнӑ.
Палӑка уҫнӑ ҫӗре Венесуэлӑн наци историйӗн центрӗн президенчӗ Педро Кальцадилла пынӑ. Ҫӗршыв ертӳҫи Николос Мадура вара церемоние видеотрансляци урлӑ пӑхнӑ.
«Малашне Ленин Фарабунто Мартипе [Сальвадор революционерӗ], Аугусто Сантинопа [Накарагуа политикӗ], Хо Ши Минпа [Вьетнам политикӗ], Эмилиано Сапатопа [Мексикӑри революцин ертӳҫи], Мануэла Саэнспа [Латинла Америкӑри революционерка], Хосе Артигаспа [Лаплати политикӗ] юнашар тӑрӗ», — тенӗ Кальцадилла хӑйӗн сӑмахӗнче.
Казахстан Президенчӗ Нурсултан Назарбаев паян Хушу кӑларнӑ — пӗчӗкшерӗн те майӗпен казах чӗлхине латин саспаллисем ҫине куҫарасси пирки.
Латин саспаллисем ҫине куҫасси темиҫе утӑмран тӑрать. Чи малтан — саспаллисен йышне ҫирӗплетесси. Ку ӗҫе паянхи хушупа пурнӑҫланӑ та ӗнтӗ. Ҫӗнӗ алфавитра пурӗ 32 саспалли, вӗсенчен тӑххӑрӑшӗ — апострофлӑ пулӗ («ш», сӑмахран, «s'» пек ҫырӑнӗ).
Пӗтӗмӗшле кириллицӑран 2025 ҫул тӗлне хӑтӑлма йышӑннӑ. Латин саспаллисем ҫине вӑл вӑхӑт тӗлне кӗнеке пичетлессине, пичет кӑларӑмӗсене, хут ҫаврӑнӑшне куҫарса ҫитермелле. Шкулсенче латиницӑпа план тӑрӑх 2022 ҫултанпа вӗрентме тытӑнӗҫ.
Латиница ҫину куҫасси пирки Казахстанра 2012 ҫулта калаҫма тытӑннӑ. Кӑҫалхи ака уйӑхӗнче вара Н. Назарбаев латин саспаллисем ҫине куҫмалли плана хатӗрлеме ыйтнӑччӗ. Сӑмах май, Казахстанра латин саспаллийӗсемпе хальхи вӑхӑтра усӑ курма пуҫланӑ та. Тӗслӗхрен, ҫул ҫинчи кӑтартмӑшсенче ял-хула ячӗсене кириллицӑпа та латиницӑпа та ҫырса хунӑ.
Нумай пулмасть Михаил Петров удмурт ҫыравҫин чи паллӑ романӗ венгрла пичетленсе тухнӑ. Куҫараканӗ — чӗлхеҫӗ тата тӑлмач Иван Хорварт. «Известия Удмуртской Республики» (чӑв. Удмурт Республикин хыпарӗ) хаҫат нумай пулмасть куҫаруҫӑпа калаҫу ирттерсе ҫакӑн пирки статья кӑларнӑ.
«Кивӗ Мултан» — удмурт ҫыравҫин чи паллӑ романӗ шутланать. Унӑн сюжечӗ 125 ҫул каялла пулса иртнӗ «Мултанское дело» ят панӑ хурлӑхлӑ пулӑм тавра пулса пырать. Романа Михаил Петров 20 ҫул яхӑн ҫырнӑ, вӑл хӑйӗн кун ҫутине 1954 ҫулта курнӑ. Тепӗр ҫул вара, шел те, ҫыравҫӑ куҫне хупнӑ. 1956 ҫулта роман Мускавра вырӑсла тухнӑ. Ку хайлавпа эпир чӑвашла та паллашма пултаратпӑр. 1999 ҫулта вӑл «Кивӗ Мултан» ятпа Шупашкарта 1000 экземплярпа пичетленсе тухнӑ. Чӑвашла куҫараканӗ — Роза Петрова-Ахтимирова. Кӗнекене ҫавӑн пекех тутарла, эстонла тата хрантсусла куҫарнӑ.
Каласа хӑварас пулать, венгрла тухнӑ куҫарӑвӑн пӗтӗмӗшле тиражӗ пысӑках мар — пурӗ те 100 кӑна.
Ҫапла хыпар «Сӗтев» («Взятка») хаҫат блогӗ пӗлтернӗ. Редакцие ӗнер Страсбург хулинчен шанӑҫ кӳрекен хыпар ҫитнӗ имӗш.
Темиҫе ҫул каялла Европӑри этем прависене хӳтӗлекен суда «Сӗтев» хаҫатра 2011 ҫулта чӑваш чӗлхине хӳтӗлесе «Покажи мне свой язык, и я скажу кто ты» публикаци кун ҫути курнӑччӗ. Ун хыҫҫӑн хаҫата экстремизм статьяпа айӑпларӗҫ. Айӑпӗ тӗрӗк тӗнчинче паллӑ Илле Иванов журналист ҫине лекрӗ, лешӗ статйине редакциленӗ ҫын кӑна пулнӑ пулин те.
Паллах, айӑплавра политика тата административлӑ йӗр питӗ вӑйлӑ сисӗнетчӗ — сӗтев илекенсене тупса палӑртакансене хӗстерме тӑрӑшни курӑнчӗ.
Айӑплав хыҫҫӑн редакци хӳтӗлев шыраса Страсбурга ҫыру янӑ, халӗ вара унтан хуравӗ ҫитнӗ. Европӑри этем прависене хӳтӗлекен суд «Сӗтев» хаҫат ҫӑхавне пӑхса тухма хатӗр. Ҫитес вӑхӑтра Европӑра «Эдуард Мочалов тата Илле Иванов Раҫҫее хирӗҫ» суд процессӗ пулӗ.
Мексикӑн ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ пайӗнче вырнаҫнӑ Тамаулипас штатӗнче тӗлӗнмелле пулӑм асӑрханӑ — унта пулӑ ҫумӑрӗ ҫуса кайнӑ. Мексика кӳлмекӗнчен инҫе мар вырнаҫнӑ Тампико хулинче ҫумӑр пӗлӗтӗнчен шыв тумламӗсемпе пӗрле вӗтӗ пулӑсем ӳкме тытӑннӑ.
«Тампикӑра тӗлӗнмелле пулӑм, Ломас-де-Росалес районта ҫумӑр пӗрӗхтерсе иртнӗ. Ун вӑхӑтӗнче, тӳрремӗн каласан, вӗтӗ пулӑсем тӳперен ӳкме пуҫланӑ», — вырӑнти тӳре-шара хӑйсен Фейсбукри страницинче ҫапларах пӗлтернӗ.
Калас пулать, пулӑ ҫумӑрӗ вӑйлӑ тӑвӑл хыҫҫӑн пулма пултарать. Ытларах чухне питӗ вӑйлӑ ҫавраҫил иртсен пулӑсене тинӗсрен сывлӑша хӑпартать. Унччен маларах ку тӑрӑхра «Пилар» тропикри шторм иртсе кайнӑччӗ. Ҫил 72 км/сех. таран хӑвӑртлӑхпа вӗрнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.09.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Львов Пётр Константинович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Хлебников Геннадий Яковлевич, литература тӗпчевҫи,вӗрентӳҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Праски Витти, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ | ||
| Андреева Евдокия Александровна, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Кариков Порфирий Герасимович, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ. | ||
| Кариков Порфирий Герасимович, полковник, Мухтав орденӗн кавалерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |