Японире паян Асо ятлӑ вулкан тӗтӗм-кӗл кӑларнӑ. Метереологи управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх вӗсем 700 метр ҫӳллӗшне хӑпарнӑ. Вулкан ӗҫӗн хӑрушлӑхне иккӗмӗш категорипе хакланӑ. Авиаҫыхӑнӑва чарса лартасси пирки е унта пурӑнакан ҫынсене куҫарасси пирки хальлӗхе хыпарламаҫҫӗ-ха.
«Киато» информаци агентстви пӗлтернӗ тӑрах Асо вӑраннине пула чулсем ишӗлме тата сиенлӗ вӗри газ анма пултарать.
Асо вулкан Кумамото префектурине кӗрекен Кӳсӳ утравра вырнаҫнӑ. Ун ҫӳллӗшӗ 1592 метрпа танлашать. Вулкан хӑйӗн ӗҫӗ хыҫҫӑн ытларах базальт та андезитсем кӑларать. Асо кӑҫал тӗтӗмпе кӗл кӑларнӑччӗ ӗнтӗ — ку авӑнӑн 14-мӗшӗнче пулса иртнӗччӗ. Ун чухне кӗл 2 ҫухрӑм ҫити хӑпарнӑ.
Ҫулла пулса иртнӗ ҫак калаҫу халӗ аса килчӗ. Ун чухне Шупашкар хула кунӗччӗ. Самолетсем вӗҫнине курма тесе кайнӑччӗ те шоу пуҫланиччен вӑхӑта ирттермелле кӗнеке вуласа ларнӑ вӑхӑтра сак ҫине манпа юнашар 45-сенчи арҫынпа хӗрарӑм пырса ларчӗҫ. Хӑйсем ӑшӑ вырӑнта канни пӑхсанах паллӑ: ӳчӗсем иккӗшӗн те самай пиҫӗхнӗ.
Ҫаксем сӑмах чӗнчӗҫ те калаҫса кайрӑмӑр. Чулхула облаҫӗнчен пулчӗҫ. Шупашкар хула кунне курма ятарласа килнӗ иккен. Ӑнланнӑ тӑрӑх, вӗсем – хӑйсен бизнесӗпе аппаланакан ҫынсем. Ҫӗршыври тӗрлӗ хулара пулса курнӑ. Хайхисенчен чӑвашсене хаклама ыйтатӑп. Вӗсем пирӗн халӑх пирки пуян пурӑнаҫҫӗ тесе шухӑшланине палӑртрӗҫ. Мӗншӗн ҫавӑн пек пӗтӗмлетнипе кӑсӑклантӑм. Урапа тӑрӑх хаклаҫҫӗ иккен. Темиҫе ҫул каялла Шупашкарта «копейкӑсем» тата ҫавӑн йышши кивӗ машинӑсем нумай пулнӑ-мӗн, халӗ — чаплисем (ҫынсенчен самай пайӗ урапасене кредитпа илнине пӗлмеҫҫӗ курӑнать вӗсем). Тепӗр япалана та палӑртрӗҫ хӑнасем: «Чӑвашсем шап-шурӑ ҫӳреҫҫӗ. Кӑнтӑр енче канма юратманни сисӗнет».
Канма юратмаҫҫӗ тенипе манӑн килӗшес килмерӗ.
Ҫӗнӗ кӗпер тума мӗн чухлӗ вӑхӑт кирлӗ? Хӑш-чухне ҫак ӗҫе ҫулталӑкра тӑваҫҫӗ, тепӗр чухне темиҫе ҫул та иртсе каять. Ҫӗрпӳ патӗнчи М7 ҫул ҫинчи кӗпере тума мӗн вӑхӑт кирлине халь те татса параймаҫҫӗ. Суйлав умӗн уҫнӑскере тепӗр темиҫе кунтанах хупрӗҫ. Халӗ те туса ҫитереймен ӗҫсемпе тӑрмашаҫҫӗ, ҫынсем Мӑн Ҫавал урлӑ каҫас тесе хӑш-чух сехечӗпе пӑкӑра тӑраҫҫӗ.
Китайра вара нумай пулмасть ҫӗнӗ кӗпере 2 талӑк хушшинче туса лартнӑ. Ҫав вӑхӑтра вӗсем кивӗ 6 полосаллӑскерне сӳтме ӗлкӗрнӗ тата ҫӗннине вырнаҫтарса ҫулне сарма та. Ҫӗнӗ сакӑр полосаллӑ Саньюаньцяо (三元桥) кӗпере вырнаҫтарма вара китай рабочийӗсене 19 сехет ҫеҫ кирлӗ пулнӑ.
Паллах ҫак вӑхӑта ҫӗнӗ кӗпере проектлани тата кӗпер конструкцине хатӗрлени кӗмест. Вӗсене маларах тума ӗлкӗрнӗ. Кӗпер валли пурӗ 1300 тонна стройматериал кирлӗ пулнӑ. Саньюаньцяо кӗперӗ Пекинӑн виҫҫӗмӗш транспорт ункинче вырнаҫнӑ, вӑл Expressway аэропорта, Чшин Шун ҫула тата ункӑллӑ ҫула ҫыхантарать.
Тӗрлӗ ҫул-йӗре тата ҫуртсене хӑвӑрт хӑпартас тӗлӗшпе Китай унччен те палӑрнӑччӗ-ха. Тӗслӗхрен, 57 хутлӑ ҫӳлҫурта 19 кун хушшинче тунӑччӗ.
Раҫҫей премьер-министрӗ Дмитрий Медведев филиппинсене упа парнеленӗ. Чӗррине мар. Бронзӑран ӑсталанине.
530 килограмм таякан, шӑратса тунӑ скульптурӑна Дмитрий Медведев Азипе Лӑпкӑ океан саммичӗ умӗн парнеленӗ. Упа енсем килӗштерсе ӗҫлес шухӑшлине палӑртакан символ тесе хакламалла.
Паркра вырнаҫтарма ятарласа хатӗрленӗ монумент авторӗ — Раҫҫей скульпторӗ Виталий Шанов. Виталий шанов Мускаври Суриков ячӗллӗ ӳнер институтне вӗренсе пӗтернӗ. Унӑн ӗҫӗ Дарвин ячӗллӗ патшалӑх музейӗнче упранаҫҫӗ. Раҫҫейри, Германири, Австририри уйрӑм коллекционерсен аллинче те унӑн ӗҫӗсем пур-мӗн.
Ҫамрӑк скульпторӑн ҫак ӗҫне Азипе Лӑпкӑ океан саммичӗн форумӗн пахчинчи хисеплӗ ҫӗре вырнаҫтарнӑ. Пахчана Азипе Лӑпкӑ океанӑн саммичӗн тӑваттӑмӗш форумӗ тӗлне Манилта вырнаҫтарнӑ.
Паян ҫурҫӗр иртсен Пӗтӗм тӗнчери ҫӑмӑл атлетика федерацийӗсен ассоциацийӗ (IAAF) Раҫҫей спортсменӗсене дисквалификацилеме шутланӑ. Ҫав шутра ассоциаци 2016 ҫулта Раҫҫейре ирттерме палӑртнӑ пысӑк спорт мероприятисене чарса лартнӑ. Ку — Шупашкарта ирттермелли Хӑвӑр утас енӗпе тӗнче кубокӗ тата Хусанта иртмелли юниорсен ҫӑмӑл атлетика енӗпе тӗнче чемпионачӗ. Ҫавӑн пекех Раҫҫей спортсменӗсем 2016 ҫулта иртекен олимп вӑййисене хутшӑнасси те пысӑк ыйту кӑларса тӑратать.
Хӑварт утас енӗпе тӗнче кубокӗ Шупашкарта 2016 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 7-мӗшпе 8-мӗшӗнче иртмеллеччӗ. Ку йышӑнӑва 2013 ҫулхи чӳкӗн 15-мӗшӗнче IAAF Монакора пухӑнсан тунӑччӗ. Шупашкар та ҫак ӑмӑртӑва хатӗрленсе пыратчӗ.
Допинг пӑтӑрмахӗ никама пӑхӑнман WADA агентство тӗпчев ирттернӗ хыҫҫӑн пуҫланнӑ. Вӗсен доклачӗ тӑрӑх Раҫҫейри допинга тӗрӗслекен агентство хӑйӗн ӗҫне тивӗҫлӗ туса пыман, 1400 ытла илнӗ пробӑна ҫухатнӑ, ФСБ ҫыннисем допинг тӗрӗслевӗн ӗҫне хутшӑннӑ пулса тухать. Паян иртнӗ IAAF ларӑвӗнче Раҫҫей спортсменӗсене дисквалификацилес е каҫарас тӗлӗшпе самай хушӑ пуҫ ватнӑ. Виҫӗ сехет иртсен тин пӗтӗмлетӳпе паллаштарнӑ: сасӑлавра 22-шӗ Раҫҫей спортсменӗсене хирӗҫ, пӗри ҫеҫ майлӑ пулнӑ.
Индонезири наркотиксемпе кӗрешекен агентство утрав ҫинче тӗрме тума сӗннӗ. Унта мӗн виличченех хупнисене крокодилсемпе сыхлаттарасшӑн.
Кӑна Буди Васесо агентство пуҫлӑхӗ сӗннӗ. Хаяр крокодилсене тупас тӗлӗшпе вӑл архипелагсен тӗрлӗ пайне ҫитсе курасшӑн. «Эпир мӗн чухлӗ пултарӑпӑр — ҫавӑн чухле крокодил сыхлаттарма ярӑпӑр», — тенӗ вӑл вырӑнти МИХсене. Ҫавӑн пекех вӑл крокодилсем тӗрме сыхлакан ҫынсенчен лайӑхраххине, вӗсем хупнисене тарма май памассине пӗлтернӗ.
«Крокодила укҫа парса кӑмӑлне ҫавӑраймӑн. Вӑл тарма та пулӑшмӗ», — тенӗ агентство ӗҫченӗ. Анчах ку плана хальлӗхе хатӗрлеҫҫӗ кӑна-ха. Утрав ҫинче тӗрме тӑвас ыйтӑва та пӑхса тухаҫҫӗ ҫеҫ.
Индонезире наркотик саракан хурахсен тӗлӗшпе саккун ҫирӗп. Кӑҫал патшалӑх тунӑ ӗҫ халӑхсене самай пӑлхатнӑ. Ака уйӑхӗнче унта ют ҫӗршыври сакӑр ҫынна, наркотик сутнӑскерсене, пуҫ каснӑ.
Ҫапах Индонези президенчӗ Джоко Видодо наркосутуҫӑсен вилӗм куҫӗнчен пӑхмаллине калать.
Грецире 21 ҫулти чӑваш хӗрӗ ҫухалнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ ку информацие тӗрӗслет. Хӗр Улатӑр хулинчен-мӗн. Кун пирки федераци телеканалӗсенчен пӗринпе пӗлтернӗ.
Кӑларӑм эфира НТВ телеканалпа ӗнер, чӳкӗн 5-мӗшӗнче, тухнӑ. Журналистсем Грецире ҫухалнӑ чӑваш хӗрӗ пирки репортаж хатӗрленӗ. Кун тӗлӗшпе ЧР Следстви управленийӗ следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттерет.
Сюжетра палӑртнӑ тӑрӑх, хӗр Грецие ташӑҫӑра ӗҫлеме кайнӑ. Анчах кӑштахран тӗнче тетелӗнче вӑл аппӑшне «ҫӑмӑлттай хӗрсен» чуралӑхне лекнине пӗлтернӗ. Тепӗракран вӑл амӑшне те шӑнкӑравласа ҫитнӗ. Кун хыҫҫӑн унран хыпар пулман. Юлашки темиҫе уйӑх тӑванӗсем ун пирки нимӗн те пӗлмеҫҫӗ.
Хӗр вырӑнти полицие те шӑнкӑравласа пӗлтерме пултарнӑ. Анчах пакунлисем килнӗ ҫӗре вӑл унта пулман. Халӗ тӗрӗслев вӑхӑтӗнче унӑн тӑванӗсене ыйтса пӗлӗҫ.
Лондонри Биг-Бена ҫывӑх вӑхӑтра тӗпрен юсамалла, унсӑрӑн сехет механизмӗ чарӑнса ларма пултарӗ. The Daily Mail пӗлтернӗ тӑрӑх пурӗ 29£ млн укҫа кирлӗ.
Ку ыйтӑва парламент ларӑвӗнче сӳтсе явнӑ. Юсав валли тӑватӑ уйӑх кирлине палӑртнӑ, сехетӗн кашни енне хуплама тивни пирки каланӑ. Унта сехет йӗпписен тата маятниксен подшипникӗсем юрӑхсӑра тухнӑ. Ҫав кӑлтӑка пула Биг-Бен сехечӗ хуть те хӑш вӑхӑтра хӑйех чарӑнса ларас хӑрушлӑх пур.
Сехет чарӑнса ларассинчен ҫеҫ сыхлакан юсава тума 4,9£ млн кӑна кирлӗ. Анчах пӗттипе юсаманран каярах тепӗр 10£ млн кирлӗ пуласси пирки пӗлтереҫҫӗ.
Парламент ырласан ку юсав Биг-Беншӑн чи вӑрӑмми пулӗ.
Каярах вӗлерӗҫ-ха. Ҫак ӗҫе вӗҫне ҫитерме кирлӗ эмел ҫукки хальлӗхе чӑрмав кӳнӗ.
Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи тӗрмесенчен пӗрне хупса хунӑ Ричард Глоссип ятлӑ ҫынна авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнче укол туса вӗлермелле пулнӑ. Анчах тӗрме администрацийӗ эмелӗ кали ацетачӗ пулнине асӑрхаса ӗҫе вӗҫне ҫитереймен. Шучӗпе вара кали хлоричӗ кирлӗ пулнӑ.
Приговора пурнӑҫа кӗртессине Оклахома штачӗн тӗп прокурорӗ паллӑ мар вӑхӑта куҫарма хушнӑ. Ҫакӑ маларах асӑннӑ Ричард Глоссипсӑр пуҫне Бенджамин Коула тата Джон Гранта та пырса тивет.
Эмел йывӑрлӑхӗ тӗрмесенче юлашки вӑхӑтра тӑтӑшах сиксе тухать иккен. Ҫакӑн сӑлтавӗ — эмел кӑларакансем вӗлермелли химикатсене пама тӑхтаса тӑни.
Ҫынна вӗлермелле йышӑнусене Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенче кӑнтӑр енчи ҫичӗ штатра (Техас, Оклахома, Аризона, Миссури, Алабама, Флорида и Вирджини) йышӑнаҫҫӗ. 17 штатра тата Колумби федераци округӗнче ун пек йӑла ҫук.
Ҫак ытларикун авӑнӑн 29-мӗшӗнче Парижра Чӑваш культурин кунӗ иртнӗ. Паллӑ искусствовед Геннадий Иванов-Орков хӑйӗн Facebook страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх ӑна Ульпи (Ольга) Николаева йӗркеленӗ.
Куракансемшӗн «Чӑваш Ен» телекомпани хатӗрленӗ фильм кӑсӑклӑ пулнӑ. Ӑна хатӗрлес ӗҫе Марина Карягина, Сергей Мышев тата Ульпи Николаева хутшӑннӑ. Фонограмма валли чӑвашла тата вырӑсла текстсене ҫырма Геннадий Орков та пулӑшнӑ.
Фильма ӳкернӗ чухне Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗн ӗҫченӗсем хастар хутшӑннӑ — фонд управҫисем, ҫав шутра тӗп управҫӑ Г.Г. Исаев та. Пулӑшакансен йышӗнче фотографа тата Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн ӗҫтешӗсемпе 4 струдентне асӑнма пулать.
Фильмра анат енчи чӑвашсен хӗр тата хӗрарӑм тумӗсене кӑтартнӑ. Унта ӳкернӗ кашни ҫипуҫ пайӗ музей фондӗнче упранакан чӑн-чӑн япаласем пулни пирки ҫирӗплетет Геннадий Орков. Фильма музейӗн тӗп залӗнче ӳкернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш графикӗ, живописецӗ ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Виталий Арсентьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Мадуров Дмитрий Фёдорович, культура тӗпчевҫи, историк ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |