Паян биатлон енӗпе Тӗнче кубокӗн Корейӑри тапхӑрӗ вӗҫленчӗ. Ӗнер пирӗн хӗрарӑмсем эстафетӑра тупӑшрӗҫ, паян арҫынсем старта тӑчӗҫ. Максим Цветков хытах ывӑнни тӳрех сисӗнчӗ. Апла пулин те ушкӑнри Евгений Гараничев, Антон Бабиков тата Антон Шипулин парӑнмарӗҫ, финиша тӑваттӑмӗш ҫитрӗҫ. Ҫапла вара арҫын-биатлонистсем Пӗчӗк хрусталь глобуса тивӗҫрӗҫ.
Хӗрарӑм-биатлонисткӑсем нимпех те савӑнтараймарӗҫ. Корейӑри тапхӑр пирӗн ентешшӗн, Татьяна Акимовашӑн та, ӑнӑҫсӑр пулса тухрӗ. Михаил Вансяцкий журналист Фейсбукра палӑртнипе килӗшмеллех: спринтра та, пасьютра та чӑваш хӗрӗ сезонти чи начар кӑтартупа палӑрчӗ.
Мӗнех, ҫывӑх вӑхӑтра тата ӑмӑртма тивӗ. Пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Финляндири Контиолахтире, 17-мӗшӗнче Норвегири Холменколлента старта тухмалла. 10 кунта Татьяна Акимова икӗ хутчен спринтра, икӗ хутчен пасьютра, пӗр хут масс-стартра тата хутӑш эстафетӑра тупӑшӗ.
РФ Культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Парижри Раҫҫей культурин православи центрӗнче йӑла-йӗрке костюмӗсен, наци музыка инструменчӗсен, теттисен тата йӑлари япаласен куравӗ уҫӑлӗ.
Палӑртма кӑмӑллӑ: Чӑваш Ен Раҫҫейрен суйланӑ тӑхӑр регион йышне кӗнӗ. Вӗсем Парижри куравра хӑйсен наци экспоначӗсене кӑтартӗҫ. Чӑваш Енсӗр пуҫне унта Пушкӑрт, Дагестан, Карели, Коми, Хакас республикисем, Астрахань, Липецк, Тула облаҫӗсем хутшӑнӗҫ.
Экспозицире наци костюмӗсем, пуҫа тӑхӑнмалли хатӗрсем, музыка инструменчӗсем тата ыттисем пулӗҫ.
Ҫынсен прависене хӳтӗлекен Европа сучӗ Раҫҫейри 9 ҫынна юсанмалли колонисенчи условисем тивӗҫтерменнишӗн 90 пин евро памалла тунӑ. Вӗсенчен пӗри — Чӑваш Енрен.
Европа судне Чӑваш Енри, Карелири, Ростов, Липецк, Свердловск, Томск, Тверь, Архангельск облаҫӗсенчи колонисенче ларакансем ҫӑхав ҫырнӑ. Пур тӗслӗхре те суд Раҫҫей влаҫӗ саккуна пӑснине палӑртнӑ.
Юсанмалли колонисенче ларакансене мӗн тивӗҫтермен-ха? Ҫӑхавсенче палӑртнӑ тӑрӑх, колонире вентиляци, пушӑ вырӑн сахал пулнӑ. Ҫавӑн пекех раковина, туалет ҫителӗксӗр-мӗн. Ҫӑхавпа тухнӑ ҫынсене 5 пин евроран пуҫласа 15,5 евро таран памалла тунӑ.
Смартфонсем валли кӑҫал ҫӗнӗ приложени тухмалла. «Амикуму» ятлӑскер пӗр-пӗр чӗлхене пӗлекене шыраса тупма пулӑшмалла. Андроид тата iOS валли хатӗрленӗскере утӑ уйӑхӗ тӗлне кӑларасшӑн. Ҫӗнӗ приложенипе пуш уйӑхӗнче те паллашма пулать — вӑл вӑхӑтра унӑн тӗрӗслев тапхӑрӗ пырӗ, ҫавна пула «Амикуму» эсперантолла кӑна пулӗ.
Амикуму мӗнле ӗҫлӗ? Енчен те, сӑмахран, сире пӗр-пӗр тутарла пӗлекен ҫын кирлӗ пулса тӑчӗ пулсан ятарлӑ пускӑч ҫине пуснӑ хыҫҫӑн приложение тутарла пӗлекен ҫывӑхри ҫынсене тупса парӗ. Сирӗн вара ҫав ҫынпа ҫыхӑнасси кӑна юлӗ.
Калама кӑмӑллӑ — ытти чӗлхесемпе пӗрлех унӑн интерфейсӗ чӑвашла та пулӗ. Пирӗн чӗлхеллӗ верси чи малтан кӗртнисен йышӗнче пулӗ.
Амикуму приложенине тума укҫана Кикстартер платформа урлӑ пухнӑ. Пурӗ 27 пин евро пуҫтарнӑ (1,8 млн тенкӗ). Пулӑшакансем тӗнчен тӗрлӗ кӗтесенчен пулни паха — Раҫҫейрисем 7-мӗш вырӑнта пулнӑ.
Геннадий Айхи ывӑлӗн Алексейӑн «Оскар» илес шанчӑк пур. Пысӑк шайри наградӑна илме ӑна «Я вам не негр» (чӑв. Эп сире валли негр мар) фильм валли саундтрек ҫырнишӗн тӑратнӑ. Рауль Пек режиссерпа Алексей Геннадий тахҫанах ӗҫлеҫҫӗ иккен. Хальхи вӗсен — пӗрлехи улттӑмӗш ӗҫ.
«4’33» ансамбль ертӳҫи Алексей Айхи — композитор та, скрипач та. Вӑл самай кинофильм валли кӗвӗ ҫырнӑ. Ун пеккисем унӑн 50-ран та иртнӗ. Кульметида. ру тӗслӗх вырӑнне «Страна глухих», «Орлеан», «Доктор Тырса» ятлисене, «Каменская 2» сериала илсе кӑтартнӑ.
Алексей Айги «Золотой орел» тата «Ника» премисене темиҫе хутчен те ҫӗннӗ. «Оскар» илме тӑратнӑ ӗҫ Торонтори Cinema Eye Honors Awards конкурсра ҫӗнтернӗ. Фри-джаз тата камерлӑ музыка хутӑшне (автор шӑпах ҫак жанрсене кӑмӑллать иккен) «Мосфильмра» ҫыртарнӑ.
Чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи тата халӑх ӗҫӗн хастарӗ Илле Иванов Балкан тӑрӑхӗнчи тӗрӗксен Сулейман Брина ячӗллӗ пӗтӗм тӗнчери парнине тивӗҫнӗ.
Тӗрӗк культуришӗн тӑрӑшакансене паракан премипе Косовӑри тӗрӗксен культурӑпа ӳнерӗн «Тӳрӗ ҫул» ушкӑнӗ тӑван халӑхӗн культуришӗн тӑрӑшакансене 1996 ҫултанпа чыслать. Кӑҫалхи лауреатсем хушшинче, чӑваш ҫыннисӗр пуҫне, Грецирен — Рахми Али ҫыравҫӑ, сӑвӑҫ, Македонирен — Мустафа Яшар театр ӑсти тата сӑвӑҫ, Лейла Шериф Эмин ҫыравҫӑ, сӑвӑҫ, Турцирен — Фахри Туна ҫыравҫӑ, Гӳлтекин Сербест ӳнерҫӗ, Зекерия Хочалар театр ӑсти, мусӑкҫӑ, Косовӑран — Байрам Ибрагим сӑвӑҫ, ҫыравҫӑ, Дашни Вешал мусӑкҫӑ.
Сулейман Брина (1935-1994) — Косово тӗрӗкӗсен наци ҫулпуҫӗ. Йышӗпе сахаллӑн пурӑнакан тӗрӗксен наци туйӑмӗсене тивӗҫтерме иртнӗ ӗмӗрӗн 60-мӗш ҫулӗсен вӗҫӗнче тӑван чӗлхепе «Тан» (чӑв. Шурӑмпуҫ) хаҫат кӑларма пуҫланӑ, шкулта ӗҫленӗ, тӗрӗк ачисене тӑван чӗлхепе вӗрентессишӗн тӑрӑшнӑ. «Тӳрӗ ҫул» ушкӑна йӗркелекенсенчен пӗри пулнӑ. Призрен хулин муниципалитет пуҫлӑхӗн ҫумминче ӗҫленӗ ҫак пӗрремӗш тӗрӗк ҫыннине Косовӑри ытти халӑхсем те тӑрӑшулӑхӗшӗн, таса чунӗшӗн хисепленӗ.
Раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Словенири Поклюка хулинче биатлон енӗпе Тӗнче кубокӗн иккӗмеш тапхӑрӗ старт илет. Унта пирӗн ентеш Татьяна Акимова та хутшӑнӗ.
Раҫҫейри биатлонистсен союзӗн сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗршывӑн хӗрарӑмсен пӗрлештернӗ командине Ольга Подчуфарова, Екатерина Глазырина, Светлана Слепцова, Анастасия Загоруйко та кӗнӗ. Вӗсем малтан спринтра тупӑшӗҫ.
Палӑртмалла: Тӗнче кубокӗн пӗрремӗш тапхӑрӗн пӗтӗмӗшле зачечӗпе килӗшӳллӗн, Татьяна Акимова Раҫҫейри спортсменсен йышӗнче чи лайӑх кӑтартупа палӑрнӑ, 49 очко пухса 23-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Екатерина Глазырина — 26-мӗш, Ольга Подчуфарова — 34-мӗш, Екатерина Шумилова — 38-мӗш, Анастасия Загоруйко — 46-мӗш, Светлана Слепцова 54-мӗш вырӑн йышӑннӑ.
Юлия Полячихина Чӑваш Ен тата Раҫҫей чысне тӗнче шайӗнче хӳтӗлӗ. Паян, чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, вӑл Балкана тухса кайнӑ. Пике тӗнче шайӗнче иртекен илем конкурсне хутшӑнӗ.
Miss Globe пӗтӗм тӗнчери конкурс йӑлана кӗнӗ тӑрӑх чӳк уйӑхӗнче иртет. Вӑл Балканра тӳрех темиҫе ҫӗршывра иртет: Македонире, Черногорире, Албанире.
Юлия Полячихина унта каймашкӑн тивӗҫ. Вӑл «Чӑваш Ен топ моделӗ – 2015» куонкурсра ҫӗнтернӗ, «Чӑваш Ен мисӗ – 2016» ята тивӗҫнӗ. Юля ҫавӑн пекех «Раҫҫейри туризм мисӗ» те.
Белоруссире пурӑнакан Дмитрий Михлеев кинорежиссера Чӑвашра курман-илтмен ҫын теме ҫук. Юлашки хут вӑл пирӗн тӑрӑха тӑватӑ ҫул каялла килсе кайрӗ, Шупашкарти кинофестиваль программипе килӗшӳллӗн хӑйӗн тӗрлӗ ҫулта ӳкернӗ фильмӗсене кӑтартрӗ, пултарулӑх вӑрттӑнлӑхӗсем ҫинчен каласа кӑтартрӗ. Астӑватӑп, ӑна уйрӑмах телевидени журналисчӗсем «юратса пӑрахрӗҫ», юлашки хыпарсенче чӑвашла тата вырӑсла вӑрӑм интервьюсем кӑтартрӗҫ, тӳрӗ эфир йӗркелесех «кӗрлерӗҫ». Шӑпах ҫав тӗле Чӑваш кӗнеке издательствинче Дмитрий Никаноровичӑн «Ось земли» ятпа повеҫсемпе калавсен тата киносценарисен пуххи пичетленсе тухнӑччӗ, ун пирки те пичетпе телевидени ҫӑвара шыв сыпса лармарӗ. Паллӑ режиссера Чӑваш патшалӑх университетне чӗнсе студентсемпе куҫа-куҫӑн калаҫтарчӗҫ. Ун сасси хаҫат-журналсенче кайран та тӑтӑшах илтӗнчӗ, телевидени вӑл ӳкернӗ фильмсене уйрӑм ярӑм туса кӑтартрӗ. Режиссер хӑйӗн чи лайӑх фильмӗсене Электронлӑ тата кинодокументаци архивне парнелерӗ.
...Мӗтри пиччепе эпӗ 15 ҫул каяллах ҫырупа паллашнӑччӗ. «Советская Чувашия» хаҫатра ӗҫленӗ май унран сӑвӑсем ярса пама ыйтрӑм.
И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн профессорӗ Виктор Абруков юпа уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Турцин тӗп хулинче Анкарара иртнӗ ӑслӑлахпа технологи конференцине хутшӑннӑ. Унта Тӗрӗк тӗнчин ӑслӑлӑхне малалла аталантарас ыйтусене сӳтсе явнӑ. Ҫав шутра — пӗр-пӗриншӗн усӑллӑ ҫыхӑнса ӗҫлес ыйтусене те.
Виктор Абруков чӑваш ӑслӑлӑхӗнче палӑрнӑ профессор, физикӑпа математика ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, нанотехнологире тӗпрен илсен термофизика ыйтӑвӗсемпе ӗҫлет. Уншӑн оптикӑри, социоэкономикӑри ҫивӗч ыйтусем те ют мар. Кунта унӑн ашшӗ Сергей Абруков профессор, физикӑпа математика ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, пирӗн университета пуҫарса яракансенчен пӗри пулнине те асӑнса хӑварни вырӑнлӑ пулмалла.
Конференцие «Ҫӗнӗ Турци» стратеги тӗпчевӗсен тӗвви ирттернӗ, унта паллӑ ӑславҫӑсем пӗтӗм тӗнчерен пухӑннӑ. Ҫав шутра — Чӑваш Енрен те. Виктор Абрукова конференцие хутшӑнма Тӗрӗк тӗнчин культура тӗвви (Шупашкар) тата Тӗрӗк халӑхӗсен пӗтӗм тӗнчери ассамблейи (Казахстан) сӗннӗ.
Виктор Абруков ҫывӑх вӑхӑтрах конференции ӗҫӗ-хӗлӗпе тӗплӗнрех паллаштарма шантарчӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш графикӗ, живописецӗ ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Виталий Арсентьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Мадуров Дмитрий Фёдорович, культура тӗпчевҫи, историк ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |